Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарҫа (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эй, ачамккӑ, кӑвар илсе килсе кӑмакана хур-ха, — хушрӗ вӑл тарҫа.

— Эй, малый, принеси мне углей в совке и поставь здесь жаровню, — приказал он слуге.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чоно! — чӗнчӗ вӑл тарҫа.

— Чоно! — обратилась она к работнику.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫийӗнчех пӗр тарҫа Янели лекӗре чӗнтерме ячӗҫ те, чӗнме кайнӑ ҫын пӗчченех таврӑнчӗ: лекӗр К. хулине кайнӑ иккен.

Немедленно послали работника за лекарем Янелией, но посланный вернулся один — лекарь уехал в К.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӳрече хупӑнни ҫапла туйӑнчӗ пуль тарҫа

— Должно быть, просто ставни хлопнули, а служанке опять что-то почудилось…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Асламӑшӗ хӗрарӑм тарҫа чӗнсе илчӗ:

Бабка Иваница позвала служанку.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Паллӑ ҫынсем, ҫилленме вӑхӑчӗсем пулнӑ пулсан, е урӑхла каласан, пӗр-пӗрин ҫине: эпир — ман юлташсем те, эпӗ те — ҫак ача-пӑча аллинче пукане ҫеҫ пултӑмӑр, тенӗ пек пӑхнине курнӑ пулсан, питӗ ҫилленсе каятчӗҫ ӗнтӗ, анчах Кирсанов вӗсене нихӑшне те «ыттисем ман ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ-ши?» — текен шухӑшсемпе аппаланма паман, Кирсанов тарҫа лӑпчӑнса ларнӑ Полозова илсе тухма хушнӑ та паллӑ тухтӑрсене хӑйне лайӑх ӑнланнӑшӑн тав туна; чир пӗр шухӑш-кӑмӑлпа асапланса пурӑннипе пуҫланса кайнипе, хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан старике улталама кирлине, атту вӑл хӗрне чӑнах та пӗтерме пултарнине чухласа илнӗ вӗсем.

Знаменитости сильно рассердились бы, если б имели время рассердиться, то есть, переглянувшись, увидеть, что, дескать, моим товарищам тоже, как и мне, понятно, что я был куклою в руках этого мальчишки, но Кирсанов не дал никому заняться этим наблюдением того, «как другие на меня смотрят», Кирсанов, сказав слуге, чтобы вывести осевшего Полозова, уже благодарил их за проницательность, с какою они отгадали его намерение, поняли, что причина болезни нравственное страдание, что нужно запугать упрямца, который иначе действительно погубил бы дочь.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла йышӑннине ҫырса пӗтерсен, Кирсанов ҫуртри тарҫа шӑнкӑртаттарнӑ та консилиум вырнаҫнӑ зала Полозова чӗнсе пыма хушнӑ.

Когда составили определение, Кирсанов позвонил слугу и попросил его позвать Полозова в зал консилиума.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫав тарҫа Гаев батрачкомпа тунӑ договор тӑрӑх тытса усранӑ, ӗҫ укҫине ӑна пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ.

Гаев имел эту батрачку на основании договора с батрачкомом, расплату произвел сполна.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пепен хӑйӗнчен нумай ҫул аслӑрах, анчах ӑсӗпе унран иртеймен аппӑшӗ пӗр пуян американец патне ҫуртри пӳлӗмсене тасатса тӑма тарҫа вырнаҫать.

Сестра Пепе, девушка много старше, но не умнее его, поступила прислугой — убирать комнаты — на виллу богатого американца.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ну, акӑ тарҫа кӗрӗшме кайӑп капла…

Ну и пойдешь в батраки…

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Ку ром мар, ӗҫме юрӑхсӑр! — терӗ те пальто кӗсйинчен хӑйӗн бутылкине туртса кӑларчӗ, ӑна уҫса тарҫа шӑршлаттарчӗ.

— Это не ром, а гвозди! — сказал он и, вынув из кармана пальто свою бутылку, откупорил и дал понюхать половому.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

18. тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19. ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп» тенӗ.

18. встану, пойду к отцу моему и скажу ему: отче! я согрешил против неба и пред тобою 19. и уже недостоин называться сыном твоим; прими меня в число наемников твоих.

Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех