Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайса (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей пӗр ҫӗре, хӑйӗн юлташӗсем курӑнакан ушкӑна кӗрет, тепӗр ҫӗртен картусне кӑшт хускатса пуҫ тайса ҫеҫ иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑрсасем, турхансемпе тӑрӑнсем аслӑ князь аллинчен парне илнӗ май пуҫ тайса палатӑран тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ӗнтӗ аллисене кӑкӑрӗ ҫине хурса, чыслӑн пуҫ тайса тухса кайма тӑнӑччӗ ӗнтӗ, анчах хан ӑна тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ Тукайпа Сарыев боярина пилӗк таран пуҫ тайса тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламаспа Ахтупай, ҫакна малтанах пӗлсе тӑраканскерсем, ним шикленмесӗр кӗпер ҫине кӗчӗҫ, вырӑс хуралҫисене (вӗсем кунта виҫҫӗн тан тӑраҫҫӗ ӗнтӗ) пуҫ тайса сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыттисем вӗсене пӗр сӑмахсӑр пуҫ тайса ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт вара хывнӑ ҫӗлӗкне, Пуҫ тайса вӑл тухнӑ йӗркипе.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сывлӑх сунатӑп сана, аслӑ князь, — мӑнаҫлӑн пуҫ тайса саламларӗ ватӑ боярин.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс воеводисем халӑха юлашки хут пуҫ тайса крепоҫе кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешсем халӑха ҫӗлӗкӗсене хывса пилӗк таран пуҫ тайса тав турӗҫ те кулкаласа, шӳт туса воеводӑсене кӗтме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунтан аякра мар ӗҫлекен Ахтупайпа Ятламас лайӑхах курчӗҫ: воевода сӑхманлӑ лутра старике алӑ пырса тытрӗ, вӑл ертсе килнӗ йышлӑ халӑха пуҫ тайса хисеплерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Юрӗ, ҫырса ярӑп, — пуҫне тайса ҫемҫен каларӗ Василий Иванович.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Батухан умне чӗркуҫленсе ларчӗ те пуҫне тайса ҫӗрте выртакан паласа чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫул хӗррипе ӳсекен кӑлкан курӑк пуҫ тайса хумханчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапла, ӑнсӑртран тӗл пулнӑ икӗ пӗлӗш ҫын пӗр-пӗрне аякран пуҫ тайса сӑнаса тӑнӑ пек, хӑйсен курӑмсӑрлӑхӗнчен хӑйсем тӗлӗнсе пӑхса лараҫҫӗ ку ҫуртсем.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элчӗ ӑна илчӗ те ирӗксӗртен тенӗ пек пуҫ тайса палатӑран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пурте килнӗ, аслӑ государь, — пуҫ тайса тавӑрчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тукай ырлӑхӗ, — терӗ Иштерек ирӗксӗртен пуҫ тайса.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хисеплӗн пуҫ тайса сывлӑх сунчӗ, хӑй ӗҫпе килнине систерсе алӑк патӗнчен иртмесӗр ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй ҫак ял куштанне ҫав тери кураймасӑр пурӑнать пулин те Иштерек ваттисен йӑлине пӑсмарӗ, хапхаран тухрӗ те алманчӑна пуҫ тайса сывлӑх сунчӗ, ӑна пӳрте кӗрсе чыс тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех