Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайса (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дмитрий Родионовичӑн мӑшӑрӗ Прасковья Павловна, тӑватӑ ачи ҫемйисемпе (ултӑ мӑнукӗ, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗ) мӑшӑрне, ашшӗне хисеп тунӑшӑн, манманшӑн пуҫ тайса пурне те тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Волков ячӗпе - Асӑну хӑми // А.ЗАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/404-d ... s-nu-kh-mi

Ҫакна кӗтнӗ суя чапҫӑ ҫийӗнчех шӗлепкине кӑшт ҫӗклесе сӑпайлӑн пуҫ тайса илчӗ.

Честолюбец снял шляпу и скромно раскланялся.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗншӗн тесен эсир, Константин Георгиевич, — ҫак сӑмахсемпе вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ, — манӑн ватӑ тус тата юлташ, эпӗ виҫесӗр шаннӑ тата сирӗн авторитет умӗнче пуҫ тайса тӑнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь пичетлесе кӑларакан «Курӑксене тайса ҫил вӗрет» роман та ҫакна уҫӑмлӑн ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ҫӳллӗ ӳснӗ курӑксене хыттӑн тайса вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуҫ тайса чӗнмесӗр тӑратӑн-и, чечек хуратӑн-и е паттӑрсемпе юнашар сӑн ӳкерттеретӗн-и — мӑнаҫлану пултӑр ялан.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫу ҫулпа кайса пыл ҫупа килме шур пир сарнӑ ҫул хатӗрлӗр тесе пуҫ тайса тухса каймалла.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Павӑл тепӗр ҫаврӑм турӗ те пуҫ тайса тав тума Хлихха умне ҫывхарчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл хӑй патнелле Чӗкеҫ ташласа килнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑна курса лармашкӑн, — пуҫне телевизор еннелле тайса илчӗ Лашманов, — куҫ ҫеҫ пулни те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Серебряков тепӗр хут пуҫне тайса илчӗ, унтан Кудряшовпа малалла калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӳпкелешмелле мар, хӑтапа тӑхлачӑ умне ак ҫапла тӑмалла та пуҫ тайса тав тумалла.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тухса кайиччен вӑл ҫапах та Валерия Ивановнӑна асӑрхарӗ, анчах сӑмах хушмарӗ, кӑшт ҫеҫ сисмелле пуҫне тайса сывлӑх сунчӗ те пӗчченех алӑк еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унтан, пуҫне тайса алӑк еннелле утрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Ҫапла, — пуҫне тайса ҫирӗплетрӗ следователь.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫапах та ҫирӗм ҫулхи комсомолец-партизанӑн пӗччен вилтӑприне тӗттӗм вӑрман епле хурланса та ҫӗре ҫити пуҫ тайса сыхланине кӑтартнӑ чухне… залра ларакансен сахалӑшӗн куҫҫуль тухмарӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑкӑрлӑкра тӗл пулнӑ хӗрарӑм латлӑн-йӗркеллӗн сӑмах та хушмарӗ, хӑлха ҫуначӗ таринех хӗмленсе хӗрелнӗскер пуҫне тайса сывлӑх суннипех ҫырлахрӗ, ачисене сӗркеленсе утнӑшӑн вӑрҫа-вӑрҫа тӑкӑрлӑк вӗҫнелле талпӑнчӗ, пиҫсе-саралса ҫитнипе йывӑррӑн кӑштӑртатса хумханакан ыраш пуссинче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пурте тепӗр хут ҫак хӑйсем суйласа илнӗ ҫын умӗнчен пуҫ тайса иртрӗҫ, унтан хуллен шухӑша кайса, юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Таврӑнчӗҫ, аслӑ государь, — пилӗк таран пуҫ тайса хуравларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ура утнӑ чухне эпӗ унта темиҫе хутчен те кайса килнӗччӗ, хамӑн вилӗмсӗр юнташӑма пуҫ тайса аслӑ турӑсене асӑнса чӳк тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫне тайса, ӑнланнине пӗлтерчӗ те ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех