Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайса (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тайма пуҫӑмпа сан патна, патька-патша, — терӗ вӑл пуҫне тайса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хапӑл тӑватпӑр! — пуҫ тайса, аллинчен пӳрчӗ еннелле туртрӗ Пӑкачава ватӑ килхуҫи.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав патне ватӑ килхуҫи пычӗ те, пуҫ тайса, килне кӗме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пулчӗ тума хушнине Воевотӑ пуҫ тайса

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс ҫирӗм ҫухрӑма Кӳммен хӑвӑрт ҫитмелле: Ҫавӑнпа та пӑрӑнма Ҫул ҫинчисен пӗлмелле: Урхан шӑнкри-тункӑрми, Сассинченех пӗлеҫҫӗ, Пуҫа тайса, пӗр чӗнми, Хирӗҫ ҫынсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Салтак-капрал шлепкине аллипе хыврӗ, Урхана пуҫ тайса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

2023 ҫулта икӗ пысӑк проекта – «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗпе Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин ку чухнехи информаци тата технологи хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянлатнӑ музейӗсене йӗркелеме палӑртатпӑр.

В 2023 году планируем осуществить два амбициозных проекта – создание музеев Мемориала «Строителям безмолвных рубежей» и Вышитой карты России, оснащенных современным информационным и технологическим оборудованием.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

«Вы жертвою пали» юрланӑ чух сылтӑм алла малалла тӑсса кӑшт ҫӳлелле ҫӗклетпӗр, пуҫа хулпуҫҫи ҫине тайса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Юрӗ эппин, — ырӑ сунӑм хӗвелӗпе именчӗклен ирӗлсе, каллех аял пуҫ тайса илчӗ карчӑк, — хӑвӑра та Турри ырлӑх-сывлӑх патӑр.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫав аслӑ хуҫа (Полина сулахай ал лаппине Аслӑ Шуйттан еннелле ҫӗклесе илчӗ) ҫитнӗ-ҫитменех мана: «Малашне санӑн, мана пулӑшса, ҫӗр ҫинче пурӑнакан этемсене тӗрлӗ киленӗҫсемпе илӗртсе, «пылак» япаласемпе ӳсӗртсе, ӑсран тайӑлтарса Турра хирӗҫ усал ӗҫсем тума хӗтӗртсе пурӑнмалла, ҫынсене пурӑннӑ чухнех мана ҫеҫ пуҫҫапса, пуҫ тайса пурӑнма хӑнӑхтармалла», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вар хӗрринче малтанах вӑш-вашшӑн шӑлавар кӑшкарӗ айӗнчен тухкаласа кайнӑ кӗпи вӗҫне вырӑнне чикрӗ, унтан пӗр авӑк хашка-хашка сывлӑш ҫавӑрса, сывлӑша тайса итлесе тӑчӗ — сасӑ кашни ҫеккунтрах уҫӑмсӑрланса, иксӗлсе пыни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак лешӗ сывлӑша тайса итлет, ак шуйхӑнчӑк саспа эхе-хе-хе-хелесе илет, ҫынна хӑй патне сӑмахпа та йыхӑрса пӑхать, вара, хурав кӗтсе илеймесӗр, зажигалкине сӳнтерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун-кун пӑхкаларӗ, сывлӑша тайса итлерӗ — йӑс-йӑс ҫуса ыйха яракан вӗтӗркке, сӑпрам ҫумӑр йӑскӑлтатнисӗр пуҫне ниҫта та нимӗн те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫ тайса ыйтатӑп!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каллех сывлӑша тайса итлерӗ — нимӗн те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, чарӑнса, пӑравус пек хашка-хашка, каялла ҫаврӑнчӗ те сывлӑша тайса итлерӗ — сас-чӳ таврашӗ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унталла пӑхрӗ, кунталла тимлерӗ, ӑҫта та пулин ҫын сасси е машина-трактор кӗрлевӗ илтӗнмест-ши тесе сывлӑша тайса та итлерӗ — нимӗн те палӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫапла, Алексей Данилович, вӗсем кӑмӑлсӑр, анчах кунта ача-пӑча сачӗ мар, кашни килен-каян умӗнче пуҫ тайса тархаслама пултараймастӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ираида Васильевна пӗр хушӑ аптӑраса тӑчӗ, унтан ҫаплах алӑ ҫупакан халӑх умне тухса пуҫ тайса тав турӗ те чӑрӑша ҫутатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малтанхи тапхӑрта ҫак паллашу пӗр-пӗрне пуҫ тайса, алӑ тытса саламланинчен мала кайман.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех