Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайса (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе хӑтар мана, ирӗке кӑлар мана; хӑлхуна тайса итле мана, ҫӑл мана.

2. По правде Твоей избавь меня и освободи меня; приклони ухо Твое ко мне и спаси меня.

Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эй этем хӗрӗ, илт эсӗ, кур, хӑлхуна тайса итле, ӗнтӗ хӑвӑн халӑхна, аҫу кил-ҫуртне манӑҫла.

11. Слыши, дщерь, и смотри, и приклони ухо твое, и забудь народ твой и дом отца твоего.

Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Сана шанса тӑратӑп, ӗмӗрне те намӑс курмӑпинччӗ; Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе хӑтарсам мана; 3. хӑлхуна тайса итлесем мана, хӑтарма васкасам мана.

2. На Тебя, Господи, уповаю, да не постыжусь вовек; по правде Твоей избавь меня; 3. приклони ко мне ухо Твое, поспеши избавить меня.

Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче Ездра священник унта пухӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умне саккун илсе тухрӗ; 3. вара Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта шуҫӑмран пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умӗнче ҫав кӗнекене вуларӗ; пӗтӗм халӑх хӑлхине тайса саккун кӗнекине тимлерӗ.

2. И принес священник Ездра закон пред собрание мужчин и женщин, и всех, которые могли понимать, в первый день седьмого месяца; 3. и читал из него на площади, которая пред Водяными воротами, от рассвета до полудня, пред мужчинами и женщинами и всеми, которые могли понимать; и уши всего народа были приклонены к книге закона.

Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара вырӑн ҫинче выртакан Израиль пуҫне тайса илнӗ.

И поклонился Израиль на возглавие постели.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иккӗленместӗп, хваттертен тухмасӑр килте кӑна ларакан ҫын суйлав ҫулталӑкӗнче хула влаҫӗсен сумӗпе хисепне ҫирӗплетме пулӑшмашкӑн тивӗҫ ҫак пӗлтерӗве вуласан пуҫлӑхсене пуҫ тайса тав тума та хатӗр пуль: «Вӑт, халӑхшӑн еплерех тӑрӑшаҫҫӗ!»

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ывӑлӗсене, мӑшӑрӗсене вӑрҫӑ уйӗнчен кӗтсе илеймен амӑшӗсемпе салтак арӑмӗсем ҫакӑншӑн вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тунӑ.

Недожавшиеся с поле брани своих сыновей и мужей матери и вдовы до земли поклонились им.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех