Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайса (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурӑм хыҫне кунтӑк-пӗрне ҫакса, е ҫырлана, е кӑмпана тайса тухакансен шучӗпе: «Вӑрман — рай-ҫӑтмах…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑтӑмлӑхшӑн, паттӑрлӑхшӑн, пархатарлӑхшӑн ветерансене пурне те пуҫ тайса тав тӑватпӑр! - каласа панӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

— Хисеплетӗп, — пуҫне тайса илчӗ банкир.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

— Каҫарӑр ыйту панӑшӑн, — терӗ американец, старик еннелле кӑштах пуҫне тайса, — Миҫере эсир?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Николай Ананьевич текенни хӗрсемпе паллашрӗ, вӗсене кӑштах пуҫа тайса илсе, ҫаплах ӑшшӑн кулса, алӑ парса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иртен пуҫласа каҫченех палуба ҫинчен кӗместӗм, ешӗл ҫырансем ҫине пӑхса киленеттӗм, кӑвак хумсем еннелле пуҫӗсене тайса ларакан садсене курса савӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӑштах пуҫне тайса илчӗ, — тен, мана курса пуль — унтан ассӑн сывласа илнӗ пек туйӑнчӗ, — вара пӗр-икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Хумкка хӑй йӑлипе пӗрер черкке тултарса парасшӑнччӗ Ҫимуна, анчах лешӗ килӗшмерӗ, пӑтаран ҫӗлӗкӗпе кӗрӗкне илсе тӑхӑнчӗ, пуҫ тайса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна пуҫ тайса, урамалла васкарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ тайса, Розӑна чечек ҫыххипе мороженӑй пырса тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсӗмлӗн кӗтсе ларӑр ҫеҫ, юмахри пике! — каччӑ, мӗнле килнӗ ҫаплах ыр кӑмӑллӑн пуҫ тайса, садалла кӗрсе ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шурӑ пурҫӑн кӗпеллӗ, хӑмӑр галстуклӑ, хӑмӑр бостон костюм тӑхӑннӑ шукӑль каччӑ пырса ларнӑ Роза ҫумне, кӑмӑллӑн пуҫ тайса, ирӗк ыйтсах ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗлӗкрех Петрук ҫине ҫаврӑнса та пӑхман ҫынсемех, унпа тӗл пулсан, пуҫ тайса иртекен пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук хӑйне хирӗҫ тӗл пулакан Энӗшкасси ҫыннисене аял пуҫ тайса саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫапа ырхан хӗрарӑм еннелле пуҫ тайса: — Хӑйне шаннӑшӑн хура маска сире чӗререн тав тӑвать. Ан иккӗленӗр, ку Оглы сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен ҫӑпатине ҫӳлелле тӑратса выртӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ырхан хӗрарӑма пуҫ тайса тав турӗ те куракансен енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ, пӗрре — хӗвелтухӑҫ, тепре хӗвеланӑҫ еннелле пуҫ тайса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

(Пуҫ тайса тухса каять).

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Пырса кӗтӗм кӑна урама, — вӑт, тӗлӗнтермӗш! — кашни хирӗҫ пулакан ҫын карттусне хывса, пуҫне тайса саламлать мана.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

— Тархасшӑн, мана та ҫав шур лашапа шырама кӑларса ярсамӑрччӗ, — тенӗ вӑл, пуҫне ҫӗре ҫити тайса.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех