Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайса (тĕпĕ: тай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахарпа Петӗр ял-йыша сывлӑх сунса енчен енне пуҫ тайса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Саншӑн турӑм ку ӗҫе, — камитле пуҫ тайса пӑшӑлтатрӗ ҫармӑс мӑрси.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылай аякка кайсан ҫеҫ пӗр ҫӗрте аслӑ княҫпа ун воеводисене тыткӑнран хӑтарнӑ вырӑс ҫыннисем пуҫ тайса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Утямӑш хан амӑшӗ, регентша Сююнбике, сире йышӑнма хатӗр, — пуҫ тайса хуравларӗ Бибар Растов князь.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан икӗ хутчен — пӗрре куҫарса панӑшӑн Тукая, тепре ырӑ сӑмах каланӑшӑн воеводӑсене — пуҫ тайса тав тӑваҫҫӗ те ытлашши шавламасӑр килӗсене саланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ ӑна тек итлесе ларма пултараймарӗ, ячӗшӗн пуҫ тайса сыв пуллашрӗ те хӑвӑрттӑн алӑкран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Низами сӑвви, — пуҫ тайса тавӑрчӗ Мухамедьяр.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫ тайса саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тавах сана, аслӑ хан, Ширинсен несӗлне хисепленӗшӗн, — терӗ аслӑ карачи пуҫ тайса.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх вӗсене аякранах ҫул парать, пилӗк таран пуҫ тайса, ӑшра турра кӗл туса ӑсатать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сывлӑша ҫунса пӗтмен бензин шӑрши тайса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эс пире телей пиллерӗн, Саламлатӑн пуҫ тайса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

— Сывлӑх сунатӑп — терӗ вӑл, симӗс пустав сарнӑ сӗтел хушшинче ларакан лутра та самӑртарах ҫынна пуҫ тайса.

— Здравствуйте, — сказал он, поклонившись сидевшему за накрытым зеленым сукном столом низкому полному человеку.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Вӑрӑм пӳллӗ староста пуҫне тайса итлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Турӑ пулӑштӑр сире, — терӗ ҫинҫе сассипе мӑнтӑр Питлӗ Манехва, унтан пуҫне пилӗк таран тайса илчӗ, турӑш умнелле пырса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче манӑн куҫа сыватнӑшӑн тухтӑра пуҫ тайса тав турӗ те, эпир больницӑран тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑхать, пӑхать те пуҫне тайса илет.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл лаҫ алӑкне тайса хӑварма та ӗлкӗрейменччӗ пуль, Янтул ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Салагаик не успел взяться за скобу двери, как Яндул вскочил

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алексей пӗр ҫӗре, хӑйӗн юлташӗсем курӑнакан ушкӑна кӗрет, тепӗр ҫӗртен картусне кӑшт хускатса пуҫ тайса ҫеҫ иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑрсасем, турхансемпе тӑрӑнсем аслӑ князь аллинчен парне илнӗ май пуҫ тайса палатӑран тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех