Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнсан (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тӑван яла 1946 ҫулта Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен, Маньчжуринчен таврӑнсан ҫак хӗре тӗл пултӑм», – куҫ хӗссе йӑл кулать Федор Петрович Агафья Дмитриевна енне пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ӗҫрен таврӑнсан тӳрех пахчана тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Анчах килне таврӑнсан сурансене пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Унтан таврӑнсан В.Кострюков патне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Чӑваш Ене таврӑнсан республика ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма пуҫларӑм.

Когда вернулся в Чувашскую Республику, стал учавствовать в республиканских соревнованиях.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑл тутӑ тытать кӑна мар, шӑнса таврӑнсан чирлесрен те упрать, — ӑс пачӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Он не только придает сытость, но и не дает заболеть, когда простужаешься, - дает совет хозяйка дома.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Канмалли кунсенче хӗр яла таврӑнсан Аверкий ӑна качча тухма ыйтать.

Когда девушка приехала на выходные в деревню, Аверьян сделал ей предложение.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Мӗншӗн шӑпа унран калама ҫук хӑрушӑ мӑшкӑлларӗ-ши? Ҫартан таврӑнсан Хусанта таксистра ӗҫлерӗ Элекҫей.

Почему так судьба сильно поиздевалась над ним? После возвращения с армии Алексей работал в Казани таксистом.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫавӑнпа та яла таврӑнсан ЗИЛне кӑшт-кӑшт юсама, йӗркене кӗртме шутларӗ.

Поэтому, возвратившись в деревню, решил подремонтировать, наладить свой ЗИЛ.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Унтан таврӑнсан «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра икӗ эрне тӑрӑшрӑм.

После возвращения оттуда две недели работал в газете "Чувашская женщина".

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫине каялла таврӑнсан та артист профессинех суйлӑттӑм.

Если после смерти вернусь обратно на землю, опять выберу профессию артиста.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Салтак шинельне хывса театра таврӑнсан Валерий Яковлев режиссер «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакльте мӑнук рольне шанчӗ.

Когда снял солдатскую шинель и вернулся в театр, режиссер Валерий Яковлев доверил мне роль внука в спектакле "Тётушка Праски женит внука".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Салтакран таврӑнсан виҫӗ ҫул стройкӑра ӗҫленӗ вӑл.

После армии он три года проработал на стройке.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Салтакран таврӑнсан Николай 1974 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти Атӑл-Кама монтаж управленине ӗҫе кӗнӗ.

Вернувшись из армии Николай в 1974 году поступил на работу в Волго-Камское монтажное управление.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ку туртӑм салтакран таврӑнсан, Чӑлха-трикотаж фабрикинче ӗҫлеме пуҫласан ҫуралчӗ.

Эти настроения появились после армии, во время работы в чулочно-трикотажной фабрике.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

2 ҫул хыҫҫӑн таврӑнсан «Комсомольский» совхозра, каярах хуҫалӑхсем хушшинчи ӗне выльӑх самӑртмалли комплексра тӗп зоотехник ӗҫне кӳлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫартан таврӑнсан Гена ял хуҫалӑх институтне пӗтерет: совхозра хисеплӗ ҫын пулса ӗҫлет.

После армии Гена окончил сельскохозяйственный институт: в совхозе был уважаемым человеком.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫартан таврӑнсан Игорь Лепин каллех малтанхи заводра слесарьсен бригадирӗ пулса ӗҫлеме пуҫларӗ, ҫемье ҫавӑрчӗ, арӑмӗпе 2 хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ.

После армии Игорь Лепин опять сталь работать на прежнем заводе бригадиром слесарей, женился, с супругой воспитывают 2 дочерей.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ тата таврӑнсан ял масарне пытарнӑ паттӑрсен ячӗпе Алексей атте асӑну кӗлли ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Халӗ вара вӑрҫӑран таврӑнсан ҫӗре кӗнӗ ентешсене асӑнса Вадимпа Елена Черновсем ветерансен хушамачӗсене ҫырнӑ стела туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех