Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавраш сăмах пирĕн базăра пур.
тавраш (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман вара мӑнук тавраш курасси пулмасть пуль ӗнтӗ ку пурнӑҫра.

А мне, видать, не дано няньчиться с внуками в своей жизни.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ырӑ туйӑмлӑ ҫын чӗринче усал тавраш валли вырӑн та ҫукрах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Пирӗн хулара ҫуртсем ҫинче нимӗнле номер тавраш та ҫук вӗт-ха.

Только не в нашем городишке, какие тут номера!

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн ни шкула, ни чиркӗве ҫӳремелле пулман, унӑн никама итлемелли те пулман, пуҫлӑх тавраш та пулман унӑн.

ему не надо было ходить ни в школу, ни в церковь, не надо было никого слушаться.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эмми Лоренс ятлӑ хӗрача ҫавӑнтах Том чӗринчен тухса ӳкрӗ, унта вӑл пӗр йӗр тавраш та хӑвармарӗ.

Некая Эми Лоуренс мгновенно испарилась из его сердца, не оставив по себе даже воспоминания.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каярах ӑнлантӑм - ӗлӗк капюшон тавраш пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Эпир ҫеҫ мар, выльӑх тавраш та ӑшӑ куна юратать, — тет Катя.

Куҫарса пулӑш

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Ӗҫсенчен пушаннӑ хыҫҫӑн эреветлӗрех тумӗсене тӑхӑнаҫҫӗ те пӗр-пӗр ҫурт умӗнче купаланса выртакан пӗрене тавраш ҫине, чӑхсем каштана ларнӑ евӗр, вырнаҫса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑл вӑхӑтра колхозниксем питӗ япӑх пурӑннӑ, хальхи пек техника тавраш пулман, йӑлтах алӑпа ӗҫленӗ.

В то время колхозники жили очень худо, как сегодня техники не было, все делали вручную.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӗлле валли тӗрлӗ варени, компот тавраш, салатсем тата ыттине те ҫителӗклех хатӗрлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Шӳрпе пӗҫерме 500 г аш, 300 г кӑлпасси тавраш (темиҫе тӗрлӗ пулсан аванрах), 3-4 ҫӗр улми, тӑварланӑ 3-4 хӑяр, 1-2 кашӑк томат пасти, 3 кашӑк тип ҫу, оливка, лимон кирлӗ.

Чтобы сварить бульон нужны 500 г. мяса, 300 г. различных колбас (лучше, когда их будет несколько сортов), 3-4 картофелины, 3-4 соленых огурца, 1-2 ложки томатной пасты, 3 ложки подсолнечного масла, оливки, лимон.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Атнашра лавкка тавраш ҫук, эрнере пӗрре автолавкка килет.

В Атнашах магазина нет, поэтому в неделю раз приезжает автолавкка.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уяв сӗтелӗ ҫинче яланах салат тавраш пур.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тухтӑр хӑна тавраш пырасса кӗтменччӗ, ҫавна пула канӑҫран тухрӗ.

Доктор явно не ждал гостя и при виде его взволновался.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каллех тухтӑр пирки кулкаласа калаҫма пӑхрӗҫ те, хальхинче чӗлхисене хӑнӑхнӑ халлӗн кӑна чараймарӗҫ; чӗререн каланӑ сӑмах тавраш пулмарӗ.

Снова посыпались насмешки по адресу доктора, но они лишь по привычке срывались с языка; сердце в этом не участвовало.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ахалех пӑшӑрханнӑ эс, Иванчо, инкек тавраш пулман та пирӗн, — терӗ Марко кулкаласа.

— Зря беспокоился, Иванчо, ничего худого не произошло, — улыбаясь, заметил Марко.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Пӗтӗм тавраш хускалчӗ», тетӗп.

точнее, с чего весь околоток перебудили?»

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стенасем тӑрӑх шурӑ турилкке тавраш хумалли ҫӳлӗксем тӑва-тӑва тухнӑ — вӑл ӗнтӗ кашни тирпейлӗ ҫуртӑн чи кирлӗ тупри-ха, кӗтессене чечек чӳлмекӗсем вырнаҫтарнӑ.

Вдоль стен тянулись полки с фарфоровыми блюдами — неотъемлемая принадлежность каждого почтенного дома, а по углам стояли угольники с цветочными горшками.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Е юнлӑ чахотка каять, е пӗр-пӗр сифилис тавраш ҫаклатать, кӗтсех тӑр!

Или скоротечную чахотку наживет, или ишо какой-нибудь тому подобный сифилис раздобудет, того и жди!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лавӗ ҫула май пулнӑ: сухаҫӑсене колхоз кладовойӗнчен апат-ҫимӗҫ ярса панӑ, бригадӑра ӗҫлекенсене ҫемйисем улӑштарса тӑхӑнма, кӗпе-йӗм, тумтир тавраш парса янӑ.

Подвода была попутная: пахарям из кладовой колхоза отправляли харчи, семьи слали работавшим в бригаде смены белья и кое-что из одежонки.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех