Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавра сăмах пирĕн базăра пур.
тавра (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер каҫхине эсӗ пӗр хӗр тавра мӗнле кускаласа ҫӳренине куртӑм эпӗ.

Видел я, как ты вчера вечером возле одной девчонки увивался.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каҫхи апат хыҫҫӑн арҫынсем будкӑран инҫетре мӑр кӑвайт хучӗҫ, ун тавра туртма пухӑнса ларчӗҫ.

После ужина невдалеке от будки мужчины разложили костер, сели вокруг него покурить.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ухмахла япалана пула унӑн сухаланӑ пусӑ тавра ҫаврӑнса ҫӳресси те виҫӗ ҫухрӑм таран ун тӑрӑх такӑна-такӑна утасси килместчех ӗнтӗ.

Ему вовсе не улыбалась перспектива обходить пахоту либо три километра спотыкаться по пашне, и все это из-за какой-то нелепой случайности.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ явӑнать сан тавра, эсӗ ак ман ҫине пӑхатӑн, эсӗ те ҫав, сӗмекке!

Сколько молодых парней всегда возле тебя вертится, а ты на меня смотришь, эх ты, слепушка!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, пурне те алӑ тытса тухрӗ.

Давыдов обошел вокруг стола, со всеми здороваясь за руку.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кил карти тавра иккӗ ҫаврӑнатӑп та — пӳрте».

Я только по двору круга два проеду и — в хату».

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кил карти тавра чуптарса ҫаврӑнать те ҫатан карта урлӑ тӳрех сиктерет, хыҫран ҫавра ҫил явӑнса пырать.

Разгонит его по двору, пересигнет через плетень, только вихорь за ним вьется.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пиллӗклӗ лампа тӗксӗм ҫунать, хаҫат хутӗнчен тунӑ абажур тавра каҫхи лӗпӗшсем вӗҫеҫҫӗ, стена хыҫӗнче кил хуҫи арӑмӗ харлаттарса ҫывӑрать.

Тускло горела пятилинейная лампа, в абажур, сделанный из газетной бумаги, бились ночные бабочки, за стеной смиренно похрапывала старуха хозяйка.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ ҫуртра кӑна ҫывӑра пӗлмеҫҫӗ: пӗрисем «Сянь Хэн» текен эрех лавккинчи стойка тавра тӑрса тухаҫҫӗ те текех ӗҫсе-ҫисе савӑнаҫҫӗ, теприсем юнашарти виҫӗмҫул тӑлӑха юлнӑ Шань-сы патӗнче вӑхӑта ирттереҫҫӗ.

Бодрствовали до полуночи лишь в кабачке «Всеобщее благополучие», где собутыльники веселились у стойки за едой и вином, да рядом за стеной: потеряв в позапрошлом году мужа,

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Хӗрарӑм вилтӑпри тавра утса ҫаврӑнчӗ, сасартӑк ун алли-ури чӗтре пуҫларӗ, тӳпенелле тинкерсе темиҫе утӑм айккинелле тӑнкӑлтатрӗ.

Но вдруг женщина испуганно оглянулась, руки и ноги у нее задрожали, шатаясь, она попятилась, с ужасом уставившись на могилу.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫав вӑхӑтра вара алтарьте, хура виткӗҫпе хупланӑ ама-турӑ сӑнӗ тавра, тимпансен пӑнтӑртатӑвӗпе систрӑсен тӑрӑлтатӑвӗ майӑн йытӑ вӗрнӗ евӗрлӗ кӑшкӑрашса, тасалӑх ухмахлӑхӗпе тӑнран тухсах ыткӑнса ҫӳренӗ арҫын-мӑчавӑрсемпе хӗрарӑм-мӑчавӑрсем.

А в это время в алтаре вокруг изображения богини, покрытой черным покрывалом, носились жрецы и жрицы в священном исступлении, с криками, похожими на лай, под звон тимпанов и дребезжание систр.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗрлӗ пулӑшу та парне салатать вӑл хӑй тавра.

Он расточает вокруг себя милости и дары.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!

Он покуривал, уронив на луку поводья, оглядывал раскинувшуюся округ Гремячего Лога степь, где каждый ярок, каждая балочка и сурчина с детства были знакомы и родны его сердцу, любовался рыхлыми, набухшими влагой пашнями, омытыми, наклоненными ливнем хлебами, с великой досадой и огорчением думал: «Напророчил дождя, черт щербатый!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн, тӑванӑм, ӗмӗр тӑршшӗпех ӑйӑрсем тавра чупкаласа ҫӳремелле мар ӗнтӗ.

Мне, брат, всею жизню при жеребцах не крутиться.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн тем каласан та Макар е Любишкин ҫине сиксе лармаллаччӗ, тем шуйттанӗ ҫавна картишӗ тавра ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ман ҫине пырса тӑрӑнтарчӗ.

Ему бы вся статья на Макара кинуться либо на Любишкина, а его черт кругом двора обнес и на меня пихнул.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвалатӑп лашасене, вӗсем тавра пӑвансем явӑнаҫҫӗ, тӳперен вӗри хӗвел ҫунтарать, ҫав тери шӑрӑх, ӑшша пиҫнипе йӑлтах халран кайрӑм, ыйӑх пуснипе ларса пынӑ ҫӗртех ларчӑк ҫинчен тирӗнсе антӑм.

Гоню я коней, над ними овода кружутся, белое солнце в небе и такая жара, что я начисто сомлел, падаю в дремоте со стульца.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑлтисем унӑн лавккара туяннӑскерсемччӗ, пирӗн вӗсене нимӗнпе тӳлесе илме ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпир мучи тавра явӑнса ҫӳреттӗмӗрччӗ.

У него-то крючки лавошные, а нам, бывало, покупать не за что их, вот мы вокруг деда и промышляем.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь ӗнтӗ халӗ чиканӑн «шухӑш пекех ҫӑмӑл» кӗсри ҫине тепӗр хут ларма хӑяймасть, вӑл хутор тавра питӗ аякран, сӑрт ҫийӗн кайса ҫаврӑнать, анчах сӑрт тӳпинче кӗсрене чӗлпӗртен сӗтӗрсе пынипе шалтах халран каять, вара ӑна хӑй умӗнче хӑваласа пыма шутлать.

А Щукарь уже не осмелился снова сесть на цыганскую «мыслю», он далеко околесил хутор по бугру, но на бугре уморился тянуть за недоуздок и решил гнать кобылу впереди себя.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Статья тавра нимӗнле дискусси те туса тӑмалли ҫук.

— Дискуссию вокруг статьи нечего устраивать.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов е Давыдов пырса кӗрсен, пур ҫӗрте те тенӗ пекех хаҫата темшӗн йӑпӑр-япӑрах алӑран алла пама тытӑнаҫҫӗ, вара, хайхискер, шап-шурӑ вӗҫен кайӑк евӗр, ҫынсен ушкӑнӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнать те пӗрин шалпар кӗсйине кӗрсе ҫухалать.

И почти везде при появлении Нагульнова или Давыдова почему-то торопливо передавали газету из рук в руки, пока она, белой птицей облетев толпу, не исчезала в чьем-нибудь широченном кармане.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех