Шырав
Шырав ĕçĕ:
Огнянов ҫав йытта лайӑх ас тӑвать, йытӑ арман тавра чупса ҫаврӑнчӗ, алӑка чӗрмелерӗ, тӗм патӗнче ҫӗр чава-чава хӑтланчӗ, хӑй ҫаплах уласа йынӑшать.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла калаҫҫӗ мӑнастир ҫырми хӗрринчи ӗшнене, ун тавра туратлӑ хӑвасем ӳсеҫҫӗ, ҫӳллӗ хурамасемпе мӑйӑр йывӑҫҫисем таврана хупӑрласа илнӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗрремӗш литографире нимӗҫ кил-ҫуртӗнчи йӑли-халине кӑтартать; иккӗмӗшӗнче — Абдул-меджид султан ут утланнӑ, хӑй тавра ҫывӑх ушкӑнӗ тӑрать, виҫҫӗмӗшӗнче тата Крым вӑрҫине кӑтартакан эпизодсем: Альма патӗнчи, Евпатори патӗнчи ҫапӑҫусем, Силистра хулине 1852-мӗш ҫулхине тӑшман ункинчен хӑтарни.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗттӗм уҫӑ аслӑксем ытла кичем те шӑп, пӗтӗм картиш тавра курӑнаҫҫӗ.Темные ряды открытых галерей, мрачных и безжизненных, окружали двор.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пирӗн пӗлӗшсем виҫҫӗшӗ те мӑнастир тавра ҫаврӑнса, хыҫалти стена патне ҫитсе чарӑнчӗҫ, — ун тӑрӑх чакаланса хӑпармашкӑн ҫӑмӑлтарах.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав самантра ҫиҫӗм ялтӑр ҫиҫсе илчӗ, кӗтмен ҫӗртен пӗтӗм тавра ҫуталчӗ, Кралич тинех хӑй хирте иккенне чухларӗ, йӗрлекенӗсем таҫта хыҫалта юлнине тӗшмӗртрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Каччӑсем пысӑк пуянлӑх тытса тӑракан хӗр тавра ҫӗршерӗн явӑннӑ; анчах Полозов патӗнчи апатсенче, вечерсенче хӗвӗшекен общество Полозов евӗрлӗ ытти пуянсен залӗсене пырса тулакан ҫиелтен ҫеҫ чипер пек курӑнакан, шанчӑксӑртарах питлӗ общество пулнӑ; ун пек пуянсем хӑйсемпе тӑванлӑ, пӑртак чипертерех ушкӑнтан, великосветски мар ушкӑнтан, великосветски обществӑпа нимпе те ҫыхӑнман ушкӑнтан ҫӳлерех тӑраҫҫӗ; вӗсем шухӑш-кӑмӑл, чун-чӗре тӗлӗшӗнчен кӑна мар, тум-юмпа сӑн-питрен те путсӗр курӑнакан тӗрлӗрен ҫапкаланчӑксемпе вӗҫкӗнчӗксене тӑрантарса пурӑнакансем пулаҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ тата мӗн шутласа кӑларнӑ вӗсем: хрустальрен тунӑ кермен йӗри-тавра ҫинҫе те ҫав тери ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, вӗсем ҫине вара, кермен тӗлне тата кермен тавра пӗр ҫур ҫухрӑма тӑсӑлмалла, пысӑк шура шӑналӑк карса хунӑ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
О, кусем — вӗсем тавра лартса тухнӑ колоннӑсем иккен; вӗсем ҫуллана валли уҫӑлаҫҫӗ.О, да это колонны вокруг них, это они открыты на лето; да, это оранжереи, раскрывающиеся на лето.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чатӑрсем тавра сурӑх, лаша, тӗве кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӑнтӑркка ача шкул ачине куҫран шӑтарасла тинкерчӗ, лешӗ ҫакна тӳсеймесӗр ҫаврӑнса тӑчӗ, — ун умне такамӑн ӗмкӗчлӗ шыҫмак кӑкӑрӗ тухса тӑчӗ, ӗмкӗчӗ тавра темиҫе вӑрӑм шӑрт ӳссе ларнӑ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Шкул ачи кӗҫех полицейски шашки патне хӗсӗнкелесе ҫитрӗ, тавралла тӗлӗнсе пӑхса ҫаврӑнчӗ: вӗсем тавра халӑх кӗпӗрленсе тӑрать.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Эпӗ ун аллине ҫеҫ куртӑм: хӑй вӑл чаршав хыҫӗнче пытанса тӑчӗ, тӗлӗк курнӑ пиркиех вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса кайрӑм эпӗ, — ман вырӑн тавра чаршав пур пек, хӑна ҫав чаршав хыҫне пытанса тӑнӑ пек курӑнчӗ; епле тӗлӗнмелле хитре алӑ, савнӑ тусӑм!
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Нюй Гэнь тарҫине Чжао Фу патне чуптарчӗ, пӗве тавра кайса ҫаврӑнтӑр, пур йывӑҫа та сӑнаса тухтӑр, терӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
И вӑрман тавра ҫаврӑнчӗ, кӗҫех хыҫра симӗсӗн-кӑвакӑн гаолян ани ешӗрнине асӑрхарӗ, леререх пӑч-пач тӑм пӳртсем курӑнаҫҫӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Марья Алексевна ун хыҫҫӑн вӑрҫса юлчӗ, ытти лавҫӑсене кӑшкӑрса чӗнчӗ, тӗрлӗ еннелле темиҫе утӑм чупа-чупа илчӗ, аллисене сулкаларӗ, каллех колоннӑсем патне пырса тӑчӗ, тапӑртата-тапӑртата илчӗ, алхасрӗ; ун тавра Гостинӑй двор умӗнче тӗрлӗрен шӑкӑр-макӑр сутакан пилӗк йӗкӗт пуҫтарӑнса тӑчӗҫ ӗнтӗ, йӗкӗтсем ун ҫине пӑхса киленсе тӑраҫҫӗ, ун ҫинчен усал сӑмахсем каласа пӗр-пӗринпе перкелешсе илеҫҫӗ, ӑна ҫивӗч сӑмахсем каласа мухтаҫҫӗ; ырӑ кӑмӑллӑ канашсем параҫҫӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Миххе чиксе чиркӗве илсе пырӑп, ҫӳҫрен тытса налой тавра илсе ҫаврӑнӑп, чунтанах хавас пулӗ.В мешке в церковь привезу, за виски вокруг налоя обведу, да еще рад будет.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку хыпар староста хӑлхине кӗриччен малтан ял тавра чупса ҫаврӑнчӗ.Эта новость быстро распространилась и наконец дошла до местного старосты.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Яла Чжао Ци-е килсен хресченсем васкаварлӑн ҫисе тӑранчӗҫ те Ци-цзинь сӗтелӗ тавра пуҫтарӑнчӗҫ.После прихода Чжао Седьмого крестьяне быстро покончили с едой и собрались вокруг стола Ци-цзиня.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.