Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнтерме (тĕпĕ: сӳнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑклӑхӑн телейлӗ ӗмӗчӗсене нимӗнле вӑрҫӑ та, нимӗнле суран та сӳнтерме пултараймасть иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пушара пӗр чӗрӗлсе кайсан сӳнтерме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хуйхи-суйхине эрехпе сӳнтерме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Удмуртсем калаҫҫӗ: пожара пӗр ҫын кӑларать, тет, сӳнтерме ҫӗр ҫын кирлӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Краҫҫын сапса чӗртсе янӑ вӑл мунчана, ҫавӑнпа ӑна сӳнтерме те ӗлкӗреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчана сӳнтерме ӗлкӗреймерӗҫ — кашти ҫунса лаштӑрах ишӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкасси ҫиннисене хӑратса салатаймарӗ, пушара сӳнтерме чӑрмантараймарӗ пулсан, Платун ытти ҫынсемпе пӗр кӑмӑллӑ пекех, пӳртре мӗн пулни-юлнине пӗлесшӗн ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тул енче ҫунаканне сӳнтерсен, пӳрт ӑшчиккинчи ҫулӑма сӳнтерме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӳнтерме!..

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑртрах сӳнтерме тӑрӑшӑр!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ун куҫӗ умӗнчех вут-кӑвара сӳнтерме хистет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӳнтерме пухӑннисем иккӗллӗ шухӑшӗсене ҫирӗплетнӗ пекех, пӳртри ҫулӑм йӑвашлана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах сӳнтерме тытӑнас вырӑнне ыттисем пӗрле тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрт ӑшчиккинче ҫулӑм ялкӑшать пулсан та, ҫынсем сӳнтерме тытӑнас вырӑнне камит курма килнӗ пек пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем сӳнтерме маннӑ лампочка айӗнче чарӑнчӗҫ те хӑвӑртран та хӑвӑртрах каякан пуйӑса кӑмӑлсӑррӑн ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Эсир ҫутӑ сӳнтерме шутлатӑр-и паян? — татах ыйтрӗ Артем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл, яланхи йӑлипе ҫывӑрма выртас умӗн питне-куҫне ҫурӗ, шӑлне тасатрӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ /ун шухӑшӗпе пуҫ кун пек ҫӗр каҫа лайӑхрах канать/, электролампа сӳнтерме тесе аллине ҫеҫ тӑсрӗ — коридорта ура сасси илтӗнсе кайрӗ, каччӑ вырӑн ӑшне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пушар сӳнтерме аякран хӑватлӑ тракторсем йышлӑ килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрманта ӗҫлекенсем пурте пушар сӳнтерме тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи, ахӑртнех, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил хуҫи 3 электрокӑмакапа усӑ курнӑ: пушар тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36685.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех