Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнтерме (тĕпĕ: сӳнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Урамран та сӳнтерме юранӑ пулӗччӗ… катаран.

— На улице можно было… с расстояния.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Урам тӑрӑх патрульсем утса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем пушарсене сӳнтерме ирӗк памаҫҫӗ.

Вдоль улицы прохаживались патрули и не разрешали гасить пожары.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унччен пӗр-пӗринпе сассисем тытӑничченех тавлашнӑ командирсем вӑл кӗрсен шӑпах пулчӗҫ, табак туртаканӗсем, айӑпа кӗнӗ пек, васкасах цигаркисене сӳнтерме пуҫларӗҫ.

С его приходом командиры, перед этим до хрипоты спорившие друг с другом, притихли, а курившие виновато торопливыми движениями тушили самокрутки.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Насуспа шыв уҫлама пуҫланӑ, вара резинӑран тунӑ трубасем тӑрӑх явӑнса ҫунакан вута сӳнтерме пуҫланӑ.

Насос начал качать воду, а пожарные стали заливать огонь водой из резиновых труб.

Пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Хӗпӗртенӗ халӑх мӗн май килнӗ таран пушара хастаррӑн сӳнтерме тытӑннӑ.

Люди обрадовались, бросились тушить пожар сами, как могли.

Тинӗс ҫинчи пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Ҫапла ҫеҫ ӑна сӳнтерме пулать, — тенӗ капитан.

И огонь потухнет, — сказал капитан.

Тинӗс ҫинчи пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Лю Гуй-лань хыҫҫӑн Сяо Сян лампине сӳнтерме те ӗлкӗрейменччӗ, Го Цюань-хай пырса кӗчӗ.

Не успел еще Сяо Сян погасить лампу после ухода Лю Гуй-лань, как на пороге показался Го Цюань-хай.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вут ҫулӑмне епле сӳнтерме пӗлтӗн ?

Как сбил пламя?

19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хам ҫапах та бакран тухакан ҫулӑма сӳнтерме тӑрӑшатӑп.

Решение найдено, но борьбы с пламенем не прекращаю.

19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Акӑ кама чӗнмелле-мӗн пушар сӳнтерме! — тетӗп эпӗ.

Я говорю: — Вот кого бы следовало пригласить в пожарные.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Унтан вӑл ҫытарне ярса илет те унпала ҫуртана сӳнтерме хӑтланам пек тӑвать.

Затем он берёт хоботом подушку и делает вид, будто хочет запустить ею в подсвечник.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӗсем пушар сӳнтерме кирлӗ, терӗ матрос.

Матрос сказал — они чтоб помогать пожар заливать.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Костя тӗмеске ҫине хӑпарса тӑрать — ҫутӑ каллех курӑнма пуҫлать, ҫил вӗрсе сӳнтерме хӑтланнӑ пек чӗтренкелесе илет, унтан хӑвӑрттӑн сылтӑмалла — шыв юхӑмне май шума пуҫларӗ.

Костя вскакивает на взгорок — огонек появляется снова, колеблется, словно задуваемый ветром, и потом быстро начинает уходить вправо, по течению.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Малтанах юрӗ, ҫӗре ӳкнӗ-ӳкменех ирӗлсе пыратчӗ, анчах вӑл ӳкнӗҫемӗн нумайрах ӳке пуҫларӗ, юлашкинчен вара вӑл ҫӗре хупласа илчӗ, кӑвайта сӳнтерме, пухса хунӑ типӗ мӑка йӗпетме пуҫларӗ.

Сначала они таяли, едва коснувшись земли, но снег валил все гуще и гуще, застилая землю, и наконец весь собранный им мох отсырел, и костер погас.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Урӑхран эпӗ, ҫӑмӑл килет-и, йывӑр-и, ялан-яланах санпа, сан ӑшшупа хавхаланса пурӑнӑп пурӑнан пурнӑҫра, санран чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗх, сӑпайлӑхпа ӑнланулӑх илӗп, хамра тӗлкӗшекен юрату кӑварне нимӗнле чурӑслӑхпа, хирӗҫ ҫилпе те сӳнтерме памӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах хальхи каҫри самантра пушар сиксе тухсан, пушар агрегачӗпе ӑна сӳнтерме кам тухса каять?

А если пожар случится в настоящий вечерний момент, то кто выедет с пожарным агрегатом на тушение такового?

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Сӳнтерме каймасан суд тума пултараҫҫӗ.

Не выедет — судить могут.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Шӗвӗ тӗтре витӗр мӗлтлетекен пӗр-пӗччен хӑй ҫути, сӳнтерме маннӑскер пулас, курӑнса кайрӗ.

Вот прорезал жидкую туманную мглу последний, забытый, наверно, огонек в придорожной хате,

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Фрост тата эпир пурте ҫуртасене сӳнтерме пикентӗмӗр.

Фрост и мы все принялись тушить свечи.

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кэмби ҫӗр ҫинче ҫӳренӗ чухне, Кэмби пек ҫынсем ҫӗр ҫинче ҫӳренӗ чух, — пирӗн чӗре айӗнчи кӑвара, кӗлпе витнӗ пек, сӳнтерме юрамасть!

И вот, пока Кэмби по земле ходит, пока такие люди, как Кэмби, по земле ходят, — нельзя, чтобы эти угли у нас под сердцем, как под золой, потухли!

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех