Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнтерме (тĕпĕ: сӳнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫунакан кӗпере Сӳнтерме вӑй тупас.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Ҫав вута сӳнтерме Ман пӗччен вӑйӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Ҫав вӑхӑтрах чиркӳ чанӗ сасси, вут-кӑвара сӳнтерме чӗнсе, янӑрама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтерчӗ ачана! — тесе ҫухӑрашса, пушар сӳнтерме чупакан ҫынсем ҫавраҫил хыҫӗнчен ыткӑнса хӑвалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушар сӳнтерме хыпаланса, ачасем ҫавраҫил хӑйсем ҫинелле ахӑрса килнине туймарӗҫ те, Антунӗ чупса иртсе кайрӗ-ха, Вова шӑпах ҫавраҫил варрине лекрӗ, ҫил турткаласа лӑскама пуҫласан вара аллинчи витрине лаштах кӑларса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте пушар сӳнтерме! — илтӗнчӗҫ унтан та кунтан пӑлханчӑк сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пушар сӳнтерме, юлташсем!

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл килсе кӗмен-тӗк, ҫулӑма ҫаплипех хамах сӳнтерме хӑтланаттӑм пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

77-ри кинеми тӗпелте алхасакан ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Халь ӗнтӗ вучах айне сӳнтерме те пулать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайпа Ятламас тахҫанах, вӑрман сӳнтерме кайичченех-ха, систерсе хунӑччӗ турхана вӗсем пирки.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑн патӑнта пурӑнакан вырӑссене те кала, иккӗш те вӑрман сӳнтерме пыччӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те каласа тухӑр: вӑрман сӳнтерме каймалла, мӗн пур ӗҫе пӑрахса йӑлӑма васкамалла халь.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем вут-кӑвара сӳнтерме йӑлӑма васкаҫҫӗ, теприсем, мӑрье тасатакансем пек хуп-хура пулнӑскерсем, ҫийӗнчи тумтирне ҫӗтсе-ҫурса пӗтернӗскерсем, Атӑл ку енне каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вучахне сӳнтерме пымалла мар-и пирӗн? — ыйту ҫине ыйту пачӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек вута сӳнтерме юрамасть тетчӗҫ.

Говорили, что такой огонь нельзя тушить.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вот, ку мана килӗшет! — калаҫу вӗҫленнине систерсе аллине лампӑ сӳнтерме тӑсрӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тарӑхса кайнӑ ҫынсем чӗрессемпе пакурсем йӑтса пушар сӳнтерме чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вут-ҫулӑма сӳнтерме 10 машина тата 50 ҫын пырса ҫитнӗ.

В тушении огня приняло участие 10 машин и 50 человек.

Пахча-ҫимӗҫ управӑшӗ ҫуннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32439.html

Ӗнтӗ вута шыв сапса сӳнтерме витресемпе чӗрессем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех