Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ тӑван та ҫӗрлехи сӗмлӗхе тинкерсе пӑхнӑ, анчах вӗсем хӑйсене епле хӑрушлӑх кӗтсе тӑнине курман.Оба брата смотрели в темноту ночи и не видели, какая опасность подстерегает их.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӗсем Родригопа пӗрле «Хӗвелӗн» палуби ҫинче ларса ҫӗрлехи сӗмлӗхе пӑхса пынӑ.Они сидели с Родриго на палубе «Солнца» и глядели в ночную темноту.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Унтан эпӗ темле сӗмлӗхе путатӑп.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тапаҫлансан-тапаҫлансан, машинӑ ҫул ҫине тухрӗ те, ҫул айккинчи сӗмлӗхе ҫутатса, кустӑрмасене ҫат ҫыпӑҫакан пылчӑкран ҫатӑртаттарса хӑйпӑтса, малалла вӗҫтерчӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтӗмпех нӳрӗ сӗмлӗхе путрӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтӗм Дон леш енӗ хӑмӑр кӑвак сӗмлӗхе путнӑ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл чӗлӗм туртса ячӗ, ҫемҫе кӑвак тӗтрепе витӗннӗ ҫӗрлехи сӗмлӗхе пӑхса выртрӗ, унтан кӗтмен ҫӗртенех Аксинйӑна тата унпа чун килениччен савӑнса ирттернӗ отпуск кунӗсене аса илчӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Нимӗҫсем кун пек сӗмлӗхе килсе кӗрес ҫук!
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чарӑна-чарӑна, йӑлтӑр-р ҫутатса ярасса кӗтрӗмӗр: шар кӑвак-шурӑ ҫутӑра паҫӑрхи халлӗнех мӗн пурри пурте сывлӑшра пӗр саманта ялт ҫӗкленсе илет те каллех мӗн пурри пурте хура сӗмлӗхе вирхӗнет, каллех йӗп чиксен те куҫ курман ҫӑра тӗттӗмлӗхре меслетсӗр пысӑк чул катрамӗсем аялалла пуҫхӗрлӗн кӗмсӗртете-кӗмсӗртете анма тытӑнаҫҫӗ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
19. Сут ҫакӑ ӗнтӗ вӑл: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем ҫутӑран ытларах сӗмлӗхе юратрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗсем усалччӗ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пиллӗкӗмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑкӑн аслӑ пуканӗ ҫине тӑкрӗ те — унӑн патшалӑхӗ сӗмлӗхе путрӗ.10. Пятый Ангел вылил чашу свою на престол зверя: и сделалось царство его мрачно,
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 14. Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12. патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл мана ертсе кайрӗ те ҫутта мар, сӗмлӗхе илсе кӗчӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ ҫутта тӑватӑп, сӗмлӗхе пултаратӑп, канӑҫлӑх паратӑп, инкек-синкек яратӑп; ҫакна пӗтӗмпех Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӑватӑп.7. Я образую свет и творю тьму, делаю мир и произвожу бедствия; Я, Господь, делаю все это.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлелле пӑхӗҫ, ҫӗр ҫинелле пӑхкалӗҫ; акӑ ӗнтӗ — хуйхӑ та сӗмлӗх, сӗм тӗттӗм, вӗсене ӗнтӗ сӗмлӗхе пӑрахӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Усала ырӑ, ыррине усал теекенсене, сӗмлӗхе ҫутӑ пек, ҫутта сӗмлӗх пек хапӑллакансене, йӳҫҫине пылак пек, пылаккине йӳҫҫи пек хапӑл тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗлӗхне, йӑвашлӑхне кура Турӑ ӑна сӑваплӑх панӑ, мӗнпур ҫынран ӑна Хӑй валли суйласа илнӗ, 5. ӑна Хӑй сассине илтме тивӗҫлӗ тунӑ, ӑна сӗмлӗхе илсе кӗнӗ, 6. Иакова халала вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑй панӑ йӗркисене вӗрентмешкӗн Вӑл ӑна, куҫа-куҫӑн тӑратса, ӳкӗтсем, пурӑнӑҫ саккунӗ тата мӗн пӗлсе тӑмаллине панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.