Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнӗ (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вӑхӑтрах виҫӗ курӑм: Мархва сӑнӗ, кӑштах унӑн «биографийӗ» тата ун ҫине сӑнавлӑн пӑхса тӑракан Яштайкинӑн кӑмӑлӗ.

Одновременно три образа: лицо Марфы, немного ее «биографии» и настроение Яштайкина, наблюдавшего за ней.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Акӑ бригадир Мархва Туймедова портречӗ (ӑна колхоз председателӗн куҫӗпе кӑтартнӑ): «Мархва унтанпа ҫав тери улшӑннӑ, ача ӗмӗртсе начарланса кайнӑ черченкӗ хӗрарӑмран тулли питлӗ тӑпӑл-тӑпӑл арӑм пулса тӑнӑ. Пӑхмалӑх сӑнӗ те пур унӑн, кӗлетки те пур. Куҫӗсем вара, вӑл хастар ҫын иккенне палӑртса, вутла ҫунса тӑраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма упӑшки пӑрахса кайнӑ тесен, тупата туршӑн, никам та ӗненес ҫук».

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Унӑн амӑшӗ хӑй ывӑлӗшӗн ҫеҫ мар, чӑваш хореографийӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ: ҫак хӗрарӑм пулман пулсан халӑхӑн ташӑ ӳнерӗн сӑнӗ чылай тӗксӗмрех пулӗччӗ.

Его мать знаменита не только благодаря своему сыну, но и благодаря чувашской хореографии: если бы не было этой женщины, мастерство чувашского танца было бы менее ярким.

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Пурте унӑн нимле мар пулса кайнӑ сӑнӗ ҫине пӑхса илчӗҫ те шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Калаҫнӑ майӑн сӑнӗ йӑл кулӑпа ҫуталать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сӑнӗ шуралнӑ кӑна мар, хуралнӑ, путса ларнӑ куҫӗ ман ҫине, кӗрнеклӗ салтак ҫине пӑхса шывланчӗ.

Лицо не только побледнело, но и почернело, впавшие глаза увидев меня, крепкого телосложения солдата, прослезились.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Унӑн сӑнӗ куллен-кун улшӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анчах сӑнӗ ҫиллес мар, кӑшт именчӗклӗрех пек те туйӑнать.

Но не сердитая, показалась немного робкой.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Телефон номерӗсене курма карас телефонӗ сӑнӗ ҫине пусмалла, ахальлӗн вӗсем курӑнмаҫҫӗ.

Для того, чтобы увидеть номера телефонов надо нажать на иконку с видом сотового телефона, просто так они показываться не будут.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

Нина кинемей ан макӑртӑрччӗ, унӑн сӑнӗ кулӑпа хӑвӑртрах ҫуталтӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

15. Ҫав тискер кайӑк сӑнӗ калаҫтӑр, хӑйне пуҫҫапманнисене пурне те вӗлерсе пӗтертӗр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка ун ӑшне сывлӑш кӗртме ирӗк панӑ.

15. И дано ему было вложить дух в образ зверя, чтобы образ зверя и говорил и действовал так, чтобы убиваем был всякий, кто не будет поклоняться образу зверя.

Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Пӗр чӗрчунӗ арӑслан евӗрлӗ; тепӗр чӗрчунӗ пӑру евӗрлӗ; виҫҫӗмӗш чӗрчунӗн сӑнӗ ҫын сӑнӗ пек; тӑваттӑмӗш чӗрчунӗ вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑк евӗрлӗ.

7. И первое животное было подобно льву, и второе животное подобно тельцу, и третье животное имело лице, как человек, и четвертое животное подобно орлу летящему.

Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур; 3. ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.

2. И тотчас я был в духе; и вот, престол стоял на небе, и на престоле был Сидящий; 3. и Сей Сидящий видом был подобен камню яспису и сардису; и радуга вокруг престола, видом подобная смарагду.

Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.

16. Он держал в деснице Своей семь звезд, и из уст Его выходил острый с обеих сторон меч; и лице Его, как солнце, сияющее в силе своей.

Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнӗ, Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ; 16. пурне те Вӑл пултарнӑ: тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, курӑнаканнине те, курӑнманнине те — аслӑ вырӑнтисене те, аслисене те, пуҫлӑхсене те, хӑватлисене те — пурне те Вӑл пултарнӑ, пурне те Ун валли, Ун урлӑ пултарнӑ.

15. Который есть образ Бога невидимого, рожденный прежде всякой твари; 16. ибо Им создано все, что на небесах и что на земле, видимое и невидимое: престолы ли, господства ли, начальства ли, власти ли, - все Им и для Него создано;

Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Чулсем ҫине ҫырнӑ вилӗм кӳрекен саспаллисемшӗн ӗҫлениех ҫав тери мухтавлӑ пулнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем мухтав ҫутипе — иртсе каяс мухтавпа — ялтӑртатса тӑракан Моисей сӑнӗ ҫине пӑхма та пултарайман пулсассӑн, 8. Сывлӑшшӑн ӗҫлени вара тата ытларах мухтавлӑ пулмалла мар-и?

7. Если же служение смертоносным буквам, начертанное на камнях, было так славно, что сыны Израилевы не могли смотреть на лице Моисеево по причине славы лица его преходящей, - 8. то не гораздо ли более должно быть славно служение духа?

2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ тутӑр; килӗштерме тӑрӑштӑр, ҫавӑн енне туртӑнтӑр; 12. Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче; анчах Ҫӳлхуҫа сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.

11. уклоняйся от зла и делай добро; ищи мира и стремись к нему, 12. потому что очи Господа обращены к праведным и уши Его к молитве их, но лице Господне против делающих зло, (чтобы истребить их с земли).

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Стефан ҫине пӑхнӑ чухне синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑнса тӑнӑ.

15. И все, сидящие в синедрионе, смотря на него, видели лице его, как лице Ангела.

Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Динари кӑтартӑр-ха Мана: ун ҫинче кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тенӗ.

24. Покажите Мне динарий: чье на нем изображение и надпись?

Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ялтӑртатса тӑракан пулнӑ.

29. И когда молился, вид лица Его изменился, и одежда Его сделалась белою, блистающею.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех