Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Ҫакна тӑвансене ӑнлантарса пар, вара эсӗ, чӑн тӗн сӑмахӗпе тата ху йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳпе тӗреклӗленсе, Иисус Христосшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканӗ пулӑн.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2. шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3. вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4. Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5. ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ ӗлӗк саккунсӑр пурӑннӑ; саккун килчӗ те, ҫылӑх чӗрӗлчӗ, 10. эпӗ вилтӗм; ҫапла вара чӗрӗлӗхшӗн панӑ саккун мана вилӗме пулчӗ: 11. ҫылӑх, саккун сӑмахӗпе усӑ курса, мана илӗртсе улталарӗ те саккун сӑмахӗпех вӗлерчӗ.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӗнӗрен сире ҫӗрекен вӑрлӑхран ҫуратман, ҫӗрми вӑрлӑхпа — ӗмӗр тӑракан чӗрӗ Турӑ сӑмахӗпе — ҫӗнетсе ҫуратнӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑшӗсем ун сӑмахӗпе ӳкӗте кӗнӗ, хӑшӗсем ӗненмен.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисее Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ: вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.22. И научен был Моисей всей мудрости Египетской, и был силен в словах и делах.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем каланӑ Ӑна: Назарет Иисусӗ ҫинчен, Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ; 20. Ӑна аслӑ священниксемпе пирӗн пуҫлӑхсем вӗлермелле сут тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, Туррӑн пур тӗрлӗ сӑмахӗпе те пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Каҫ пулсассӑн, Иисус патне усал ернӗ ҫынсене илсе пынӑ, вӗсем нумаййӑн пулнӑ; Вӑл усал сывлӑшсене Хӑй сӑмахӗпе хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑл тинӗсе хӑйӗн чиккине кӑтартнӑ, ҫӗре шывсем хушшине вырӑнаҫтарнӑ.59. Словом Своим Он заключил море среди вод и землю повесил на водах.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Унӑн сӑмахӗпе ҫӑлтӑрсене пултарнӑ, Вӑл ҫӑлтӑрсен шутне пӗлет.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Вӑл — Тӳре, Вӑл Хӑйӗн сӑмахӗпе пултарнисене каҫарман пулсассӑн, нумай йӗркесӗрлӗхе пӗтермен пулсассӑн, 70. тен, имсӗр-сумсӑр йышран питӗ сахалӑшӗ анчах юлнӑ пулӗччӗ, терӗм эпӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ фараона, Египетӑн ӗлӗкхи патшине — темӗн чухлӗ ҫар урапиллӗ, хӑйӗн йӗркесӗр чӑрсӑрлӑхӗпе, мӑнкӑмӑллӑ сӑмахӗпе ытла та ҫӗкленсе кайнӑскере — мӑнаҫлӑ ҫарӗпе пӗрле тинӗсе путарса тӗп тунӑ, Израиль йӑхне вара ырӑлӑхун ҫутине кӑтартнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иудӑн тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахӗпе — паттӑрлӑх кӳрекен, ҫамрӑксен чӗрине ҫирӗплетекен сӑмахпа — лӑпланнӑ иудейсем тапӑрӑн тӑрас темен, хӑюллӑн тапӑнса, пӗтӗм паттӑрлӑхпа ҫапӑҫса ӗҫе татса пама шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн хула, сӑваплӑ вырӑн, Турӑ Ҫурчӗ хӑрушлӑхра пулнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн тӗлӗкӗ ҫавнашкал пулнӑ: вӑл аслӑ священник пулнӑ Онияна — тӳрӗ те ырӑ ҫынна, пӑхма хисеплӗ, чунӗпе йӑваш, сӑмахӗпе кӑмӑллӑ, ачаранах мӗн ыррине ӑша хывнӑ ҫынна — курнӑ; вӑл, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗтӗм Иудея халӑхӗшӗн кӗлтунине курнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша сӑмахӗпе вара пур тӗрлӗ халӑх та килӗшнӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫӳле тӑр, тухӑҫ еннелле ҫаврӑн, ачусене кур: вӗсем Святой сӑмахӗпе анӑҫран пуҫласа тухӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑ, вӗсем хӑйсене Турӑ аса илнишӗн савӑнаҫҫӗ.
Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Акӑ хӑв кӑларса янӑ ывӑлусем килеҫҫӗ, Святой сӑмахӗпе тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑскерсем, вӗсем Турӑ мухтавӗ ҫитнӗшӗн савӑнса килеҫҫӗ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.