Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ап ӗҫс 28

Пай: Библи –> Сӑваплӑ апостолсен ӗҫӗсем

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 14:23

Пуплевӗш: 25; Сӑмах: 583

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫавӑн чухне, ҫӑлӑнса юлнӑ хыҫҫӑн, эпир ҫак утрав Мальта ятлине пӗлтӗмӗр. 2. Ҫавӑнта пурӑнакансем пире тӗлӗнмелле ыррӑн йышӑнчӗҫ: ҫумӑр ҫӑватчӗ, питӗ сивӗччӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӑвайт чӗртрӗҫ те пире пурсӑмӑра та хӑйсем патне чӗнчӗҫ. 3. Павел ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарса ӑна вут ҫине хурса тӑнӑ чухне вут-ҫулӑм хӗмӗпе ҫапӑ ӑшӗнчен ехидна теекен наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тухрӗ те ун аллинчен ҫакӑнчӗ. 4. Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, ҫавӑнта пурӑнакансем пӗр-пӗрне каларӗҫ: паллах, ку этем — ҫынвӗлерен, тинӗсрен хӑтӑлсан та, тавӑру турри ӑна пурӑнтарасшӑн мар, терӗҫ. 5. Павел пӗр сиенсӗр-мӗнсӗр ҫӗлене вутта силлесе пӑрахрӗ. 6. Вӗсем ӗнтӗ Павел шыҫӑнса кайӗ е сасартӑк вилсе выртӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ; кӗтсе тӑрсан-тӑрсан, ӑна нимӗнле синкер те лекменнине курса, шухӑшӗсене улӑштарчӗҫ: ку — турӑ, терӗҫ.

7. Ҫав вырӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Публий ятлӑ ҫыннӑн, килӗ-ҫурчӗ вырӑнаҫнӑччӗ; вӑл пире хапӑл туса виҫӗ кунччен хӑналарӗ. 8. Публий ашшӗ тар чирӗпе тата ӑшӗ ыратнипе асапланса выртатчӗ. Павел ун патне кӗрсе кӗлтурӗ те, ун ҫине аллине хурса, ӑна сыватрӗ. 9. Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те килме пуҫларӗҫ, вӗсем те сывалчӗҫ. 10. Ҫав ҫынсем пире питӗ хисеплесе усрарӗҫ, кайнӑ чухне мӗн кирлине пурне те парса ячӗҫ.

11. Виҫӗ уйӑхран эпир ҫав утрав ҫинче хӗл каҫнӑ «Диоскурсем» ятлӑ Александрия карапӗпе ларса кайрӑмӑр; 12. Сиракузӑна ҫитсе унта виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр; 13. унтан тухса кайса Ригий теекен вырӑна ҫитрӗмӗр; пӗр кунран ҫил кӑнтӑр енчен вӗрме пуҫларӗ те, иккӗмӗш кунне эпир Путеолӑна ҫитрӗмӗр; 14. унта тӑвансене тӗл пултӑмӑр; вӗсем пире хӑйсем патӗнче ҫичӗ куна юлма ыйтрӗҫ; унтан вара Рима кайрӑмӑр. 15. Унти тӑвансем пирӗн ҫинчен илтсен, пире хирӗҫ хӑшӗсем «Аппия» теекен пасар патне, хӑшӗсем «Виҫӗ таверна» теекен хӑна килӗсем патне тухса тӑнӑччӗ. Вӗсене курсассӑн Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ. 16. Рима ҫитсессӗн ҫӗрпӳ ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫыннисене ҫарпуҫне пачӗ, Павела вара хӑйне сыхлакан салтакпа пӗрле уйрӑм пурӑнма ирӗк пачӗҫ.

17. Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18. кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19. анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман. 20. Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫавӑн пирки чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм, мана ӗнтӗ Израиль шанчӑкӗ пирки ҫак сӑнчӑрпа тимӗрлерӗҫ, терӗ. 21. Вӗсем ӑна каларӗҫ: сан ҫинчен эпир Иудейӑран ҫыру-мӗн илмен, унтан килекен тӑвансем те пире сан ҫинчен пӗлтермерӗҫ, усал сӑмах-мӗн нимӗн те каламарӗҫ. 22. Ҫапах та эсӗ мӗнле шухӑшланине пирӗн санран хӑвӑнтан илтес килет, ҫав вӗрентӳ ҫинчен пур ҫӗрте те тавлашнине эпир пӗлетпӗр, терӗҫ. 23. Вара вӗсем хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ. 24. Хӑшӗсем ун сӑмахӗпе ӳкӗте кӗнӗ, хӑшӗсем ӗненмен. 25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ. 28. Ҫапла ӗнтӗ, пӗлсе тӑрӑр: Турӑ ҫӑлӑнӑҫне суя тӗнлӗ халӑхсем патне янӑ: ӑна вӗсем илтӗҫ, тенӗ. 29. Павел ҫакна каласассӑн, иудейсем пӗр-пӗринпе хӗрӳллӗн тавлашса тухса кайнӑ.

30. Павел ӗнтӗ икӗ ҫул хушши хӑйшӗн хӑй йӳнеҫтерсе пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ, 31. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗр чӑрмавсӑр питӗ хӑюллӑ вӗрентнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех