Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗпе (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп сана хам пек, кочегар сӑмахӗпе калам: турӑ — вут евӗрлӗ вӑл.

— Скажу тебе по-своему, по-кочегарски: бог — подобен огню.

XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Анчах халӗ унӑн умӗнче хӑйӗн ывӑлӗ ларать те, вӑл куҫӗпе, сӑн-пичӗпе, сӑмахӗпе каласа панисем — пӗтӗмпех ӑна чӗринчен пырса тивеҫҫӗ, чӗрере ывӑлӗпе мӑнкӑмӑлланни тулса пырать, мӗншӗн тесен амӑшӗн пурнӑҫне тӗрӗс ӑнланать, ӑна унӑн асапӗсем ҫинче калать, ӑна хӗрхенет.

А вот теперь перед нею сидит ее сын, и то, что говорят его глаза, лицо, слова, — все это задевает за сердце, наполняя его чувством гордости за сына, который верно понял жизнь своей матери, говорит ей о ее страданиях, жалеет ее.

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл, ӑслӑ каланӑ сӑмахӗ тата витӗмлӗрех пултӑр тесе, хӑйне питӗ сумлӑ тытма тӑрӑшнӑ, анчах чӑтайман, хӑй сӑмахӗпе хӑех савӑнса ахӑлтатса кулса янӑ.

Он изо всех сил старался сохранить серьезность, которая приличествовала бы глубине его афоризма, но не выдержал, расхохотался, радуясь собственному остроумию, коим, видать, вообще-то не был обременен.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Полозова г-жа унпа тӗл пулнӑ кашни ҫын умне, Пушкин сӑмахӗпе каласан, «илемлӗхӗн тасалӑхӗ» пек тухса тӑрас ҫук, анчах хӑйӗн хӑватлӑ туртӑмӗпе илӗртекен вырӑс та мар, цыган та мар хӗрарӑмӑн чечекленекен пӗвӗ умӗнче… кашни арҫын ирӗксӗрех чарӑнса тӑнӑ пулӗччӗ!

Не перед «святыней красоты», говоря словами Пушкина, остановился бы всякий, кто бы встретился с нею, но перед обаянием мощного, не то русского, не то цыганского цветущего женского тела… и не невольно остановился бы он!

XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пирӗн хушӑра ӗненменнисем те тупӑнчӗҫ, анчах вӗсен иккӗленӗвӗсене эпир шкул начальникӗн сӑмахӗпе сирсе ятӑмӑр.

Среди нас были скептики, но мы моментально разбивали их сомнения словами самого же начальника школы.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Экспедици унӑн сӑмахӗпе 37° широта 147°53' долготаран каҫса кайнӑ ҫӗрте Сноуи-Ривер шывӗн хӗрринче тӑрать.

Экспедиция, по его словам, находилась на 37° широты и 147°53′ долготы, у берега Сноуи-Ривер.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйсем тунӑ йӑнӑш куҫа ан курӑнтӑр тесе, натуралистсем ӑна грексен сӑмахӗпе витесшӗн пулнӑ, анчах мӗн пулни вӑл ҫаплипех пулать — эвкалипт, темӗн тесен те, «начар витсе тӑрать».

Натуралисты попытались скрыть свою ошибку за греческими словами, чтобы она не бросалась в глаза, но тем не менее факт остаётся фактом — эвкалипт, несомненно, «плохо покрывает».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ун сӑмахӗпе омбун ҫулҫисемпе тураттисем никам пырса кӗмен чӑтлӑх вӑрмансем пулса тӑраҫҫӗ.

По его словам выходило, что ветви и листва омбу представляли собой настоящие дебри.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑрӑшшӗпе фут ҫурӑ пулакан чӗрчун питӗ мӑнтӑрскер, патагонец сӑмахӗпе унӑн какайне питӗ ҫуланса ҫимелле.

Животное, длиною около полутора футов, было очень жирным, и мясо его, по словам патагонца, представляло настоящее лакомство.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫутаттӑрах! — хӗрӳлленсех килӗшрӗ ун сӑмахӗпе Верка.

— Пусть! — горячо согласилась Верка.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

— Ку вара тӗрӗс, — ун сӑмахӗпе килӗшрӗ йӗкӗт, хӑйне пысӑка хумасӑр.

— Этто правда, — снисходительно согласился парень.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

— Ырри сахал! — терӗ Ефимка, амӑшӗ сӑмахӗпе килӗшсе.

— Хорошего мало! — согласился Ефимка.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

— А-а! — тесе тӑсрӗ лешӗ, ача сӑмахӗпе килӗшнӗ пек пулса.

— А-а! — протянул тот, по-видимому удовлетворенный ответом.

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

— Эх, эсӗ! — тесе кӗтмен ҫӗртен сиксе тӑчӗ Анюк хӑйӗн сӑмахӗпе хавхаланса.

— Эх, ты! — неожиданно вставая, крикнула возбуждённая своим же рассказом Нюрка.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

— Хӑйӗн этем сӑмахӗпе вӗрнӗ те, кашкӑрсем саланнӑ.

— А словом своим человеческим дунул, и они разбежались.

Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.

Сӑмахӗпе пӗрле ҫӗнӗ шухӑшӗ вӗҫсе тухасран хӑрать-ши?

Или боится, что вместе со словами улетучатся и мысли?

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Сан пекех ӑслӑ-тӑнлӑ, йӗркеллӗ, ашшӗ-амӑшне итлекен ача пултӑр терӗмӗр, — сӑмахӗпе яшкана пушшех тутлӑлантарать Лайӑх аппа.

Чтобы рос такой же сообразительный, как ты, тоже слушался маму и папу, — слова Лучшей в мире тёти делают суп еще вкуснее.

Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.

Ун сӑмахӗпе килӗшрӗм эпӗ, вара нимӗҫ шлемӗпе улӑштарса пӗр ачаран хулӑн кӑна тетрадь илтӗм, анчах темиҫе уйӑх иртсе те пӗр йӗрке ҫыраймарӑм.

Я согласился и даже выменял у одного мальчика толстую тетрадь за немецкий шлем, пробитый пулей, но в течение многих месяцев не написал ни одной строчки.

Хамӑр ӗҫсем ҫинчен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Пионерсен чӑн сӑмахӗпе калатӑп, ниҫта та вӗҫертместӗп! — терӗ Боря пысӑккисем ҫине тархасласа пӑхса, ӑна курсан колхозница та хӗрхенчӗ.

Вот честное пионерское, не выпущу! — сказал Боря, глядя на взрослых такими глазами, что даже пожилая колхозница умилилась.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Хӑшӗ калать, шкулта пурпӗрех хура ҫӗлен усрамаҫҫӗ, тет; хӑшӗ тата тытасса тытаҫҫӗ те, ӑна биологипе вӗрентекенни хӑй пӑхса тӑрать, тет; тата ыттисем иккӗмӗшӗн сӑмахӗпе килӗшеҫҫӗ те, анчах хура ҫӗлене Боря аллине парас мар, теҫҫӗ.

Одни говорили, что в школе всё равно не станут держать гадюку; другие утверждали, что держат, но под особым надзором учителя биологии; третьи соглашались со вторыми, но считали опасным отдавать гадюку Боре.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех