Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӗлӗнмелле ещӗк

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:27

Пуплевӗш: 39; Сӑмах: 505

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Ҫӗпӗрте, кашкӑрсем пит те нумай пулнӑ вырӑнта, граждӑн вӑрҫинче награда илнӗ пӗр партизанран эпӗ:
— Сирӗн патӑрта кашкӑрсем ҫынсем ҫине тапӑнкаланисем пулаҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӑм.

— Пулаҫҫӗ, — терӗ вӑл. — Мӗн пултӑр-ха вара унтан? Ҫыннӑн пӑшал пур, этем — вӑй, кашкӑр мӗн! Кашкӑр вӑл йытӑ — урӑх нимӗн те мар.

— Анчах, ҫав йытӑ хӗҫпӑшалсӑр ҫын ҫине тапӑнас пулсан…

— Апла пулсан та — нимӗнех те мар, — кулса ячӗ партизан. Этемӗн чи вӑйлӑ хӗҫпӑшал — вӑл ӑс-тӑн, тавҫӑруллӑх тата, пуринчен ытла, кирек мӗнле япаларан та хӑйне валли хӗҫпӑшал тума пӗлни. Пӗррехинче пӗр сунарҫӑ ахаль ещӗкренех хӗҫпӑшал тунӑ.

Партизан кашкӑр тытма сунара сысна ҫури илсе кайни ҫинчен каласа кӑтартрӗ; вӑл пит хӑрушӑ сунар иккен. Уйӑхлӑ каҫ тӑватӑ сунарҫӑ ҫуна ҫине ларнӑ та хӑйсемпе пӗрле сысна ҫури лартнӑ ешӗк илсе кайнӑ. Ещӗк пысӑк, хулӑн хӑмасенчен тунӑскер пулнӑ. Ҫав хупӑсӑр ещӗке сысна ҫурине лартнӑ та ҫеҫенхире, кашкӑрсем калама ҫук нумай пулнӑ ҫӗре кайнӑ. Ку ӗҫ хӗлле, кашкӑрсем выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ. Акӑ сунарҫӑсем хире тухнӑ та сысна ҫурине пӗри хӑлхаран, тепри ураран, хӑшӗ хӳререн турткалама тытӑннӑ. Сысна ҫури ҫухӑрма тытӑннӑ: ытларах туртаҫҫӗ — ытларах ҫухӑрать, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх илтӗнмелле хытӑрах та хытӑрах ҫухӑрать. Сысна ҫури ҫухӑрнине илтсе, пур енчен те кашкӑрсем пухӑнса, сунарҫӑсен ҫунине хупӑрласа илме тытӑннӑ. Кашкӑрсем ҫывхарсан, лаша вӗсене сасартӑк туйнӑ та малалла вӑйлӑ ыткӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра сысна ҫури ещӗкӗ ҫуна ҫинчен тухса ӳкнӗ, пуринчен те начарри вӑл — ещӗкпе пӗрле ҫунаран пӗр сунарҫӑ тухса ӳкнӗ, унӑн пӑшал та, пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк те пулман.

Кашкӑрсен пӗр ушкӑнӗ урнӑ пекех чупакан лаша хыҫҫӑн кайнӑ, тепӗр ушкӑнӗ сысна ҫурине тапӑннӑ, пӗр самантрах сысна ҫуринчен нимӗн те юлман. Ҫав кашкӑрсем, сысна ҫурине ҫисе ярса хӗҫпӑшалсӑр ҫынна тапӑнма шутланӑ, пӑхаҫҫӗ кашкӑрсем: ҫын сасартӑк ҫухалнӑ, ҫул ҫинче ӳпӗнсе кайнӑ ещӗк ҫеҫ выртать. Акӑ кашкӑрсем ещӗк патне пыраҫҫӗ те кураҫҫӗ: тӗпӗпе ҫӳлелле ӳпӗнсе выртакан ещӗк ахаль ещӗк мар — вӑл ҫул ҫинчен ҫул хӗррине, ҫул хӗрринчен тарӑн юр ҫине шӑвать. Кашкӑрсем ҫав ещӗк хыҫҫӑн асӑрханса пыраҫҫӗ, ещӗк тарӑн юр ҫине кӗрсен, кашкӑрсен куҫӗ умӗнчех вӑл аяларах та аяларах анса ларма тытӑннӑ.

Кашкӑрсем шикленнӗ, анчах, кӑшт тӑрсан хӑюланнӑ та ещӗке пур енчен те хупӑрласа илнӗ. Кашкӑрсем йӗри-тавра шухӑшласа тӑраҫҫӗ, анчах ещӗк ҫаплах аяларах та аяларах анса пырать. Кашкӑрсем ҫывӑхах пыраҫҫӗ, ещӗк ҫаплах шӑвать, аяларах та аяларах анса пырать. «Мӗнле тамаша ку? Кун пек кӗтсе тӑрсан — ещӗк пӗтӗмпех юр айне пулать» тесе шухӑшлаҫҫӗ кашкӑрсем.

Ватӑ кашкӑр хӑюллӑрах пулнӑ, вӑл ещӗк патне пынӑ та ещӗк ҫурӑкӗнчен шӑршлама тытӑннӑ…

Вӑл хӑйӗн кашкӑр сӑмсине ҫав ҫурӑк ҫумне хурсанах, ҫын ун ҫине ещӗк ҫурӑкӗнчен пӗтӗм вӑйпа вӗрсе янӑ! Сасартӑк мӗн пур кашкӑрсем тӗрлӗ еннелле тарса саланнӑ, часах сунарҫӑсем те пулӑшма килсе ҫитнӗ, ҫын, чӗрӗ те сывӑскер, ещӗкрен тухнӑ.

— Ҫапла пулчӗ, урӑх нимӗн те мар, — терӗ партизан. — Хӗҫпӑшалсӑр этем кашкӑрсене хирӗҫ тӑма пултараймасть тетӗр эсир. Хӑйне валли пур япаларан та хӳтӗленмелли тумашкӑн этемӗн ҫавӑнпа ӑс-тӑн пур та ӗнтӗ.

— Чим-ха, — терӗм эпӗ, — эсӗ мана халӗ ҫеҫ: ҫын ещӗк ӑшӗнчен кашкӑр ҫине темӗнпе вӗрсе янӑ терӗн.

— Мӗнпе вӗрнӗ? — кулса ячӗ партизан. — Хӑйӗн этем сӑмахӗпе вӗрнӗ те, кашкӑрсем саланнӑ.

— Мӗнле сӑмах пӗлнӗ-ха вӑл кашкӑрсене хирӗҫ?

— Ахаль сӑмахах, — терӗ партизан. — Ун пек чухне мӗнле сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫав сӑмахах: «Ухмахсем эсир, кашкӑрсем», тенӗ, — урӑх нимӗн те каламан.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех