Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсен (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнлантӑн-и эсӗ ҫак сӑмахсен вӑйне: вӑл кӗтет!

Понимаешь ты силу этих слов: она ждет!

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Анчах, — тесе хирӗҫлерӗ Гленарван, — документсем ҫинче юлнӑ сӑмахсен пӗр татӑкӗ те Ҫӗнӗ Зеландине кӑтартмасть вӗт.

— Но, — возразил Гленарван, — ни один из обрывков слов, сохранившихся в документах, не указывает на Новую Зеландию.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Таткаланчӑк, кӗске сӑмахсен шухӑшне вӑл пуҫпа ҫавӑрса илме тахҫанах пӑрахнӑ, халь вӑл, ҫав сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем пирки нимӗн те шухӑшласа тӑмасӑрах, хӑлхипе итлет те аллипе хут ҫине ҫырса хурать.

Давно уже перестал вдумываться в смысл скупых, оборванных фраз, ловил их слухом и механически заносил на бумагу, не раздумывая над содержанием.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Апла тетӗр пулсан, эпӗ сире кӑтартса паратӑп… — тесе пуҫларӗ Паганель, яланхи пекех хирӗҫле сӑмахсен ҫивӗчӗшне туйса.

— В таком случае, я докажу вам… — начал Паганель, как всегда подстёгнутый противоречием.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пӗлетпӗр, хаклӑ Элен, халӗ ӗнтӗ эпӗ те сӑмахсен хушшинчи пушӑ вырӑнсене ҫӑмӑлах хушса хума пултаратӑп, калӑн вара: Грант капитан хӑй каласа ҫыртарнӑ, тейӗн.

— Все, дорогая, и я могу восстановить слова, смытые морской водой, с такой же уверенностью, словно мне их продиктовал сам капитан Грант.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл документа эпӗ ҫырса илеп, татӑк-кӗсӗк сӑмахсене пурне те хутсем ҫинче мӗнле пулнӑ, ҫав йӗркепех пӗрлештерсе ҫыхӑнтарса ҫырӑп, пушӑ вырӑнсене асӑрхаса лайӑхах ӑнланмалла сӑмахсен татӑкӗсене хушса ҫырса хурӑп та, кайран курӑпӑр унта.

— Итак, решено! я составлю этот документ следующим образом: объединю обрывки слов и фраз, оставляя между ними пробелы, и дополню те слова, смысл которых несомненен, затем мы их сравним и обсудим.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Малалла кайӑпӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван, ҫурри ҫийӗнсе пӗтнӗ татӑк-кӗсӗк сӑмахсен шухӑшӗ уҫӑлса пынӑ май унӑн кӑмӑлӗ те ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленсе пычӗ.

— Продолжаем! продолжаем! — сказал Гленарван, он вчитывался в текст со все более страстным интересом, по мере того как перед ним раскрывался смысл этих незаконченных слов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ара вӑл халиччен пӗр хӗре те чуп туса курман, паҫӑр ҫеҫ ҫӗкленсе кайнӑ кӑмӑлӗ пачах пусрӑнчӗ, анчах та сӳрӗклӗхе хӗре вӑл кӑтартмарӗ, йӗкӗлтешлӗ сӑмахсен айне пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫав хушӑрах эпӗ вӗсене капӑрлатма, илемлетме тӑрӑшатӑп, эпӗ сӑнарсемпе танлаштарусем шыратӑп; эпӗ хамӑн чӗлхеме якататӑп, сӑмахсен килӗшӳллӗ янравӗпе киленетӗп.

И между тем я стараюсь придать им блеск и красивость, я ищу образов и сравнений; я округляю мою речь, тешусь звоном и созвучием слов.

Курка // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 170 с.

Каламан сӑмахсен шухӑшӗ ӑна темле вӑтантарчӗ.

Стыдно как-то стало от этих еще не произнесённых слов.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗлет вӑл ҫав хаяр сӑмахсен хакне.

Он знал им цену.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑмахсен шучӗ вара паянхи кун (корпуссен пуянлӑхне шӑп та ҫав виҫепе виҫеҫҫӗ) — 4 367 143 (+445 503).

Количество слов (богатство корпусов измеряют именно по этой величине) на сегодняшний день составляет — 4 367 143 (+445 503).

Пуш уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн рекордне ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24788.html

— Ытлашши ан хуйхӑр эсӗ, — терӗ вӑл, хӑй маларах каланӑ сӑмахсен витӗмне ҫемҫетесшӗн пулса.

Желая как-то сгладить впечатление, произведенное ее словами, она сказала: — Да ты не убивайся дюже.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ӑнлантармасӑрах паллӑ пулнӑ…

Комментарии к этому заявлению не требовались…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений хыпаланса, сӑмахсен куҫа курӑнман ҫыххинче чӑлханса калаҫрӗ.

Евгений спешил, путался в незримой сети слов.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелковпа Кривошлыков черетре тӑракансем патне пычӗҫ, вӗсене лӑплантарма пикенчӗҫ, анчах сӑмахсен унчченхи пӗлтерӗшӗ пулмарӗ — тепрер минутран хӑйсен кун-ҫулӗ йывӑҫ ҫулҫи татӑлса ӳкнӗ пек татӑлас ҫынсене халӗ пачах урӑххи хыпӑнтарса тӑчӗ.

Подтелков и Кривошлыков подходили к тем, кто дожидался очереди, пытались ободрить, но слова не имели былого значения — иное владело в этот миг людьми, чья жизнь минуту спустя должна была оборваться, как надломленный черенок древесного листа.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсер Боссе ревком членӗсене, япшар сӑмахсен вӑрӑм йӑлмакӗпе илӗртсе, ӳкӗте кӗртме тытӑнчӗ.

Длинную речь, перевитую слащавыми увещаниями, опрокинул на головы членов ревкома эсер Боссе.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем ӗненӳсӗр тухасран сехӗрленсе, пуҫӗнче темле пысӑк та йывӑр сӑмахсен катрамӗсене ухтарчӗ, ҫав сӑмахсемпе казаксен ӑс-тӑнӗнчи иккӗленчӗк шухӑшсене аркатса тӗпретме пикенчӗ…

 Ужасался неубедительности приводимых доводов, мучительно шарил в голове, разыскивал какие-то большие, тяжелые глыбы слов, чтобы ломать ими, крушить…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах, кунта, хӑйӗн ентешӗсем хушшинче, — вӗсен влаҫ умӗнчи темиҫе ӗмӗр капланса пынӑ шиклӗх туйӑмне аркатса яма, авалтан юлнӑ юрӑхсӑр йӑлисене салатса тӑкма, хӑйсен чӑн-чӑн тӗрӗс ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пама тата пӗрле ертсе кайма, — ҫав манӑҫа пуҫланӑ урӑх чӗлхене лайӑхрах пӗлни, калаҫура пиҫӗрех пулни, калас сӑмахсен витерӳллӗ хӑватне малтан ӗненсе тӑни кирлӗ.

А тут, с земляками, требовались иной, полузабытый, черноземный язык, ящериная изворотливость, какая-то большая сила убеждения, — чтобы уничтожить напластовавшийся веками страх ослушания, раздавить косность, внушить чувство своей правоты и повести за собой.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халех, вӑл каланӑ сӑмахсен витӗмне йӑштарса, казаксен ӑс-тӑнӗнче тӗвӗлене пуҫланӑ, анчах тӗвӗленсех ӗлкӗреймен шухӑшсене салатса яни кирлӗ.

Во что бы то ни стало требовалось разрушить впечатление, произведенное словами офицера, поколебать невысказанное, но уже сложившееся в умах казаков решение.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех