Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каланӑ сӑмахсен тӗшшине виҫсе-уйласа вӑл пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑчӗ; унтан нимӗн шухӑшламасӑр, нимӗн чӗнмесӗр тата иккӗленмесӗр, тарӑхнипе чӗтресе револьвер кӗпҫине тӑнлавӗ патне ҫӗклерӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗри — ал ӑсти матрос хӗрӗ, тетте ӑсталаканскер, тепри — чӗрӗ сӑвӑ, унӑн кӗввипе сӑнарӗсен мӗн пур тӗлӗнтермӗшӗпе, сӑмахсен — пӗрин ҫинчен теприн ҫине ӳкекен ҫутӑпа мӗлкесем пӗр-пӗтӗм ҫыхӑнура тӑракан сӑмахсен — кӳршӗлӗх вӑрттӑнлӑхӗпе.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ассолӗн тӗлӗнмелле сӑн-пичӗ, ахаль сӑмахсен — анчах манӑҫа тухми хумхантараканскерсен — вӑрттӑнлӑхне аса илтерекенскер, Грэй умне халӗ хӗр куҫӗсен ҫутинче тухса тӑчӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӑн та, вӑл: «Кӗтетӗп, куратӑп, кӗҫех пӗлетӗп…» — тейӗччӗ, анчах уйрӑм чертежсем архитектурӑн тӗп шухӑшне уҫса пама нимӗнпех те пулӑшайман пекех — ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗ те ҫав тери уҫӑмсӑр пулӗччӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кирек епле чӗнсен те туйӑмсем сӑмахсен, унтан та ытларах, ӑнлавсен тулашӗнче юлаҫҫӗ — таврана сарӑлнӑ ырӑ шӑршӑ евӗр.Как их ни называть, они останутся навсегда вне слов и даже понятий, подобные внушению аромата.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Салхуллӑн тумланчӗ, кӑмӑлӗ туртмасӑрах ирхи апат тукаларӗ, хаҫат вулама манса кайрӗ, ҫав вӑхӑтрах — каласа памалла мар тӗллевсӗр тимлӗх тӗнчине путса — нумайччен чӗлӗм мӑкӑрлантарчӗ; чун-чӗри йышӑнман ӗмӗтсем пӗр-пӗрне пӗрешкел хӑватпа пӗтерсе тӗтреллӗн сике-сике тухакан сӑмахсен хушшинче куҫса ҫӳрерӗҫ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмӑн сӑн-пичӗпе пӳ-сийӗ пурнӑҫӑн вутлӑ сӑмахӗсене сивӗ чӗмсӗрлӗхпе ҫеҫ хуравлаҫҫӗ тейӗн, таса чиперлӗхӗ хӑй патне туртнинчен ытларах ютшӑнтарать, мӗншӗн тесен ҫак хитрелӗхре хӗрарӑма тивӗҫлӗ ҫепӗҫлӗхе пӗтерсе хуракан мӑн кӑмӑллӑх вӑйлӑн палӑрса тӑрать, — ҫак Лилиан Грэй ывӑлӗпе куҫа-куҫӑн юлсан ахаль йышши амӑшех; хут ҫине ҫырса кӑтартайми, чӗререн тухакан кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсене вӑл юратуллӑ, йӑваш сасӑпа калать; ҫак сӑмахсен вӑйӗ вӗсенче хӑйсенче мар, туйӑмсенче.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗсем пурӑнакан лӑпкӑ та улах вырӑна мухмӑр-сухмӑр шӑршипе киревсӗр сӑмахсен варкӑшне вӗртерсе хӑварнӑ ҫав ниме тӑман ирсӗр пурнӑҫ кашнинех, ҫав шутра Кольӑна та, йӗрӗнтерсе ячӗ.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Мана Ромаҫ лартнӑ кашни ыйту, хӑватлӑ йывӑҫ хӑйӗн тымарӗсене пурӑнӑҫ ӑшнелле янӑ пек, унта вара, пурӑнӑҫ ӑшӗнче, ҫав тымарсем хӑйсем пекех ӗмӗрхи тепӗр йывӑҫ тымарӗсемпе ҫыхланса ларнӑ пек, вӗсен кашни туратти ҫинчех шухӑшсем илемлӗн чечекленнӗ пек, янӑравлӑ сӑмахсен ҫулҫисем вӑйлӑн сарӑлса пынӑ пек туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ хама хам ҫав сӑмахсемпе ӳсӗрӗлсе кайнӑ пек туйрӑм, вӗсенчи шухӑшсене тытаймарӑм, сӑмахсен тӑвӑлӗнче манӑн айри ҫӗр сулӑнкаласа тӑчӗ, вара эпӗ час-часах аптӑраса ҫитсе, ҫӗр ҫинче манран ухмахрах тата пултарусӑртарах ҫын ҫук, тесе шухӑшларӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӳлӗмре пусӑрӑннӑ сасӑсем кӗрлеҫҫӗ, вӗсем вӗри сӑмахсен тӗттӗм чӑлханчӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ те, кам мӗн каланине те ӑнланса илме ҫук.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хӑш-пӗр студентсем мана Атӑл тӑрӑхӗнчи сектантсем хушшинчи начетчиксене аса илтеретчӗҫ, анчах та эпӗ пурӑнӑҫа лайӑх еннелле улӑштарма хатӗрленекен ҫынсене курнине ӑнланаттӑм, — вӗсен чӗререн тухса тӑракан шухӑшӗ сӑмахсен вӑйлӑ юххинче вӑйсӑрланатчӗ пулин те — путмастчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл хаваслӑ тилӗрӳпе ҫӗнӗрен ҫӗкленсе кайнӑ, ҫирӗп сӑмахсен сулӑмӗ айӗнче ӑшталанакан, авкаланакан ҫынсене курса, асар-писеррӗн савӑннӑ, каллех вӑл ятсене тата ятлаҫуллӑ сӑмахсене каласа кӑшкӑра пуҫланӑ, тарӑхуллӑ шав каллех ун тавра лӑпланса ларнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кононов, хаяр сӑмахсен сулмакне тӳсеймесӗр, тенкел ҫине йывӑррӑн анса ларсанах, Фома ҫакна асӑрханӑ: хӑш-пӗр купецсен пичӗсем ҫинче усал та наркӑмӑшлӑ кулӑ вӗлкӗшсе илнӗ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ахӑрнех, ҫак сӑмахсен ӑшне вӑл питӗ нумай туйӑм хунӑ пулас, мӗншӗн тесен, вӗсене каланӑ хыҫҫӑнах, вӑл ҫуталса, паттӑрланса кайнӑ, хӗрӗ ҫинелле пӑхса, маттуррӑн калаҫма пуҫланӑ:
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗр ӳпкевлӗхӗн хӑвачӗ хаяр сӑмахсене ирӗксӗрех тинкерӳллӗн итлеттернӗ; Фома ҫав сӑмахсен тупсӑмне те туя пуҫланӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӑмахсен йышӗ иртнӗ уйӑхра 10 401 878 сӑмах таран ҫитрӗ.Количество слов в прошедшем месяце достигло до 10 401 878 слов.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29555.html
Кайран, ҫавӑн пек авалхи тӗне сыхласа усракансене тата ҫавӑн йышшискерсене халӑх хушшинче те, интеллигенци хушшинче те хам нумай курсассӑн, эпӗ ӑнланса илтӗм: ҫав пит ҫирӗп тӑни вӑл — хӑйсем тӑнӑ вырӑнтан ниҫталла та кайма май ҫук ҫынсен пассивносӗ пулать, каяс пулсан та, вӗсен ниҫта та каяс килмест, мӗншӗн тесен вӗсем ӗлӗкхи сӑмахсен, пурӑнса ирттерсе янӑ ӑнлавсен тӑллипе сирӗп тӑлласа хунӑскерсем, ҫав сӑмахсемпе ӑнлавсем ӑшӗнче хытса юпасем пек пула-пула ларнӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Старикӗ намӑссӑрла ыйтусем парса, ҫав ӗҫре ӑна ҫивӗччӗн пулӑшса таратчӗ; вӗсен ҫыпҫӑнакан чӗлхисем Евгений Гранде, Людмила, IV-мӗш Генрих ҫине намӑсла сӑмахсен ҫӳп-ҫапне тиесе купаласа пӗтеретчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сутакан ҫын, пылак сӑмахсен шывӗ ӑшне путнӑскер, старик пит пӗлнинчен тӗлӗнсе кайнӑскер, хисеплесе ыйтать:Утопленный в реке сладких ему слов, пораженный знаниями старика, продавец уважительно спрашивает:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.