Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, Лопухов халӗ пуринчен ытла вӗренсе тухсан хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле майлаштарасси ҫинчен шухӑшлать, вӗренсе тухмалли унӑн Кирсановӑнни пекех, тепӗр темиҫе уйӑх ҫеҫ юлнӑ, пуласлӑхӑн планӗ вара вӗсен иккӗшин те пӗр пек.

Например, Лопухов больше всего был теперь занят тем, как устроить свою жизнь по окончании курса, до которого осталось ему лишь несколько месяцев, как и Кирсанову, а план будущности был у них обоих одинаковый.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсӗ, хӗрӗм, яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, нихҫан та пирӗн сӑмахран тухман, эсӗ пире шан ӗнтӗ, эпир нихҫан та ун пек каччӑ ыйтса турра кӗл туман.

Ты, как добрая, послушная дочь, какою мы тебя всегда видели, положишься на нашу опытность, что мы не смели от бога молить такого жениха.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «вӑл сирӗн пата хӑйӗн сигарне туртса пӗтерсен кайӗ» т. ыт. те, пурне те Жюли ҫакӑн пекрех каларӗ, тата сӑмахран, акӑ мӗнлерех каларӗ: «Ҫапла ӗнтӗ, ҫырӑва яратпӑр, эпӗ питӗ хавас. Вуласа тухӑр ӑна, — эпӗ шанчӑксӑр ҫын тата хам ҫине шанма та хушмастӑп. Вуласа тухрӑр пулсан, — хӑвӑр чиксе ҫыпӑҫтарӑр ӑна, — акӑ конверт. — Эпӗ шӑнкӑртаттаратӑп. — Полина, чӑрмантарам-ха сире, эсир ҫак ҫырӑва парӑр-ха» т. ыт. те.

— «он поедет к вам, когда докурит свою сигару» и т. д., и все в таком роде и, например, в таком: «Итак, письмо отправляется, я очень рада. Потрудитесь перечесть его, — я не имею и не требую доверия. Вы прочли, — потрудитесь сам запечатать его, — вот конверт. — Я звоню. — Полина, вы потрудитесь передать это письмо», и т. д.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл хӑй сирӗн ҫемьепе мӗнле пурӑнни ҫинчен мӗн калани, — сӑмахран, вӑл пире ӗнер сирӗн ложӑна мӗнле тӗллевпе чӗнни паллӑ-и сире?

А известно ли вам, что он говорит о своих отношениях к вашему семейству, — например, с какою целью он приглашал нас вчера в вашу ложу?

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сӑмахран, Хуан Чжунпа Ма Чао полководецсене тӑрӑхласа Хань-шэн тата Мын-ци тесе чӗннӗ, ҫаксене пурне те астӑвать вӑл.

Он знал, например, что Хуан Чжун и Ma Чао назывались еще Хань-шэн и Мын-ци.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Сӑмахран, «монополи» мӗне пӗлтерет-ха?

К примеру, что означает: «монополия»?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмахран, акӑ, ӗнерхи кунах илер-ха: вӑраха хӑварма ҫук пысӑк ӗҫпе манӑн карта хыҫӗнчи инҫетри кӗтесе каймалла пулчӗ, йӗри-тавра пӑхрӑм — качака ҫук.

К придмеру взять хотя бы вчерашний день: понадобилось мне пойти в дальний угол за сарай по великой, неотложной нужде, поглядел кругом — козла нету.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паян акӑ, сӑмахран, ҫынсене ӗҫе тухма чарма пултартӑн: эсӗ тӑрӑшнипе ҫур бригада утӑ ҫулмасть.

И вот сегодня, например, тебе удалось сорвать выход на работу: половина бригады не косит благодаря твоим стараниям.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Туп эсӗ пӗр-пӗр путлӗ хӗр е, сӑмахран, тӑлӑх арӑм, сана никам та ним те каламӗ, эсӗ вара…

Да найди ты какую-нибудь стоящую девку или, скажем, вдову, никто тебе и слова не сказал бы, а ты…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кун ҫинчен эпир, сӑмахран, сансӑрах пӗлетпӗр, анчах кам вӗлернӗ вӑт — ҫакна никам та тӗплӗ пӗлмест.

— Положим, обо всем этом и без тебя мы знаем, догадываемся, но вот кто убил — этого фактически никто не знает.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калаҫҫӗ мана, сӑмахран: кай, Нагульнов, контра пуҫне касма, — савӑнсах каятӑп!

Скажут мне, допустим: иди, Нагульнов, рубить контре головы, — с радостью пойду!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ, сӑмахран, пирӗн дивизире бас пурччӗ — пӗтӗм ҫаршӑн бас!

Вот был, к примеру сказать, у нас в дивизии бас — на всю армию бас!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ.

К примеру, на странице Виталия Сергеева была размещена запись о том, что его мама попала в аварию и срочно нуждается в деньгах.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

— Ҫаплах пулать ӗнтӗ, ытлашши хытах ӗненетӗп темелле мар та, анчах чирлесен-тусан е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек пулсан, е тата, сӑмахран, хытӑ шартлатса аҫа ҫапсан, ун пек чухне вара сӑхсӑхатӑп, чӑннипех турра асӑнатӑп.

— Так, конечно, не дюже чтобы крепко, но ежели захвораю, али ишо какое неудовольствие, али, к придмеру сказать, гром резко вдарит, то тогда молюсь, натурально прибегаю к богу.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗнле пӑрӑнчӑксем, сӑмахран?

— Какие, например?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, сӑмахран, винтовкӑн боскӗ пур, унпала пистона ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ, — ҫавна ударник теҫҫӗ.

Вот, к примеру, у винтовки есть боек, каким пистонку разбивают, — его тоже самое зовут ударником.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, акӑ, аксайскинех илер, сӑмах та ҫук, плугӗ — плугах, анчах унӑн сакковски плуга ҫитесси инҫе!

Вот хучь бы аксайский взять, слов нет — плуг, а до сакковского ему далеко!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, вӑл, коллективизаци вӑхӑтӗнче, февраль уйӑхӗнче, килӗрен-киле кӗрсе ҫӳресе, наганпа хӑрата-хӑратах ҫынсене колхоза кӗме хистенӗ.

Так, он в момент коллективизации, в феврале месяце, ходил по дворам и, угрожая наганом, понуждал к вступлению в колхоз.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, эпӗ, сӑмахран, Лушкӑпа уйрӑлса кайрӑм та, халӗ хама питех те лайӑх туятӑп.

Вот я, к примеру, развелся с Лушкой и распрекрасно себя сознаю.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, сӑмахран, хамӑн йӑнӑшсене йышӑнатӑп.

Я, например, свои признаю.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех