Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыпӑкри (тĕпĕ: сыпӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс унӑн икӗ сыпӑкри тетӗшӗ мар-и вара?

Ты разве её не двоюродный брат?

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Унӑн икӗ сыпӑкри пиччӗшӗ пулать вӑл.

Он – двоюродный брат хозяйки дома.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тата, кӑйкӑрӑм, виҫмине ман икӗ сыпӑкри пичче килмелле.

И ещё, сокол мой, послезавтра сюда приедет мой двоюродный брат.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Икӗ сыпӑкри пиччене ыйтнӑччӗ те — вӑл шутларӗ.

Попросила двоюродного брата, он и посчитал.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тӑрӑ витекенсен бригадирӗ манӑн икӗ сыпӑкри пичче Раман пулать, вӑл тем тавҫӑрма пултарӗ, сана сӑнасарах тӑрӗ, эсӗ курмӑш пул, тархасшӑн…

У них бригадиром будет мой двоюродный брат, Роман, он может и догадаться, может следить за твоей работой, но ты не обращай на него внимания…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫав вӑхӑтра пирӗн пата аннен иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ — Марче аппа хӑнана килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

2018 ҫул тӗлне врачсен вӑтам ӗҫ укҫи регионти вӑтам ӗҫ укҫи шайӗнчен икӗ хут, вӑтам тата кӗҫӗн сыпӑкри ӗҫченсен ӗҫ укҫи – пӗрре ҫурӑ хут пысӑкрах пулӗ.

К 2018 году средняя заработная плата врачей должна в два раза превысить средний уровень зарплаты по региону, а заработная плата среднего и младшего медицинского персонала – в полтора раза.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программа шайӗнче врачсене тата медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсене хушма тӳлев пама палӑртнине пула республикӑри врачсен малтан шутласа ҫирӗплетнӗ уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 23 503 тенкӗпе танлашнӑ, медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсен вара – 13 502 тенкӗпе.

В результате введения дополнительной оплаты врачам и среднему медицинскому персоналу в рамках Программы модернизации здравоохранения среднемесячная номинальная начисленная заработная плата врачей в республике по состоянию на 1 ноября 2012 г. составила 23 503 рубля, средних медицинских работников – 13 502 рубля.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Маншӑн акӑ, ҫут тӗнче курма пилленӗ тӑван атте-анне пекех икӗ сыпӑкри тете ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

— Коля — чӑваш эстрадинче палӑрнӑ Надежда Заводскова юрӑҫӑн тӑванӗ, унӑн ашшӗн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тен, ҫавӑнпах вӑл 15 ҫула ҫитсен, сакӑр класс хыҫҫӑн, Ӑремпур облаҫӗнче пурӑнакан виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне ӗҫлеме тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Шкулти юлташӑма темиҫе ҫул каялла ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юлашки ҫула ӑсатнине нихӑҫан та манас ҫук, тӑванӗсемпе пӗрле шыва кӗме кайсан иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗпе иккӗшне шыв варинкки хӑйӗн авӑрне илсе ҫӑлӑнма май паман…

Никогда не забудется, как во время летних каникул мы проводили в последний путь школьного товарища, когда они пошли купаться с родными, их с двоюродной сестрой не удалось спасти, утонули в водном омуте.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Асанне, мӑн акка, эпӗ тата икӗмӗш сыпӑкри шӑллӑм – акӑ пирӗн команда!

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Манӑн иккӗмӗш сыпӑкри пичче темиҫе ҫул каялла тӑхӑр вунӑ ҫултан иртсе вилчӗ.

Несколько лет тому назад мой двоюродный брат, перевалив за 90 лет, ушел из жизни.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Иккӗмӗш сыпӑкри пиччесемпе шӑллӑмсем хӑнана килетчӗҫ те пирӗнтен тӗлӗнетчӗҫ.

Двоюродные братья, приходя в гости, удивлялись нам.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Света ҫӗршывран кайсан унӑн ывӑлне Йосьӑна эпӗ пӑхса ӳстертӗм, — аса илет иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Александр Аллилуев. — Катьӑна ура ҫине тӑма Юра Жданов пулӑшрӗ.

- Когда Света уехала, воспитанием ее сына Йоси занимался я, - вспоминает ее двоюродный брат Александр Аллилуев. - Юра Жданов воспитывал Катю.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем килнӗшӗн пуринчен ытла Валерия савӑнать, иккӗмӗш сыпӑкри пӗртӑванран пуян-ха вӑл, анчах ялти ачасемпе хутшӑнмасть.

Больше всех за их приезд радуется Валерия, она богаче родственника второго поколения, но с деревенскими детьми не общается.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Л.Кчеткован иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ те (Светлана Николаевна Бельцова), шӑллӗпе унӑн мӑшӑрӗ те (Сергей Николаевичпа Лариса Гурьевна Савастьяновсем) пурнӑҫӗсене медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Пуҫламӑш сыпӑкри тухтӑрсен йышӑнӑвне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ хыҫҫӑн 24 сехет иртиччен лекме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех