Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑха (тĕпĕ: сывлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районти Спорт ҫуртӗнче (вӑл район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗн балансӗ ҫинче тӑрать) капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн спортӑн тӗрлӗ енӗпе ДЮСШ физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли, вӗренӳпе тренировка занятийӗсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Кӑҫал, сӑмахран, кунта «Заречный» лагерьте, «Вишневая поляна» кану базинче, «Лучезарный» санатори-профилакторире, шкулсем ҫумӗнчи ӗҫпе кану лагерӗсенче 7216 ача виҫӗ сменӑпа канса сывлӑха ҫирӗплетӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫуллахи шӑрӑх кунсене йӗркеллӗ, сывлӑха сиен кӳмесӗр, тӳссе ирттерме хӑш-пӗр йӗркене шута илни, пӑхӑнни пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Иккӗмӗш ыйтупа ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев тухса калаҫрӗ, сывлӑха тӗреклетекен тата кану учрежденийӗсенчи пӗрремӗш смена ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсенче ачасем талӑкра ҫиекен апат хакӗ 96 тенкӗ те 14 пус, шкулсем ҫумӗнчи кӑнтӑрлахи лагерьсенче – 50 тенкӗ.

В оздоровительных лагерях стоимость суточного рациона составит 96 рублей и 14 копеек, в пришкольных дневных лагерях - 50 рублей.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫавӑн пекех Тутарстан ачисем Хура тинӗс хӗрринчи сывлӑха ҫирӗплетекен учрежденисенче канма пултарӗҫ.

Также ребята из Татарстана смогут отдыхать в оздоровительных учреждениях на берегу Черного моря.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Каникул вӑхӑтӗнче хуласем тулашӗнче 124 сывлӑха ҫирӗплетекен лагерь, 1329 кӑнтӑрлахи лагерь тата вӑраха кайнӑ чирсемпе асапланакан ачасем валли 8 санатори ӗҫлӗ.

Во время каникул должны открыться 124 загородных лагеря, 1329 пришкольных и 8 санаторий для детей, страдающих с хроническими заболеваниями.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Республикӑра сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышне пысӑклатас тата сывлӑха тӗреклетмелли условисене лайӑхлатас тӗллевпе малашне те ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр, — атлетсене ӑнӑҫупа сывлӑх сунчӗ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Донор пулса вӗҫӗмех медтӗрӗслев тухни, тӳлевсӗр анализсем пани сывлӑха тӗрӗслеме май парать.

Будучи донором без конца прохождение медицинских обследований, сдача бесплатных анализов дают возможность проверить здоровье.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Сывлӑха тӗрӗслеттерес тӗлӗшпе тухтӑр сӗнӳ парать, юна пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

С целью проверки здоровья доктор дает советы, кровь бракуют.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пушӑ вӑхӑтра сывлӑха ҫирӗплетме тӑрӑшатӑп.

В свободное время занимаюсь укреплением здоровья.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗри - социаллӑ хӳтлӗх пайӗ йӗркелени, иккӗшӗ вара сывлӑха ҫирӗплетмеллисем, «Улыбка» тата «Чародеи» ятлӑ лагерьсем.

Одна из них отдела социальной защиты, две - оздоровительные: лагеря «Улыбка» и «Чародеи».

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Сывлӑха упрама тата ӗмӗре вӑрӑмлатма апатлану тытӑмӗнчи специалистсем ахальтен мар технологи машини айне лекмен ҫут ҫанталӑкри «чӗрӗ» апат патне таврӑнма сӗнеҫҫӗ.

Чтобы сберечь здоровье и продлить жизнь диетологи не зря советуют вернуться к технически необработанной "здоровой" пище.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хӑйсен хӳттинчи ҫул ҫитмен ҫамрӑксем ӑна усӑллӑ ирттересси иккӗлентермест: чылайӑшӗ шкулта ӗҫпе канӑва черетлентерӗ, республикӑри лагерьсенче сывлӑха тӗрекленекенсем те йышлӑ пулӗҫ — ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне тӗпе хурса ҫывӑхри учрежденисене суйласа путевкӑсене туянмашкӑн саккас панӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сывлӑха ҫамрӑкранах упрама тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ыйтӑва Максим Вениаминович профильлӗ ведомствӑна ҫитерме шантарчӗ – Вӗрентӳ министерствинче ӑна ачасен канӑвӗпе сывлӑха ҫирӗплетмелли тапхӑр пуҫланиччен татса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссен строительстви», «500 бассейн», «Ача сачӗсем — ачасене»…

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Федерацин тӗллевлӗ программин тата республикӑн тивӗҫлӗ программисен, ҫавӑн пекех «Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем тӑвасси» социаллӑ проект шайӗнче республикӑра 50 ытла спорт сооруженийӗ тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ.

В рамках реализации федеральной целевой программы и соответствующих республиканских программ, а также социального проекта «Строительство физкультурно-оздоровительных комплексов» в республике построено и реконструировано более 50 спортивных сооружений.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Сывлӑха сыхлас ӗҫ, ытти отрасль пекех, инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ пулса тӑмалла.

Здравоохранение, как и другие отрасли, должно стать привлекательным для инвесторов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмӗн тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

Республика занимает 4 место в рейтинге эффективности систем здравоохранения регионов Приволжского федерального округа.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех