Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывларӗ (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кунпа та савӑнӑҫ тупаймасӑр аптраса анасласа илчӗ, хашах сывларӗ те, нӑрӑ ҫинчен мансах кайнӑскер, лӑпах пырса ларчӗ ун ҫине.

но и это ему скоро надоело; он зевнул, вздохнул и, совсем позабыв про жука, уселся на него!

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Лорх Иванӗ питӗнчи тарне ҫӗлӗкӗпе шӑлса илчӗ, тарӑннӑн сывларӗ, пиншакне силлекелерӗ.

Иван Лорх вытер пот шапкой, задышал глубоко, вытряхнул пиджак.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хаш та хаш сывларӗ хушӑран.

Несколько раз глубоко вздохнул.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Вӑл вӑрӑммӑн сывларӗ те шӑпланчӗ.

Она протяжно вдохнула и смолкла.

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Унта акӑ иккӗмӗш класа аванах вӗренсе пӗтерчӗ, — халӗ ӗнтӗ лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑннӑран хаш сывларӗ чӑтӑмлӑ хӗрарӑм.

Там он закончил вполне хорошо второй класс закончил, — теперь уж обстановка в лучшую сторону сменилась, посему вздохнула с облегчением терпеливая женщина.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Ӗмӗр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнӑҫ кирек хӑш тапхӑрӗнче те кирек камшӑн та кӗтменлӗх сиксе тухма пултарассине тинех ӑнланса илтӗм, — хаш сывларӗ хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама тытӑнсан Елена Семеновна.

Не зря говорят старые люди, что жизнь прожить - не поле перейти. Любой человек на своем жизненном пути может столкнуться с препятствиями, с чем-то неожиданным и непоправимым. «Это я поняла только сейчас», - глубоко вздохнув, стала рассказывать о своей семье Елена Семеновна.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

– Хӑҫан мӗнле май килет, – ассӑн сывларӗ бригадир.

— Когда как придётся, — вздохнул бригадир.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫанталӑк кӗрхилле сывларӗ, Хӗвел сайра пӑха пуҫларӗ, Кунсем кӗскелчӗҫ, вӑрмансен Сархайнӑ сулхӑн каррисем Салхуллӑн кашласа ҫаралчӗҫ.

Уж небо осенью дышало, Уж реже солнышко блистало, Короче становился день, Лесов таинственная сень С печальным шумом обнажалась.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Апи питӗ йывӑррӑн сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Колхоз-совхозсене пӗтермелле марччӗ. Тен, ял та пушанмастчӗ. Вӑйпитти арҫынсем те Мускава ӗҫлеме ҫӳремӗччӗҫ», — ассӑн сывларӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех