Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутать (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗрекесем тӑвать те улпутсене сутать вӑл.

Невода у нас делает и господам продает.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Вӑл Штольц умӗнче мухтанма тытӑнчӗ: вырӑнтан тапранмасӑрах ӗҫе питӗ лайӑх йӗркелесе ятӑм, повереннӑй тарса ҫӳрекен мужиксем ҫинчен тӗпчесе пӗлет, тырӑ хаклӑ хакпа сутать те халӗ пин те ҫурӑ укҫа ярса пачӗ, паллах, кӑҫал куланай пуҫтарса кунта ярса парать, терӗ.

Он стал хвастаться перед Штольцем, как, не сходя с места, он отлично устроил дела, как поверенный собирает справки о беглых мужиках, выгодно продает хлеб и как прислал ему полторы тысячи и, вероятно, соберет и пришлет в этом году оброк.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑй ҫавӑнтах сакӑрвуншар пуса сутать!

И тут же их сама продает по восемьдесят копеек.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Игорь килӗшмен, яхӑнне те яман, ҫакна пула, Жмырев ун мӗнпур кирлӗ пек япалисене туртса илет — тутӑрне, кӗпине, унтан пальтоне — таҫта кайса сутать.

А когда Игорь не согласился, стал отнимать у него то платок, то рубашку, то пальтишко, сбывая их где-то.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫав таварне вӑл пӗр хут ҫеҫ мар сутать пуль-ха, мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ, — терӗм эпӗ.

– У меня создалось впечатление, – продолжал я, – что этот товар он продает уже не в первый раз.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӗр савӑт пудра илет те ӑна кайран чӗптӗм-чӗптӗм сутать.

Он купит коробку пудры, а потом продает по щепотке.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сутасса ӑна таркӑн салтак мар, ват карчӑк — генерал арӑмӗ сутать.

Продавал его не дезертир, а старая генеральша — это тоже внушало нам уважение.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир пӳрт сутать теҫҫӗ-и?

— Это вы-с продаете дом?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫын ӑшӗнче мӗн пурри кӑна тӑрса юлнӑ: тӳрӗ те тӗрӗсси — тӳрӗ те тӗрӗсех пулать, сутӑнчӑк сутать, халӑх шухӑшӗсенчен аякра тӑракан ҫын ним тума пӗлмесӗр пуҫне ҫухатать, паттӑрри вӗҫне ҫитичченех кӗрешет.

Оставалась только самая суть, самое простое: верный остается верным, предатель предает, обыватель отчаивается, герой борется.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Анчах хӑлӗ гестаповец аллинчи саламата курсанах шурса каять, хӑйӗн тирне ҫӑлма шанса юлташӗсене сутать.

А сейчас он бледнеет при виде плетки в руках гестаповца и в страхе перед зуботычинами предает друзей.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Аншарли сутать тет-и ял халӑхне, ҫӗрле те ҫӳреҫҫӗ терӗ те Евкень аппа.

Она самогоном торгует, даже ночью, как сказала тетя Евгения, к ней приходят.

Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кур-ха ӑна, эрех сутать иккен.

Смотри-ка, самогоном она торгует.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кур-ха, тупӑннӑ бизнес-вумен, аншарли сутать иккен…

Смотри-ка, нашлась бизнес-вумен, самогонку она продаёт…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хальхи вӑхӑтра кашни хуҫалӑх хӑй пӗлнӗ пек калаҫса татӑлнӑ хакпа сутать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗчӗк ӗҫ укҫи тӳленине пула ҫынсем пысӑк хуласене «пысӑк укҫа» шырама тухса каять е алӑ сулать те хӑйӗн ҫӗнетӳ вӑхӑтӗнче аслӑлатнӑ пӗчӗк ани ҫинче апат-ҫимӗҫ туса илет, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерет те ӑна хӑйне пурӑнмалӑх укҫа тума пасара кайса сутать.

Из-за маленьких зарплат люди уезжают в города в поисках "длинного рубля" или махнув рукой начинают выращивать продукцию на расширенных во время перестройки полях, разводить животноводство и продавать на рынках, чтобы себя содержать.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫемье ҫулсерен вӑкӑрсем самӑртса сутать.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫулла-кӗркунне хӑйӗн пахчинчине сутать.

Летом и осенью продает с своего огорода.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пултаруллӑ почтальон хаҫат валеҫнисӗр пуҫне кашни уйӑхрах 4-мӗш числоран пуҫласа 24-мӗшӗччен тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пенси укҫи валеҫет, вӗсен кашни ыйтӑвне ырӑ кӑмӑлпа йышӑнать, кунпа пӗрлех газпа электроэнергишӗн укҫа тӳлесе килсе парать, тӗрлӗрен кирлӗ тавар сутать.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать.

Сокровищу, скрытому на поле, которое, найдя, человек утаил, и от радости о нем идет и продает все, что имеет, и покупает поле то.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫакӑ вӑл хитре сӑн-питлӗ, асамлама ӑста асӑх арӑм нумай аскӑн ӗҫ тунӑ пирки килсе тухрӗ, вӑл хӑйӗн аскӑн ӗҫӗсемпе халӑхсене, асам тунипе ӑрусене сутать.

4. Это - за многие блудодеяния развратницы приятной наружности, искусной в чародеянии, которая блудодеяниями своими продает народы и чарованиями своими - племена.

Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех