Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сахалрах (тĕпĕ: сахал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс ҫарӗсем 3 хут сахалрах ҫухату тӳснӗ.

Русская армия потерпела поражение в 3 раза меньше.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Йӑнӑшсем сахалрах тунӑ пулӑттӑм.

Меньше сделала бы ошибок.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Чӑн та, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑн сахалрах ку тӑрӑхра.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Тӗслӗхрен, шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑрта тин кӑна авӑртнинчен пӗҫернипе танлаштарсан витаминсемпе микроэлементсем виҫӗ хут сахалрах.

Например, в испеченном из белой муки хлебе витаминов и микроэлементов в три раза меньше по сравнению с испеченным из только что молотой.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫапах хӑш-пӗр муниципалитетра сахалрах (Шупашкарсӑр пуҫне пур хулара та, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш районӗсенче).

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Суту-илӗвӗн ҫӗнӗ 119 обӗекчӗ уҫӑлнӑ — пурпӗр тавар сахалрах сутӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Ростелеком» ПАО кӑҫал Патӑрьел районӗнчи ҫынсем сахалрах пурӑнакан 18 вырӑнта вӗсемпе ҫыхӑнтарнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Паянхи ачасен тӑрӑшулӑхӗ сахалрах.

У сегодняшних детей старательности меньше.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Е кирлинчен сахалрах укҫа тыттарса хӑвараҫҫӗ, е тавара та, укҫине те илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тата тепӗр хӑйне евӗрлӗх – шутлав участокӗсем суйлав участокӗсен яланхи вырӑнӗсенчех пулӗҫ, анчах та вӗсем сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫавна пулах чиркӗве каякансем те сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Тепӗр уйрӑмлӑх - шутлав участокӗсем те яланхи суйлав участокӗсенчех вырнаҫӗҫ, анчах та вӗсен хисепӗ сахалрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Экономикӑра вӑй хуракансен кашни уйӑхри ӗҫ укҫи чакнӑ, ҫемьесен бюджетне тупӑш иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан сахалрах кӗрет пулин те ытларах пурӑнас туртӑм куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх — ҫав лаптӑксенчен тухӑҫ тӑватӑ-пилӗк центнер сахалрах тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кашни тӗслӗхрех тӗплӗ экспертизӑсем ирттернӗ — 25 ҫӑхав сӑлтавлӑ пулни палӑрнӑ /2010 ҫулхинчен 11 хут /!/ сахалрах/.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ку 2014 ҫулхинчен — 22,7%, 2013 ҫулхинчен 34% сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вунӑ ачаран та сахалрах класра вара кирек кам та мӗн пуҫа кӗменни ҫинчен урокрах тепӗр хут ыйтса хурав илме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ача сахал пулнӑ тееймӗн: 100-тен кӑшт кӑна сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уйӑракан кӗмӗлӗн пысӑк пайӗ /1,1 млрд тенкӗ/ — ҫул-йӗр строительствине, унран кӑшт сахалрах пайӗ /759 млн тенкӗ/ вӗренӳ тытӑмне аталантарма кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫынсемпе сахалрах хутшӑнатӑп, нӳрӗ салфеткӑсемпе усӑ куратӑп.

Но все меньше общаюсь с людьми и больше – с влажными салфетками.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех