Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑсемпе (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй пӗлекен сасӑсемпе шӑршӑсем вӑйлансах пынӑ, вӗҫсе иртнӗ, улшӑннӑ.

Знакомые звуки и запахи делаются непривычно сильными, летучими и изменчивыми.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мал енче, ҫын каллех сывлӑшри пек пӗр-пӗрин ҫулӗсене татса урамран урама вӗҫсе иртекен поездсене курать; тавралӑх машинӑсем шӑхӑрнӑ, хӑрлатнӑ, нӑйкӑшнӑ тата хӑлтӑртатнӑ сасӑсемпе тулнӑ.

А впереди человек видит опять, как в воздухе, наперерез, с улицы в улицу летит уже другой поезд, а воздух весь изрезан храпом, стоном, лязганием и свистом машин.

VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Унтан каллех ҫеҫенхирти ҫил евӗр улани илтӗннӗ е каллех тӗрлӗрен сасӑсемпе калаҫнӑ пек туйӑна пуҫланӑ…

И опять только гудит и катится, как ветер в степи, то опять говорит смешанными голосами…

V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Унта кӑшкӑрнине пирӗн сасӑсемпе «Коо-эх! Коо-эх!» тесе анчах калама пулать.

Которые только примерно можно передать нашими звуками: «Коо-эх! Коо-эх!»

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урнӑ сасӑсемпе пӑлханакан ордана аяккарах тытас тӗлӗшпе хутран-ситрен пӑшалпа пеме тивет.

Время от времени приходилось стрелять, чтобы удержать на почтительном расстоянии эту воющую и беснующуюся орду.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗрмен айсӑр та тӑвӑр коридорӗсем кӑшкӑрашса шавланӑ сасӑсемпе тулаҫҫӗ.

Длинные узкие коридоры тюрьмы огласились криками.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Йӗтӗм тавраш асар та писер сасӑсемпе, тупӑсен тискер сассисемпе тулать.

Все кругом наполнялось сумасшедшим стрекотом выстрелов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак сӑмахсене пӗчӗк ачасем илтсессӗнех, тӗрлӗ сасӑсемпе кӑшкӑрса ячӗҫ!

Как услышали такие слова мальчиши-малыши, как заорут они на все голоса!

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Матрюн пирӗн сасӑсемпе вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Унтан ялта илтӗнекен сасӑсемпе лашасем тапӑртатни тӑрӑх палламан ҫынпа Димка кунта такамсем ҫывхарса килни ҫинчен пӗлчӗҫ.

И топот и крики, наполнившие деревеньку, донесли до сараев тревожную весть о том, что кто-то уже здесь, рядом.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Анюк янӑравлӑн та янӑравлӑн илет, Ваҫҫапа Коля вӑтам сасӑсемпе юрласа хутшӑнаҫҫӗ.

Нюрка забирала всё звончее и звончее, а Колька с Васькой дружно подпевали обыкновенными голосами.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Павел Петровичпа вӑл текех тавлашмарӗ, мӗншӗн тесен лешӗ вӑл пур чухне хӑйне хӑй ытлашшиех аристократла тыткаларӗ, шухӑшӗсене сӑмахсемпе каличчен ытларах — сасӑсемпе кӑна пӗлтере пуҫларӗ.

С Павлом Петровичем он уже не спорил, тем более что тот в его присутствии принимал чересчур аристократический вид и выражал свои мнения более звуками, чем словами.

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Йӗри-тавра пурте ылтӑннӑн ешерсе выртать, ӑшӑ ҫил сывланипе пурте — йывӑҫсем, тӗмсем, курӑксем — пурте анлӑн та ҫемҫен хумханаҫҫӗ; пур ҫӗрте те татти-сыпписӗр уҫӑ сасӑсемпе тӑрисем юрӑ шӑратаҫҫӗ; текерлӗксем е тӳрем улӑхсем ҫинче кӑшкӑрса явӑнса каҫаҫҫӗ, е тумхах ҫинчен тумхах ҫине шӑппӑн чупса ҫӳреҫҫӗ; ӳссе ҫитмен чечен те ешӗл ҫуртри ҫинче кураксем илемлӗн хуралса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем кӑшт кӑна шуралма ӗлкӗрнӗ ыраш ӑшӗнче ҫухалаҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ унӑн тӗтӗм евӗрлӗ хумӗсем ҫинче вӗсен пуҫӗсем курӑнса каяҫҫӗ.

Все кругом золотисто зеленело, все широко и мягко волновалось и лоснилось под тихим дыханием теплого ветерка, все — деревья, кусты и травы; повсюду нескончаемыми звонкими струйками заливались жаворонки; чибисы то кричали, виясь над низменными лугами, то молча перебегали по кочкам; красиво чернея в нежной зелени еще низких яровых хлебов, гуляли грачи; они пропадали во ржи, уже слегка побелевшей, лишь изредка выказывались их головы в дымчатых ее волнах.

III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вӑрман ҫуллахи пекех, шӑхӑрать, чӗвӗлтетет, юрланӑ сасӑсемпе тулать.

Лес наполнялся их свистом, писком и песнями, словно было лето.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Дон хӗрринчи вӑрман катисем тӗрлӗ вӗҫен кайӑк какӑлтатса кӑшкӑрнӑ сасӑсемпе йынӑшрӗҫ.

Возле Дона в займищах стон стоял от птичьего гогота и крика.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Орудисен кӗрлевӗ ҫуркунне умӗнхи тунсӑхпа тӗмсӗлсе тӗлӗрекен ҫеҫенхирӗн черчен канӑвне хивре те ют сасӑсемпе кисретсе хускатрӗ.

Орудийный гул могучей чужеродной гаммой вторгся и нарушил бледное очарование дремлющей в предвесеннем томлении степи.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуху темиҫе самант шӑпланса тӑчӗ, унтан ҫав шӑплӑх хыттӑн кӑшкӑрнӑ сасӑсемпе ҫурӑлса кайрӗ:

Собрание несколько мгновений помолчало, а потом взорвалось криками:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Татарски хуторӗ юра кӑчӑртаттарса утнӑ сасӑсемпе, «о» сасса пусарах каланӑ сӑмахсемпе, йытӑсем татти-сыпписӗр хӑрӑлтатса вӗрнипе тулса ларчӗ.

Спустя час Татарский налился скрипом шагов, чужою, окающей речью, собачьим брехом.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Патрон ещӗкӗсем чӑнкӑртатни, урапасем тӗрлеттерсе чупни, лафетсем кӗмсӗртетни хула хӗрринче вӑйлӑн пенӗ сасӑсемпе арпашӑнса каять.

Лязг зарядных ящиков, гром колес, дребезжанье лафетов смешивались с распухавшей на окраине стрельбой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кантӑк янаххисем ҫинче ларакансен хӑлхисене, каҫхи кӗлле чӗнсе чан ҫапнӑ тата ҫил шӑхӑрса ӳленӗ сасӑсемпе хутӑшса, пӑравуссем шӑнса пӑсӑлнӑ пек хӑркӑлтатса кӑшкӑртни килсе илтӗнет.

Сидевшие на подоконниках слышали вечерний благовест и сквозь вой ветра — паровозные осиплые гудки.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех