Шырав
Шырав ĕçĕ:
Секретарь самолетсем, самолет ещӗкӗсем ҫине пӑхрӗ.Секретарь посмотрел на самолёты, потом на ящики из-под самолётов.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку пӗтӗмпех ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, мӗн пулса иртнине ҫынсем ӑнланса та илеймерӗҫ, анчах тӗрӗссипе, ку пӗртте тӗлӗнмелле япала пулман: самолёт ҫӗр ҫине ларнӑ, вӑл шӑпах пурте ҫав тери кӗтнӗ «вунпӗрмӗш» самолёт пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Прицел ҫине пӑхма пӑрахсан, Алексей хӑй ҫапса антарнӑ самолётпа юнашар пынӑ тепӗр самолёт та анса кайнине курса тӗлӗнчӗ.Оторвавшись от прицела, Алексей с удивлением увидел, что рядом провалился еще и второй.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн халӗ пурнӑҫра пирвайхи хут чӑн-чӑн тӑшманпа тӗл пулма часрах сывлӑша вӗҫсе хӑпарас килчӗ, пульӑсемпе «Р–5» текен самолёт хӑй хыҫҫӑн кӑкарса пыракан пиртен тунӑ хӑмпӑва мар, тӑшманӑн чӑн-чӑн самолётне ҫапас килчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл икӗ хут ытларах асӑрханса вӗҫрӗ те самолёта пит те кӑмӑлсӑр пулса лартрӗ, анчах кунта та, урисем кирлӗ пек вӑхӑтра хусканайман пирки, самолет юр ҫинче темиҫе хутчен унӑн-кунӑн сиккелесе илчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёт ҫӗртен уйрӑлса сывлӑша хӑпарсан, инструктор курсантӑн куҫӗсем — хура, ҫирӗппӗн пӑхакан цыганла куҫсем — сасартӑк куҫҫулӗпе тулнине, куҫҫулӗ питҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннине, унтан вӗсене, самолёт урӑх еннелле пӑрӑннӑ чух, ҫил ҫапса антарнине курчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл е тревога тӑрӑх самолет патнелле пӗтӗм вӑйран чупса каять, чупса пынӑ ҫӗртенех самолет ҫунатти ҫине сиксе хӑпарать, кабинӑна кӗрсе ларса, мотор ҫинчи чехола Юра хывса иличчен урисемпе руле тӗрӗслесе пӑхать, е вӗсем Ольӑпа пӗрле, алӑран алла тытса, чечеклӗ ҫеҫенхир тӑрӑх ҫара уран, нӳрӗ те ӑшӑ ҫӗр ҫине пуснине туйса чупаҫҫӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёта пӑр ҫинчен хӑпартсанах, Дегтяренко ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем ҫийӗпе вӗҫсе иртрӗ, вара питӗ асӑрханса, самолёт йӗлтӗрӗсемпе пӑра перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, ҫӳлӗ ҫыран хӳттипе кӳлӗ тӑрӑх кайрӗ те вӑрманлӑ утрав хыҫӗнче курӑнми пулчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл аэродром ҫинчи самолёт умӗнче, хӑй самолёчӗ патӗнче тӑрать.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оренбург облаҫӗ, сӑмахран, - мамӑк тутӑрсемпе, Ульяновск - самолет макечӗпе, Удмурти - хӗҫпӑшал макечӗсемпе.
«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh
Ҫӗнӗ Зеланди корпусӗ мал енчен тӳрремӗн тапӑнӑвӗ валли тактика тӗлӗшпе тӑва малтан бомбӑламалла пулнӑ, ҫавӑнпа та 1944 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 142 «Вӗҫекен крепоҫпе» 87 ытти самолёт мӑнастиртен ишӗлчӗксем кӑна хӑварнӑ.
Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Автор халалласа хӑварнӑ тӑрӑх унӑн кӗлеткине ҫунтарса кӗллентернӗ, кӗлне самолет ҫинчен сапаласа янӑ.По воле автора его тело было кремировано, а пепел развеян с самолета.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Иккӗмӗш пилотӑн йӑнӑшне пула самолет 4,8g перегрузка тӳссе йывӑррӑн анса ларнӑ.Из-за ошибочных действий второго пилота самолёт произвёл грубую посадку с перегрузкой 4,8 g.
Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)
1988 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче аэропортра Ту-154 самолёт катастрофӑна лекнӗ.18 января 1988 года в аэропорту потерпел катастрофу самолёт Ту-154.
Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)
1973 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче топливо системин юсавсӑрлӑхне пула Ли-2 самолёт аэропорт ҫывӑхӗнче катастрофӑна лекнӗ.
Дашогуз (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... %80%D1%82)
Паян кӑна мӗн чухлӗ самолет вӗҫсе иртрӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эрне хушши утнӑ хыҫҫӑн шоссерен аякри вӑрман хӗррипе пынӑ чух пирӗн салтаксене темле самолет ӑнсӑртран асӑрхарӗ те тепӗр сехетренех нимӗҫ танкӗсем хӑваласа ҫитрӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл вуншар пин тупӑ шӑратса кӑларма пултарать, питӗ нумай танк, ҫӗршер самолет пуҫтарӗ, вуншар карап.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Самолет вӗҫет пулӗ тесе, пуҫӗсене ун-кун пӑркаласа пӑхрӗҫ.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.