Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Акулина, — тесе ответленӗ Лиза, хӑйӗн пӳрнисене Алексей аллинчен хӑтарма тӑрӑшса, — ярсам, улпут, ман киле таврӑнма та вӑхӑт ҫитет пулӗ ӗнтӗ».
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Йӳҫӗ ҫӑкӑр шӑршипе хресченӗн кивӗ кил-ҫурчӗн шӑрши ҫапнӑ кӗрӗк айӗнче вӑл шӑрчӑк чӗриклетнине итлесе выртнӑ, пӳрнисене те хускатас килмен.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл чӗрнисене хуҫса, пӳрнисене юнласа пӗтерчӗ, ҫапах та кинжалӗпе пикенсех ӗҫлерӗ.Он обломал ногти, окровавил пальцы, но орудовал ножом и ногтями все упрямее.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтрах унӑн аллисем, вӑрӑм пӳрнисене вылятса прибор тӑрӑх ҫӳлелле те аялалла шукаларӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӳрнисем вӗсем патнеллех туртӑнчӗҫ, анчах тупӑсем тытма ҫук вӗри пулнӑ пекех — вӑл пӳрнисене каялла туртса илчӗ.Палец так и тянулся к ним, но тотчас отдёргивался, словно пушечки были раскалённые.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Халӗ ӗнтӗ, — терӗ нимӗҫ хӗрарӑмӗ, хӑйӗн мӑнтӑр та хӗрлӗ пӳрнисене юбки ҫумне йӗрӗнчӗклӗн шӑлса, — эпир санран ыйтӑпӑр, эс вара пире ответсем пар.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вара ӑна нимӗҫ хӗрарӑмӗ ҫав тери вӑйлӑ та ҫирӗп чӗркуҫҫийӗсемпе хӗстерчӗ, унӑн ҫӑварне шӗвӗр пӳрнисене чиксе ярса, ҫеклӗсемпе туртнӑ пек ик еннелле турта пуҫларӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗр хушӑ вӗсем виҫҫӗшӗ те пӳрнисене автоматсен спусковой крючокӗсем ҫине хурса итлесе тӑчӗҫ.Некоторое время они втроём стояли и слушали, положив пальцы на спусковые крючки автоматов.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
1) Питне аллисемпе хупларӗ, шатра пичӗ пӳрнисене вутпа пӗҫертнӗ пек ҫунтарасран вӑл шак хытса кайса чӗлхесӗрле тертленчӗ (Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫырнисен пуххи, 1989, 238 с.);
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Том пӳрнисене ҫамки ҫумне хытӑ пӑчӑртаса тӑчӗ те пӗр минут хушши пӑшӑрханса пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫапла каларӗ: — Астуса илтем!Том приставил палец ко лбу в тревожном раздумье и минуту спустя сказал: — Теперь вспомнил!
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том хӑйӗн йӗпне чӗркесе лартнӑ ҫипне сӳтрӗ те, ачасем иккӗшӗ те черечӗпе хӑйсен пӳрнисене йӗппе чикрӗҫ, вӗсенчен пӗрер тумлам юл пӑчӑртаса кӑларчӗҫ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах Том ҫентерсе илес тесе шутланӑ май пӳрнисене сӑвӑс патнелле тӑсма пуҫласанах, кашни хутӗнчех Джо булавкийӗ сӑвӑс ҫулне вӑр-вар пӳле-пӳле лартрӗ, сӑвӑсе вара Джо ҫӗрӗ енчех тӑра-тӑра юлчӗ.
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Шӑнса кӳпченӗ пӳрнисене хыпашларӑм.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Чавсасене чӗркуҫҫисем ҫине хумалла, алӑсен пӳрнисене хӗреслентермелле.
Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Алӗҫне кӑмӑллакансен ушкӑнӗнче карҫинкка, йӑлара кирлӗ япаласем ҫыхма, тӗрлӗ япала ӑсталама хӑнӑхтарни аслӑ ӑру ҫыннисен пӳрнисене хытма памасть.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
33. Иисус ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ та Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ; 34. вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та: еффафа?! тенӗ, «еффафа?» тени «уҫӑл» тени пулать.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эсӗ тата пӗр пайне чӳлмек тӑмӗнчен, тепӗр пайне тимӗртен тунӑ урасемпе ура пӳрнисене курнӑ, — апла ҫав патшалӑх пайланса каять; унӑн кӑштах тимӗр ҫирӗплӗхӗ те пулӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн чухне Адони-Везек каланӑ: аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ ҫитмӗл патша ман сӗтелӗм айӗнче апат [тӗпренчӗкӗ] пуҫтаратчӗ; хам мӗнле турӑм, Турӑ мана ҫавнах кӑтартрӗ иккен, тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.