Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнесемпе (тĕпĕ: пӳрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юранӑ пулсан, пуҫне вӑл киленсех сӗтел ҫине хурӗччӗ, укҫа купи ҫийӗн хускалкалакан пӳрнесемпе лампӑна курас мар тесе, куҫне хупӗччӗ, вара хӑйӗн ыйхӑпа лӑнчӑланнӑ шухӑшӗсене пушшех те арпашса кайма май туса парӗччӗ.

Если б можно было, он с наслаждением склонил бы голову на стол, закрыл бы глаза, чтоб не видеть лампы и пальцев, двигавшихся над кучей, и позволил бы своим вялым, сонным мыслям еще больше запутаться.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пекарь салтакра «музыкантсен командинче» пулнӑскерччӗ, вӑл ҫав тери нумай ӗҫетчӗ, час-часах чустана юрӑхсӑра кӑларатчӗ те, ӳсӗрскер тутипе шӑхӑркаласа юрлама тата мӗн ҫинче те пулин пӳрнесемпе пӗр-пӗр юрӑ кӗввине шӑкӑртаттарма юрататчӗ.

Пекарь был солдат из «музыкальной команды», он страшно пил водку, часто портил тесто и, пьяный, любил наигрывать на губах и выбивать пальцами на чем попало различные пьесы.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Манӑн динамикӑллӑ пӗчӗк фонарь пурччӗ, ӑна ҫутас тесен пӗр вӗҫӗмрен пӳрнесемпе ӗҫлемелле пулать, анчах та тӑтӑшах ӗҫлеме май ҫук, эпӗ вара пӳрнесене сарса яратӑп, — халӗ ӗнтӗ акӑ сасартӑках сивӗ пулса кайрӗ, вара малтан мӗн пулнӑ, пурте хӑйсен вырӑнне вырнаҫаҫҫӗ, эпӗ вара кабина хушӑкӗнчен варкӑшса кӗрекен тӑман хама хӳсе кайнине туйма пуҫларӑм.

У меня был фонарик с динамкой, и нужно было всё время работать пальцами, чтобы он горел; но всё время работать невозможно, и я разжимал пальцы — тогда сразу становилось холодно, и всё возвращалось на свои места, и я начинал чувствовать снег, который заносил меня сквозь щели кабины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Энскран мӗнле таврӑннине, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе ҫырнине, сасартӑк хамӑр умма юрпа витӗннӗ тӗксӗм уй-хир тухса тӑнине ҫеҫ асӑнма пултартӑм.

Я только вспомнил, как мы возвращались из Энска и писали пальцами по замерзшему стеклу и как вдруг за окном открывалось темное поле, покрытое снегом.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Катьӑпа иксӗмӗр ҫаплах коридорта калаҫса тӑратпӑр, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе инициалсене, унтан сӑмахӑн малтанхи саспаллийӗсене ҫыратпӑр.

а мы с Катей все еще стояли и разговаривали в коридоре. Мы писали пальцами по замерзшему стеклу — сперва инициалы, а потом первые буквы слов.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна пӳрнесемпе тытма та пултарас ҫук.

Мне не удержать ее в пальцах.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Куҫсем ыратаҫҫӗ, такам вӗсем ҫине куҫ хупаххи витӗрех пӳрнесемпе пусать пек.

Глаза ломило, будто кто-то нажимал на них поверх век пальцем.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Совет Союзӗ саланса кайиччен пирӗн ентешсем ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗсенче кӑна мар, СССР, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-ха, анчах вӗсене пӗр алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех