Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах ӑна таптаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ, — терӗ вӑл, аллине сисмесӗрех сулса; унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, — пиртен пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗтӗмпех: пирӗн чиркӳсене, пирӗн тивӗҫлӗхсене, пирӗн ҫӗрсене; ирсӗр турккӑсем пире кӗтӳ пек хӑваласа каяҫҫӗ, пире пусаҫҫӗ.

А между тем его топчут, его терзают, — подхватил он с невольным движением руки, и лицо его потемнело, — у нас всё отняли, всё: наши церкви, наши права, наши земли; как стадо гоняют нас поганые турки, нас режут…

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл мӗнле пулассине малтанах тӗпӗ-йӗрӗпе кура пуҫларӑм: политпайра ун ҫинчен дежурнӑйран епле ыйтмаллине, ӑна шыраса тупнӑ хыҫҫӑн хамӑр ӑҫта каяссине — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех

Я представлял себе все до мельчайших подробностей: как спрошу о ней в политотделе, где наверняка есть дежурный, а потом разыщу ее и мы пойдем куда-нибудь, где меньше людей.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫар цензурин паллисемпе вараланса тӗс кайнӑ, кивелсе саралнӑ ҫырусем Геннадий Васильевич ҫинчен пӗлменнисене мана пӗтӗмпех пӗлтерӗҫ, пӗтӗмпех калӗҫ, халь вӑл, вилнӗскер, ҫав вӑхӑтрах чуна шӑнӑҫмасть пулсан та, маншӑн хаклӑ…

Старые, пожелтевшие, с помарками военной цензуры письма — они добавят мне то, чего я не знал пока о Геннадии Васильевиче, который был мне сейчас и дорог, и неприятен, даже покойный…

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пӗтӗмпех лайӑх е пӗтӗмпех усал ҫынсем ҫук-тӑр.

Наверно, нет людей целиком хороших или целиком плохих.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ вӑл, этемӗн пысӑк телейӗ нимӗн те ӑнлантарса памалла мар, калаҫмалла мар, тӳрре тухма тӑрӑшмалла мар, ҫынсем ӗнтӗ хӑйсемех пӗтӗмпех пӗлеҫҫӗ те пӗтӗмпех ӑнланаҫҫӗ.

Вот оно, большое человеческое счастье, когда ничего не нужно объяснять, говорить, оправдываться и когда люди уже сами все знают и все понимают.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑл нумайӑшне уҫҫӑнах курса тӑнӑ, нумайӑшӗ ӑна интереслентернӗ, анчах ӑна нимӗскер те пӗтӗмпех килентермен: вӑл пӗтӗмпех киленесшӗн те пулнӑ-ши вара.

Она многое ясно видела, многое ее занимало, и ничто не удовлетворяло ее вполне; да она едва ли и желала полного удовлетворения.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ, пӗтӗмпех.

— Теперь все пропало, все, все.

XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Тепӗр чухне вӗсем пӗр-пӗрне пӗтӗмпех пама, пӗтӗмпех тума хатӗр пӗр-пӗриншӗн.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Пӗтӗмпех юхӑннӑ, пӗтӗмпех тустарса пӗтернӗ, йӗри-тавра, ҫырма хӗррине ҫитичченех, — кӑвак ҫум курӑк пусса илнӗ пуш-пушӑ вырӑн.

Все было разорено и растаскано, и кругом, до самого оврага, — задичалый, в сивом бурьяне пустырь.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Полковник явап тытасран хӑранӑ та пӗтӗмпех майор ҫине йӑвантарнӑ: пӗтӗмпех майор айӑплӑ, тенӗ.

Испугался полковник ответственности и свалил все на майора: мол, майор во всем виноват.

Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Соня мана пӗтӗмпех, пӗтӗмпех каласа пачӗ.

— Соня мне все, все рассказала.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех каласа кӑтартӑп, эпӗ санран нимӗн те пытарас ҫук…

— Все, все расскажу, потому что ничего от тебя не скрываю…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех астӑватӑп эпӗ, Сережа, эсӗ ӗнер каланипе пуҫӑм ҫаврӑнать.

— Я все помню, Сережа, все, от твоих слов у меня голова кружится.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Прохор Зыков, питҫӑмартийӗ ҫине таканлӑ ут чӗрни йӗрӗ шӑрланса юлнӑскер, халӗ кӑна лазаретран таврӑннӑ та, ун тути хӗррисем ҫинчи асаппа сехӗрленӳ ҫаплах иртсе каяйман-ха, йӑваш куҫӗсене те ӗлӗкхинчен тӑтӑшрах мӑчлаттарса уҫса хупать вӑл; Егорка Жарков кашни тӗл килмессеренех ирсӗр намӑс сӑмахсем вылятать, ӗлӗкхинчен ытларах путсӗрленет тата тӗнчере мӗн пура-ҫука пӗтӗмпех ылханать; Григорипе пӗр хутортан килнӗ Емельян Грошев, яланах ӗҫлӗ те тимлӗ, ҫӑмӑлттай мар казак, пӗтӗмпех темле пӗкӗрӗлсе кӗчӗ, хуралса кайрӗ, ухмахла ахӑлтатса кулакан пулчӗ, кулли хӑйӗн темле ӗненчӗксӗррӗн, чӑртмахла тухать.

Прохор Зыков, только что вернувшийся из лазарета, с рубцеватым следом кованого копыта на щеке, еще таил в углах губ боль и недоумение, чаще моргал ласковыми телячьими глазами; Егорка Жарков при всяком случае ругался тяжкими непристойными ругательствами, похабничал больше, чем раньше, и клял все на свете; однохуторянин Григория Емельян Грошев, серьезный и деловитый казак, весь как-то обуглился, почернел, нелепо похахакивал, смех его был непроизволен, угрюм.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑшӑ ҫанталӑк юра пӗтӗмпех йӑштарса ячӗ; ик-виҫ кун хушшинче тенӗ пек ҫул пӗтӗмпех пӑсӑлчӗ.

Оттепель съела снег; дорога испортилась в каких-нибудь два дня.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Марийка тата ытларах пӑшӑрханса ӳкрӗ те пӗтӗмпех арпаштарни, пӗтӗмпех манса кайни ҫинчен хӑраса шухӑшларӗ…

Марийка еще больше расстроилась и с ужасом подумала, что все перепутала и все забыла…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗтӗмпех каласа парӑр, пӗтӗмпех!

— Все расскажите, все!

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эпӗ пӗтӗмпех куртӑм-ҫке-ха, пӗтӗмпех!

— Я же все видела, все!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех вӑйсӑрланса ҫитнӗ…»

Совсем, совсем слабый…»

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сережа, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та, вӑл пӗтӗмпех, пӗтӗмпех ӑнланнӑ пек туйӑнчӗ, калама ҫеҫ пӗлмест…

— Сережа, я смотрела на него, и мне казалось, что он все, все понимает, а только сказать не может…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех