Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтереймен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каласа та пӗтереймен — пӑшал сасси кӗрлесе кайнӑ, маччаран ҫакӑнса тӑракан пысӑк лампӑран унӑн тӑрпипе краҫҫынӗ сирпӗннӗ.

Договорить он не успел — грохнул выстрел, и висевшая над головами людей большая лампа брызнула стеклом и керосином.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Большевиксен харсӑр чӑтӑмлӑхӗнчен хӑраса ӳкнӗ капитализмла Европа Российӑн кӑнтӑр пайне союзниксен ҫарӗсем нимӗҫсем ҫине персе пӗтереймен снарядсемпе патронсене ним хӗрхенмесӗр ярса тӑрать.

Капиталистическая Европа, напуганная упорной живучестью большевиков, щедро слала на Юг России снаряды и патроны, те самые снаряды и патроны, которые союзнические войска не успели расстрелять по немцам.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аттене тӑван ҫӗршыв енче пӗтереймен ӗҫӗсем (вӗсен шутӗнчех чӑваш чӗлхин словарӗ пулнӑ) туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗнчи Н.И. Ашмаринӑн тӗнче шайӗнчи хӑватлӑ утӑмӗсен пур уҫҫи-ҫӑрине те эпир халӗ те туллин уҫса пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Вара тӑчӗ те, туртса пӗтереймен пирусне пӑрахса, лумран кӑшт инҫерех катмакпа ҫапрӗ.

Затем он встал, бросил недокуренную папиросу и ударил киркой чуть дальше лома.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ҫырса пӗтереймен хутне айккинелле хурса, Сергее диван ҫине ларма сӗнчӗ, вара йывӑҫ ҫинчен ыйтрӗ.

Отложив недописанный лист, он пригласил Сергея сесть на диван и спросил, получено ли разрешение на сплав леса.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӗрсе пӗтереймен хуйхӑ шӗкӗлчет ун чунне.

Терзала ее невыплаканная тоска.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья Григорий ҫумне чӑмӑртанчӗ те унӑн кӗпине куҫҫулӗпе тата ачи ӗмсе пӗтереймен кӑкӑрӗнчен юхакан сӗтпеле йӗпетме тытӑнчӗ.

Прижимаясь к Григорию, Аксинья мочила ему рубаху рассолом слез и молоком, стекавшим из невысосанных грудей.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ҫыхса пӗтереймен пански чӑлхине илсе килчӗ (ҫуркунне ҫитрӗ — Гришака асатте хытӑрах шӑнакан пулчӗ).

Пришла Наталья с недовязанным крючковым чулком (заходила весна — сильнее зябнул дед Гришака).

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Травкин ҫыруне ҫырса пӗтереймен.

Травкин так и не дописал письмо.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Нумай ҫӗрте туса пӗтереймен дзотсемпе блиндажсене туса пӗтӗрсе, ҫиелтен ҫерем касӑкӗсемпе, туратсемпе тата ҫӗрме пуҫланӑ курӑкпа вите-вите маскӑларӗҫ.

Во многих местах доделывали дзоты и блиндажи, особые группы солдат таскали сюда из леса по непролазной грязи тяжелые бревна; другие укладывали их внакат над открытыми ямами; третьи маскировали дзоты и блиндажи дерном, ветками и полусгнившей травой.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров хайхи пӗчӗк вӑрмана, хӑй унта тыткӑна лекнӗ нимӗҫе мӗнле тӗпченине, тӗксӗм хупӑллӑ пӗчӗк ҫӑка айӗнче ҫисе пӗтереймен лапша котелокӗ ларнине тата Андрей хӑйӗн аллисене епле чӗтретсе тӑнине аса илчӗ те ура ҫине тӑрса, пит витӗмлӗн каларӗ:

И Озеров ярко вспомнил тот лесок, где допрашивали пленного, темнокожую липку, под которой стоял котелок с недоеденной лапшой, и Андрея с дрожащими у швов руками, поднялся на ноги и внушительно сказал:

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вуласа пӗтереймен пуплеве вӗҫленӗ хыҫҫӑн, Матвей Юргин татах кӑшт тӑхтарӗ, унтан вирлӗреххӗн вулама пуҫларӗ:

Окончив недочитанное предложение, Матвей Юргин снова подождал, затем начал читать энергичнее:

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ачасен ҫӑварӗнчи чӑмласа пӗтереймен пончиксем пырӗсене урлӑ ларчӗҫ.

У мальчиков застряли во рту непрожеванные пончики.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ытларах пайӗ вара — ӑслӑлӑхран хӑраса тарнӑ гимназистсем, реалистсем те вӗренсе пӗтереймен семинаристсем ҫеҫ.

В большинстве же — убоявшиеся премудрости гимназисты, реалисты, даже неокончившие семинаристы.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хурахсем, нумайччен карап ҫинче хуҫаланса пурӑннӑ пулин те, ҫав япаласене пӗтереймен, терӗ вӑл.

Вещи, к счастью, не успели расхитить злодеи, так долго хозяйничавшие на его корабле.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пантелей каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ӗлӗк чугун ҫулсем тӑвиччен Мускава, Чулхулана лава ҫӳренӗ иккен те питӗ нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ, укҫине ниҫта хурса пӗтереймен.

Пантелей рассказывал, что в былое время, когда еще не было железных дорог, он ходил с обозами в Москву и в Нижний, зарабатывал так много, что некуда было девать денег.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мӗскӗнсем пӗр чикарккӑ та туртса пӗтереймен, шкула пур енчен те тӗрӗксем хупӑрласа илнине вӗсем хушӑкран пӑхса асӑрханӑ.

Но не успели они выкурить по цыгарке, как увидели сквозь щели в крыше, что училище со всех сторон обложено турками.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Старик малтан ҫакӑн пек иккӗленсе тӑнӑ, анчах Бьюмонт, вӗсем патне ҫӳреме пуҫласан тата икӗ эрнерен, ӑна: завода туянасси тепӗр темиҫе кунсӑр пулмасть, тенӗ хыҫҫӑн ҫав иккӗленӳ иртсе кайнӑ; тен, ун чухлӗ те тӑрӑнмасть пулӗ-ха, тенӗ вӑл: вӗсем, Лотер мистера кӗтмесен те, кирлӗ условисене эрнесӗр туса пӗтереймен пулӗччӗҫ; Лотер мистер вара Петербургра тӑватӑ кунтанах пулать.

Если у старика было еще какое-нибудь сомнение в этом, оно исчезло, когда Бьюмонт, недели через две после того как начал бывать у них, сказал ему, что, может быть, покупка завода задержится на несколько дней; впрочем, едва ли от этого будет задержка: вероятно, они, и не дожидаясь мистера Лотера, не составили бы окончательных условий раньше недели, а мистер Лотер будет в Петербурге через четыре дня.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

И алӑк пусаки урлӑ каҫма тӑнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хӑйӗн персе пӗтереймен ухӑ йӗпписене чиксе хунӑ йӗннипе сунарҫӑ сумки ҫине пӑхрӗ, сумкинче виҫӗ ула куракпа пӗр ҫерҫи кӑна имӗш.

Взглянув на висевший за поясом колчан, полный новехоньких стрел, на сетку с тремя воронами и растерзанным в клочья воробьем,

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех