Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр ҫӗрте те ав, колхозӑн пӗтӗмӗшпех туса пӗтереймен складӗнче, ҫав ыйту пиркиех тӑвӑллӑн канашлу пырать.И в другом месте, в недостроенном колхозном складе, шло бурное совещание по этому же поводу.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Паян вӗсем хӑйсен ӗнер тума пуҫланӑ, анчах туса пӗтереймен ӗҫсем пуррине пӗлсе вӑранчӗҫ: Жуков хӑйӗн отрячӗ паян столовӑйӗнче тата кухньӑра дежурствӑра пулассине ӗнерех пӗлнӗ, Королев отрячӗн килхушшине шӑлса тасатмалла, Колышкин отрячӗн клуба йӗркене кӗртмелле.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Антон Семенович, сайра хутра, куҫӗсене хӑй умӗнчи ҫырса пӗтереймен страница ҫинчен илсе ҫӳлелле пӑхать.Антон Семенович изредка поднимает глаза от недописанной страницы.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпир япаласене пуҫтарса пӗтереймен Фесенкопа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫав каҫах дивизийӗн разведка начальникӗ вилнӗ тӑшмансен докуменчӗсене пӑхса тухнӑ чухне нимӗҫ офицерӗн ҫырса пӗтереймен ҫыруне вуласа тухнӑ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Офицер, сӗтел хушшинче ларса, карбитран тунӑ лампӑн сенкер ҫути витӗр Саксонире оптически заводра инженерта ӗҫлекен Вильгельм пиччӗшне иртнӗ кунсенче ҫырса пӗтереймен ҫыруне ҫырса ларнӑ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Тахӑшӗ вӗлерсе пӗтереймен эсэсовецсенчен пысӑк айӑплӑ ҫыннисем рядовойсем пек тумланса кускаласа ҫӳреҫҫӗ текен сӑмах сарчӗ те, Хома пӗр-пӗр йӑраланчӑк Геббельса та пулин тытатӑп тесе мухтанчӗ.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тахҫан юрласа пӗтереймен юрӑсем ҫутҫанталӑкра каллех вӑранчӗҫ, Шурӑна пӑлхатма тытӑнчӗҫ, хыттӑн янӑрама пуҫларӗҫ…Песни, недопетые когда-то, опять просыпались в природе, волновали Шуру, трубили в громкие трубы…
XX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Джемма Мартини ҫине васкавлӑн пӑхса илчӗ, вара Мартини, хулпуҫҫисене кӑшт ҫӗклентерсе, Джемма каласа пӗтереймен шухӑша хирӗҫ: — Мӗн кирлӗ тата сире, мадонна? Чӗре ҫурӑлни — мӗнрен япӑх ку сӑмахсем? Вӗсем ыттисенчен начар мар вӗт, — терӗ.
Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл туса пӗтереймен ӗҫсене туса пӗтерӗн… —
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Сӑртсем патӗнчи тусах пӗтереймен ҫӗнӗ ҫуртсем, Мерзляковӑн япӑх баракӗсене хупласа, халӗ савӑнӑҫлӑ вӑрӑм урам пулса тӑчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лешӗ ҫырса пӗтереймен доклачӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, унтан чыслӑн та кӑмӑллӑн: — Эпӗ сире итлетӗп, Кузьма Кузьмич. Эсир ларӑр, — терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сасартӑк ӑнланмалла мар, ҫырса пӗтереймен сӑмахсем курӑнчӗҫ:И вдруг что-то странное показалось мне, какие-то недописанные слова:
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
«…Кунта Зоя Рухадзе ларнӑ. 10. III. 44-мӗшӗнчен пуҫласа…», ҫырса пӗтереймен пулас.«Здесь сидела Зоя Рухадзе с 10.III.44 по…» — видно, не успела дописать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Уҫса хунӑ кӗнеке — ӑна вуласа пӗтереймен, вӗсем ӑна пӗрле сасӑпа вуланӑччӗ.Раскрытая книга — не дочитанная книга, которую они вместе читали вслух.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ачасем, палаткӑсене ватса, ҫыха-ҫыха хучӗҫ, консерв банкисене, чугун чӳлмексемпе вӑлтасене туса пӗтереймен ҫӗр пӳрте тултарчӗҫ, Мазинпа Русаков вӗсене курӑнмалла мар витсе хучӗҫ — вӗсем шӑтӑка ҫерем касса витрӗҫ те ҫиелтен симӗс туратсем пӑрахса тултарчӗҫ.
16 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ ҫипписем ука та карӑс теҫҫӗ, вӗсен пӗр хутӑрне кӑна ҫичӗ хрансус арланӑ, тет те, арласа пӗтереймен, тет, вара ӑста китайсем патне ҫитерсе ӗҫе кӗрттернӗ, тет те, кунта тиесе килтернӗ, тет.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шутласа пӗтереймен укҫине Шерккей каллех кӗсйине чикрӗ, мӗн шутланине пуҫ айне хучӗ.Шерккею опять пришлось запихать в карман недосчитанные деньги, а сосчитанные спрятать в изголовье.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Семенов велосипед ҫинчен сиксе анчӗ, ӑна хуллен кӑна курӑк ҫине хучӗ, хӑйӗн юрласа пӗтереймен юррине шӑхӑркаласа, салтӑнма пуҫларӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ташланӑ чухне пӗтереймен калаҫӑва кайран пӗтерме юрать.Начатый во время танца разговор мужчина может закончить, стоя возле своей партнерши.
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.