Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтем (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫыншӑн пӗтем ҫемьен пӗтес мар!

— Не пропадать же всем, коли так!..

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Матвей ҫапла шухӑшласа ҫӳрет-ҫӳрет те, каллех тӳсеймест — ывӑлӗ патне пырса пӑхать; унӑн пӗтем чунӗ тӑвӑнса ҫитет.

Подойдет Матвей, поглядит на сына и разведет руками.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Пӗтсен пӗтем, терӗм!

Решил, пропадать так пропадать!

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнер пӗтем бригадӑпа юр тытма карта тытрӑмӑр.

Вчера всей бригадой снег задерживали.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтем пайӗсене пӗр ҫӗре пухсан, труби ак хӑех тупӑнать, шывӗ те кӗрлеме пуҫлӗ.

Вот когда все части будут собраны — и труба найдется, и вода зашумит!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сана вӑл пӗррелӗхе ҫапла туйӑнать, кунӗпе ҫӳресен, пӗтем шӑмшак ыратать.

— То тебе так кажется с охотки, а ежели денек вот так поплаваешь, все тело разболится.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтем чӗреме хускатса ятӑн эсӗ манӑнне.

Ты мне сердце разворошил.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, Григорие тӗллесе, пӗтем обоймипех персе пӗтерчӗ те палашне туртса кӑларчӗ.

Он расстрелял в Григория револьверную обойму и выхватил палаш.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий вӑлта аврине пӗтем вӑйӗпе ҫӗклеме пӑхрӗ, анчах ҫӗклеймерӗ.

Григорий силился поднять удилище и не мог.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Апла, пӗтем ӗҫӗ те алӑ пусассинче?

— Знать, все дело в моей подписи?

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Апла имӗш, пӗтем ӗҫ те ҫул-йӗр ҫинче, — терӗ Самойлов, кӑмӑлне ҫӗклентерсе.

— Значит, все дело в направлении, — сказал Самойлов с приподнявшим настроением.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫул ҫинче, шӑрӑх сывлӑшра, шӑнасем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, вара лаша вӗсене курмасӑрах, анчах пӗтем пӳ-сийӗпе туйса, урисем хушшине хӳрипе ҫапа-ҫапа илет, чӗтрет, пуҫне силле-силле илсе, пӗрре майӗпе, тепре хытӑ чупать, ҫавӑнпа вара рессорсем е малалла усӑнаҫҫӗ, е каялла авӑна-авӑна илеҫҫӗ.

Над дорогой в жарком воздухе мелькали шмели, и конь, не видя их, но близость их ощущая всем телом, бил между ног хвостом, вздрагивал, часто вскидывал голову и бежал рывками, отчего рессоры то клонились вперед, то пригибались назад.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗтем вӑй Кубаньрен килет.

Вся сила идет из Кубани.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑйлӑ хумсем пырса ҫапнипе шывпа ҫийӗннӗ сӑмсахсем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, — пӗтем чуллӑ ҫыран чӗтресе ахлатса илнӗ пек туйӑнать.

Под ее ударами валились подточенные кручи, — казалось, вздрагивал и охал весь каменистый берег.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Пӗччен пӗтем, — шухӑшласа илнӗ вӑл, — вара ӗҫӗ те пӗтӗ!

«Пропаду один, подумал он, — и концы в воду!

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Танкӑн гусеницисем ялкӑшса та чанкӑртатса, пӗтем уй-хире, Андрейӑн окопне, йывӑҫ тӗмисене пурне те хӑйсен айнелле туртса кӗртесшӗн…

Гусеницы танка, блестя и скрежеща, с бешеной силой тянули под себя все поле, окоп Андрея, кустарник…

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗтем чӗрем, пӗтӗм шут-кӑмӑлӑм сирӗн пата ӑнтӑлать манӑн, эпӗ сире юрататӑп.

К вам стремится все мое сердце, все мои желания, я люблю вас.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вилнӗ Дмитрий Сергеич Лопухова ҫывӑх пулни мана, эсир пачах пӗлмен, анчах сире пӗтем чунтан хисеплекен ҫынна, хӑвӑрӑн пӗлӗшӗрсен шутне, тен, кӑмӑлласах йышӑнӑр, текен шанчӑк парать.

Близость моя к погибшему Дмитрию Сергеичу Лопухову дает мне надежду, что вы благосклонно примете в число ваших знакомых человека, совершенно вам неизвестного, но глубоко уважающего вас.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Астис майра-патша, ҫав-ҫавах-ха пӗтем ӳт-пӗвӗпе чӗтреме чарӑнаймасӑр, хыҫалалла карт туртса лартнӑ Элиав пуҫне.

Царица Астис, еще продолжая содрогаться всем телом, откинула назад голову Элиава.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пӗр ҫын, вилес умӗн, хӑйӗн пӗтем пурлӑхне ик ывӑлӗнчен пӗрне, тивӗҫлӗреххине, хӑваратӑп тенӗ-мӗн.

Один человек, умирая, сказал, что он оставляет все свое имущество достойнейшему из двух его сыновей.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех