Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрмай сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрмай (тĕпĕ: пӗрмай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Кирек хӑш кун та аллӑма чурӑс халӑх енне тӑсаттӑм, вӑл вара ырӑ мар ҫулпа ҫӳретчӗ, хӑй еккипе пурӑнатчӗ, 3. ҫав халӑх Мана пӗрмай куҫкӗрет кӳрентерет, катасенче чӳк тӑвать, чӳлмек катӑкӗ ҫинче фимиам ҫунтарать, 4. тупӑклӑхра ларать, ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫӗр каҫать, сысна ашӗ ҫиет, унӑн савӑтӗнче — ирсӗр апат; 5. хӑй вара ҫапла калать: «манран аякра тӑр, ман патӑма ан ҫывӑхар: эпӗ — таса, сан пек мар».

2. Всякий день простирал Я руки Мои к народу непокорному, ходившему путем недобрым, по своим помышлениям, - 3. к народу, который постоянно оскорбляет Меня в лице, приносит жертвы в рощах и сожигает фимиам на черепках, 4. сидит в гробах и ночует в пещерах; ест свиное мясо, и мерзкое варево в сосудах у него; 5. который говорит: «остановись, не подходи ко мне, потому что я свят для тебя».

Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мана, ашшӗне пӗрмай выляма чӗнет.

Меня, отца все время зовет играть.

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

» тата тем те пӗр каласа пӗрмай вӑрҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑл ҫывӑх ҫыннисене пӗрмай кӗтет.

Близких людей он все время ждет.

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хунямӑшӗ пӗрмай мӑкӑртатрӗ, вӑрҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Янах шӑмми хӑйӗн пӗрмай хускала-хускала илет, вӑл кавӑн вӑррине тӗшӗлерӗ пулас та, хӗсӗкрен каялла тухрӗ.

Щелкнув челюстями, голова раскусила семечко и отодвинулась назад.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Ҫавнашкал икӗ лаша пирӗн колхозра пулсан, ҫавах япӑх пулас ҫукчӗ, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен шутланӑ тата пӗрмай шухӑшласа ҫӳретӗп.

Но иметь пару таких лошадок у нас в колхозе все равно было бы невредно, вот о чем я думал и думаю все время.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апатланакан сухаҫӑсем мӗн калани ун хӑлхине кӗрсех каймарӗ, анчах вӑл хӑй ҫине тахӑшӗ куҫ сиктермесӗр пӑхнине пӗрмай туйса тӑчӗ.

Он почти не вслушивался в сдержанные голоса полудновавших пахарей, но все время ощущал на лице чей-то неотступный взгляд.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗншӗн пӗрмай уттипе пыратӑн?

Почему все время шагом едешь?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех