Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӑшӑтать пире, вӑл янкӑр уҫӑ пӗлӗт ҫинчи хӗвел, пӗлӗчӗ хӑй вӑл — рабочи чӗринче; вӑл кирек те кам пулсан та, хӑйне кирек те мӗнле ятпа чӗнсен те — социалист, — шухӑш-кӑмӑл енчен яланах, паян та, ыран та, ӗмӗр-ӗмӗрех, пирӗн тӑван пулса тӑрать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вара самантрах ҫутӑ пулса кайнӑ, пысӑк шыв сикки тӗлӗнче унӑн шавне хупласа тӑракан пӗлӗт хыҫӗнчен уйӑх курӑнса кайнӑ, шыв сикки хыҫала тӑрса юлнӑ, ун тӗлӗнче тӗксӗм пӗлӗт ҫеҫ ҫӗрпе кӑвак тӳпене пӗрлештерсе тӑнӑ…
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ӗнер кана вӑл умра темӗнле пӗлӗт пек выртнӑ уншӑн, ҫав пӗлӗт сирӗлсен мӗн килсе тухассине пӗлмен вӑл ун чухне.
VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Мӗншӗн тесен карапа сулахайран сылтӑмалла, сӑмсинчен хӳринелле, унтан каллех хӳринчен сӑмсинелле тайӑлтарнӑ чух пӗлӗт тинӗс ҫинелле ҫаврӑнса ӳкессӗнех туйӑннӑ, унтан каллех, кӑшт тӑхтарахпа, тинӗс пӗлӗтелле ҫӗкленсе хӑпарнӑ пек пулнӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӗвел пӗлӗт хыҫӗнчен тухса сывлӑма ӗҫсе ярайман-ха, вӑл ҫур пӗлӗте юн пек хӗрлӗ тӗспе сӑрлама ҫеҫ ӗлкӗрнӗ, ӑшӑтаймасть, хирсем ҫине шӑрӑх сапалаймасть.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗлӗтсем, ҫӑвӗпе тенӗ пекех Выселка тӗлӗнчен пӑрӑнса ҫӳренӗскерсем, юлашкинчен пӗрлешсе канаш турӗҫ пулас та, пӗрре-иккӗ аслати кӗмсӗртетрӗ, йӗри-тавралӑха ҫиҫӗм шевлисем ҫуласа илчӗҫ, вара Выселка ҫине ҫарансемпе хирсем тата пахчасем ҫине ҫумӑр анчӗ — малтанах тумламсем хӑюсӑррӑн пӑт-пат ӳккелерӗҫ, шултрарах тумламсем типӗ хура тӑпра ҫинче сиккелесе илчӗҫ, ҫӗр вӗсене тӳрех йышӑнасшӑн пулмарӗ, каярахпа ҫак тумламсем хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пычӗҫ те пӗлӗт ҫинченех юхан шыв пулса анчӗҫ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ун тӗлӗнче хура-хӑмӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑнӑн туйӑнать, вӗсем ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗре кайса ҫухалаҫҫӗ тейӗн.Над ним висели темные серые тучи, уходившие к самому горизонту.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Часах мӗнпур пӗлӗт ҫутӑсемпе пӗркенчӗ, пӗлӗт ҫинче темӗн пысӑкӑш пушар хускалнӑ пек туйӑнать.Скоро всё небо было объято свечением, как будто начался гигантский пожар в облаках.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унтан, пуҫа ҫавӑрмасӑрах, чӳрече еннелле чалӑшшӑн пӑхсан, сенкер пӗлӗт таткин хӗррине куртӑм та: «Акӑ пӗлӗт — сенкер», — тесе шухӑшларӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Утмӑл виҫҫе шутласа ҫитертӗм те арпашса кайрӑм, тарӑхнипе ҫӗр ҫине суртӑм та, пӗрене евӗр хура пӗлӗт тепӗр пӗлӗте хӑваласа ҫитсе, ӑна пысӑк шӑллӑ ҫӑварӗнчен ҫапасшӑн пулнине сӑнама тытӑнтӑм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Аякра йывӑр пӗлӗт кӳмерккисем ҫаплах капланса тӑраҫҫӗ-ха, хушӑран ҫиҫӗм вӑрӑммӑн ялтӑртатса илет; ҫапах пирӗн ҫире тӗксӗм кӑвак тӳпе курӑнать, хӑвӑрт шуса иртекен сайра пӗлӗтсем витӗр ҫӑлтӑрсем мӗлтлетеҫҫӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Мал енче хӑмӑр кӑвак тӗслӗ пӗлӗт вӑрман хыҫӗнчен вӑраххӑн шуса хӑпарать: мана хирӗҫ вӑрӑм шурӑ пӗлӗтсем ыткӑнса килеҫҫӗ, ман ҫиренех иртсе каяҫҫӗ; хӑва тӗмӗсем, канӑҫсӑррӑн чӳхенсе, темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Хӗвеле пӗлӗт хупӑрласа илсен, пӗлӗт мӗлки ҫийӗн хӑвӑрттӑн шуса иртет.Быстро проносится тень по земле, когда туча внезапно закроет солнце.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Таҫта инҫетре-инҫетре, Дон хӗррипе юпленсе тӑсӑлакан кӑвак сӑртсем тӑрӑх, ҫӗре тӗксӗм ҫивиттипе пиелесе, ҫаплах-ха ҫумӑр пӗлӗчӗн сулхӑн мӗлки упаленчӗ, бахчасенче янкӑр сарӑ шерепеллӗ кӑнтӑр вӑхӑчӗ хуҫаланчӗ, пӗлӗт хӗрринче чӗлтӗрти ӑрша чӗтренсе юхрӗ, ҫӗртен тата вӑл тӑрантарса ӳстернӗ курӑксенчен чуна тӑвӑнтаракан пӑчӑ шӑршӑ кӗчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн тӗтреллӗ ытамӗнче пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ, кӑнтӑр енче кӑна, Дон хӗрринчи тӑвайкки тӗлӗнче, хӗвел тухас умӗн куҫа шартармалла шупка хӗрлӗ пӗчӗк пӗлӗт лӑстӑкӗ палӑрма пуҫларӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ула-чӑла тӗрӗллӗ катӑк уйӑх сасартӑк ҫумӑр пӗлӗчӗсен тӳпине чӑмса тухрӗ те, шупка сарӑ питне йӑлкӑштарса, хумлӑн-хумлӑн юхса выртакан пӗлӗт хушшинче пӗр вӑхӑт карас пулӑ майлӑ ярӑнса ишрӗ; унтан, уҫӑ вырӑна йӑраланса тухса, хӑйӗн тӗксӗм ҫутине сапса ячӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Усть-Невински патне ҫитерехпе анчах Ҫемен куҫне уҫрӗ, хӑй ӑҫтине те, хӑйне мӗн пулнине те ӑнланмасӑр, вӑл кӑвак пӗлӗте курчӗ, ҫав пӗлӗт ҫинче, кӑвак хут ҫине ӳкернӗ ӳкерчӗк пек, макӑракан Анфиса сӑнне палласа илчӗ…
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Манӑн пуҫӑм ҫемҫен сулкаланать, ҫӳлте ҫутӑ-кӑвак пӗлӗт ҫӳхе пурҫӑн пек тӑсӑлать, таҫта пӗлӗт айӗнче — чӗтресе тӑракан тӑри.» Ҫук, эпӗ темле урӑхла юрататӑп ҫак тӗнчене, аслӑ уй-хире, тусанлӑ ҫула, вӑкӑрсем ерипен утса пынине…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.