Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхма (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаптӑка сухаласа кӑпкалатма, ҫумкурӑкпа сӑтӑрҫӑсене пӗтерме, хӑмла юпи лартма, шпагат, ытти материал туянма, ҫӗнӗ плантацие пӑхма субсиди нумай килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах мана ӳсӗме пула /ун чухне эпӗ 38 ҫултаччӗ/ куҫӑн майпа вӗренме йышӑнмарӗҫ, Пушкӑртстанри паллӑ педагог Загир Исмагилов патне кайса пӑхма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Дежурство вӑхӑтӗнче ачасене те, хирурги енӗпе чирлисене те пӑхма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Каярахпа вӑл фермӑна пӑру пӑхма вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Анне сӑмахӗсене калас килет: «Пурӑннӑ чухне ҫынна куҫран пӑхма намӑс ан пултӑр».

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кашнинех плита ҫинче хӑй аллипе пӗҫернӗ ҫӑварни икерчине тутанса пӑхма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Театра ҫӳреме, оперӑпа балет тӑтӑшах пӑхма тӑрӑшатӑп.

Стараюсь ходить в театр, чаще смотреть оперу и балет.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Нумаях пулмасть амӑшне хӑйӗн йӑмӑкӗпе шӑллӑне пӑхма пулӑшнӑ ҫамрӑк, ҫавӑнпах нимӗнле ӗҫ те хӑратмасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Мӑшӑрӑм килти пыл хурчӗсене пӑхма пулӑшать: рамӑсене карас карать, ҫуркунне вӗллесене ҫуса тасатать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ларисӑпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пӑхма кӑмӑл тунӑскерсене, театр директорӗ Вадим Ефимов тата пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- Ӗне касӑвӗ пӑхма кайнӑ та, юрланӑ та юрланӑ.

— Ходила пасти коров, вот и пела и пела.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Хӑвӑр суйлавҫӑрсен куҫӗнчен пӑхма намӑс мар сире.

Вам не стыдно смотреть в глаза избирателям!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак проектсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани Чӑваш Енӗн инвестици вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулнине кӑтартать, республикӑра пурӑнакансене малашлӑх ҫине ырӑ куҫпа пӑхма шанӑҫ кӳрет.

Успешная реализация этих проектов говорит о большом инвестиционном потенциале Чувашии, вселяет в жителей республики уверенность в завтрашнем дне.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех