Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхма (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкарти пӗр ача садӗнче вӑй хучӗ, халӗ кӗҫӗн хӗрӗн пепкине пӑхма пулӑшать.

После выхода на пенсию работала в одном из детских садов города Чебоксары, в данное время помогает младшей дочери ухаживать за новорожденным.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Утса ҫӳренӗ ҫӗртех ҫын куҫӗнчен пӑхма тивет унӑн.

Хотя она и не лежачая, но ей приходится полагаться на помощь других.

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пӑхса тухрӗ те хӑйӗн хӗр тусӗпе Мария Ухсайпа калаҫса пӑхма шантарчӗ.

Просмотрела и пообещала поговорить со своей подружкой Марией Ухсай.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кашни сӑнӳкерчӗк, хуҫи ҫинчен каласа парас пек, хӑй ҫине тӗмсӗлсе пӑхма хистет…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Сережа каланӑ хыҫҫӑн ӑна кулленех тӗсесе пӑхма тытӑннӑ.

После слов Сережи стал ежедневно за ней наблюдать.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Чирлӗ ҫынна пӑхма пулӑшатӑп» тесе Оля Петрова Интернетра пӗлтерӳ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вак-тӗвекшӗнех ют ҫын куҫӗнчен пӑхма тивнӗ май уйӑхсерен пенсие тивӗҫни те кун пек чухне ҫӑлӑнӑҫ кӳмест.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗп зал патне пыракан фойерен пӑхма пуҫлатӑп — Э.М.Юрьев ячӗллӗ курав-конкурс валли суйласа илнӗ ачасен ӳкерчӗкӗсен экспозицийӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Алина, аҫу сан пирки: «Юратура ҫуралнӑ хӗр вӑл пирӗн, унӑн чӗринче те таса ҫак туйӑм пурӑнать. Пӑхма анчах ҫинҫешке вӑл, шалта вара пысӑк вӑй пытаннӑ, ырӑ мӗнне пӗчӗкренех пӗлет, телей хӑйӗн урапине пирӗн тӗлтен кӑлтӑртаттарса иртнӗ чухне ҫак хӗре ӳкерсе хӑварнӑ», — тет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Паллах, ҫӗнӗ ҫӗрте пулса курни, ҫӗнӗ юлташсем тупни хуть те камӑн чунне те ҫӗклет, малашлӑха ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа пӑхма хистет.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Паллах, пӗчӗкскерсене пӑхма ҫамрӑк ашшӗпе амӑшне ҫӑмӑлах мар, анчах та вӗсем хӑйсене пулӑшакансем, ывӑлӗсен кукашшӗпе кукамӑшӗ, пуррине калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Сӑрӑ схемӑсемпе» ӗҫлекенсемпе кӗрешме тытӑнмалла, ҫынсене хӑйсен пуласлӑхӗ, республика ырлӑхӗ ҫинчен тарӑнрах шухӑшласа пӑхма ӳкӗте кӗртмелле.

Нужно всерьез заняться теми, кто работает по «серым схемам», убедить людей задуматься и о своем будущем, и о благополучии своих детей и республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн куракансем хӑйсем юратакан совет тата Раҫҫей киноклассикӗсен фильмӗсене, Раҫҫей историйӗ, ҫӗршыври тата тӗнчери пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс каласа кӑтартакан хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ ҫӗнӗ фильмсене пӑхма пултарӗҫ.

Наши зрители смогут увидеть любимые фильмы классиков советского и российского кино, новые отечественные фильмы, которые честно рассказывают об истории России, о современных событиях в стране и мире.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кӑҫал чӑн малтанах ҫӗршыври пӗчӗк хуласенчи кинозалсен тытӑмне аталантарасси ҫине тимлӗрех пӑхма йышӑннӑ.

В этом году особое внимание будет уделено развитию сети кинозалов прежде всего в малых городах страны.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Хисеплӗ ӗҫтешсем, Сире тепӗр самаях ҫивӗч ыйту ҫине тимлӗрех пӑхма ыйтатӑп.

Уважаемые коллеги, хочу обратить ваше внимание на одну весьма актуальную проблему.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпир халӑха хӑйӗн сывлӑхӗ ҫине пысӑк яваплӑхпа пӑхма кирлине ӑша хывма пулӑшатпӑр.

Мы прививаем нашему населению привычку ответственно относиться к своему здоровью.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Наука енчен тарӑн пӑхма пӗлни, япалана тӗплӗн пӗлни, наукӑллӑ тӳрӗлӗх, художествӑллӑ ҫивӗчлӗх, наукӑпа художествӑллӑ произведенисем ҫине партилле пӑхни — ҫаксемпе палӑрса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ марксизм-ленинизм классикӗсен литературӑпа критикла ӗҫӗсем» («Правда»).

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Халӗ диктофонпа ҫырса илнӗ материала компьютерпа итлесе пӑхма, кирлӗ маррине ҫийӗнчех касса кӑларма, сӑмахсене вырӑнпа улӑштарса лартма, ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама пулать.

Сейчас материал, записанный на диктофон можно прослушать на компьютере, моментально вырезать ненужное, поменять слова местами, выполнять другие функции.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кӑштах куляннине сиссе Арсений Тарасов журналист радиона кайса пӑхма сӗнчӗ.

Заметив мое переживание, журналист Арсений Тарасов посоветовал сходить на радио.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Валя юратӑвӗ ӑна пурнӑҫ ҫине ҫӗнӗлле пӑхма хистет.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех