Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахрӗҫ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑлхарсем сӑрт-ту ҫамкине кӑна перетчӗҫ-ха, тӗрӗксем вара чӗрӗ ҫынсенех пере-пере пӑрахрӗҫ; пӑлхар хӗрӗ-хӗрарӑмӗ саккуна хирӗҫ юрланӑшӑн тӗрӗксем вӗсене мӑшкӑл кӑтартма тытӑнчӗҫ, шӑллӗсемпе пиччӗшӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пере-пере вӗлерчӗҫ.

На стрельбу болгар но голым обрывам турки отвечали выстрелами в живых людей; на крамольное пение болгарок — изнасилованием их сестер и убийством их братьев.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрачан ашшӗ те ҫавӑнтахчӗ, тӗрӗксем ашшӗне ҫыхса пӑрахрӗҫ.

И на глазах у ее отца, которого они связали.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта, тӗмӗ айӗнче, тахҫан шӑтӑк чавнӑ пулнӑ, вилесене ҫав шӑтӑка пӑрахрӗҫ те, йӗр хӑварас мар тесе, ҫӗрпе лайӑх кӑна тикӗслесе витрӗҫ.

Здесь под кустами когда-то была выкопана яма, и в нее бросили трупы, хорошенько засыпав их землей, чтобы ничего не было заметно.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр-ик хутчен хирӗҫ ответ илмесен, Кирсановсем ҫакна ӑнланчӗҫ те хӑйсем те ҫырма пӑрахрӗҫ.

Оставшись раза два-три без ответа, Кирсановы поняли это и перестали писать.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Каламалли те ҫук ӗнтӗ, хӗрсем малтанхи кунсенчен пуҫласах вулассине юратса пӑрахрӗҫ, хӑшпӗрисем унччен те вулама юратнӑ пулнӑ.

Нечего и говорить, что девушки с первых же дней пристрастились к чтению, некоторые были охотницы до него и прежде.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Калама ҫук капӑр карета аслати пек кӗмсӗртеттерсе ҫитни тата Жюлин тӗлӗнмелле лашисем тапӑртатса пыни Вӑтам проспектпа Пӗчӗк проспект хушшинчи 5-мӗш линире пурӑнакан ҫынсене шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, кунта кун пек япалана, темӗн тесен те, маларах пулмасан, Петр Великий пурӑннӑ вӑхӑтранпа курман ӗнтӗ.

Гром изящной кареты и топот удивительных лошадей Жюли произвели потрясающее впечатление в населении 5-й линии между Средним и Малым проспектами, где ничего подобного не было видано, по крайней мере, со времен Петра Великого, если не раньше.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакна пула сире хисеплеме пӑрахрӗҫ, тесе ан шутлӑр эсир.

Не думайте, что вы через то лишились уважения.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Чарӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗҫ темиҫен.

— Стой! — закричали они.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Ҫатан ҫумӗнче тӑма пӑрахрӗҫ хайхисем.

Перестали они стоять возле плетня.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑрахлӑха уйрӑлнӑ пек, вӗсем пӗр-пӗрин аллине арҫынла хытӑ чӑмӑртарӗҫ, Нагульновӑн алли чул пекех сивӗ те хытӑ, куҫӗсем вара каллех чӗррӗн ҫиҫме пӑрахрӗҫ те вӗсенче ун чунӗ ыратни палӑрчӗ.

Словно расставаясь надолго, они обменялись по-мужски крепким рукопожатием, рука у Нагульнова была твердая и холодная, как камень, а в глазах, уже утративших недавний живой блеск, снова появилась невысказанная, затаенная боль.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яланах хӑйӗн сӑмси ҫине шанма пӑхать, акӑ, вӗлерсе те пӑрахрӗҫ.

Все на свой хряп норовит, вот и убили.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӑлхине юн юхмаллах ҫурса пӑрахрӗҫ, сӑмси-тутисене ҫапса ватса пӗтерчӗҫ, анчах вӑл, малти шӑлӗ ҫуккине кӑтартса, шыҫса хӑпарса тухнӑ тутисемпе ҫапах та кулкалать-ха, хӑй ҫумне уйрӑмах хаяррӑн пырса ҫулӑхакан хӗрарӑмсене васкамасӑр, вӑйсӑррӑн тӗрте-тӗрте ярать.

Ему до крови рассекли ухо, разбили губы и нос, но он все еще улыбался вспухшими губами, выказывая нехваток переднего зуба, неторопливо и несильно отталкивал особенно свирепо наседавших баб.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эс сӗтел хушшинчен тухрӑн та, ман чечексем те шӑршӑ сарма пӑрахрӗҫ.

Но ты вышел из-за стола, и цветы мои перестали пахнуть.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӗрарӑмсем пухусене ҫӳреме пачах та пӑрахрӗҫ, ял Советӗнчен кам та пулин килне пырса кӗрсен, кӗскен кӑна: «Манӑн хуҫи килте ҫук, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп», — тесе кӑларса яраҫҫӗ.

Бабы же вовсе перестали ходить на собрания, а когда на дом приходил из сельсовета сиделец, то отделывались короткой фразой: «Хозяина моего дома нету, а я не знаю».

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑхсене пусма пӑрахрӗҫ.

Скот перестали резать.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн аттене, заводра забастовка тунӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен кӑларса пӑрахрӗҫ, ӗмӗрлӗхех Ҫӗпӗре ячӗҫ…

Моего отца уволили после забастовки с завода, сослали в Сибирь…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла пурнатчӗ вӑл, хӑй те хавасланатчӗ, ҫынсене те нумайӑшне савӑнтаратчӗ, пуриншӗн те кӑмӑллӑччӗ, пурна-киле хӗрарӑм тусӗсем те, ҫыннӑн характерӗ шӑмшакӗпе юнӗнчен килнине, «таса аттесем» те хӑйсене хӑйсем яланах ҫӗнтерме пултарайманнине аса илчӗҫ пулас та, унпа хирӗҫме пӑрахрӗҫ, мирлешрӗҫ.

Так и жила она, радуясь сама, на радость многим, приятная для всех, даже ее подруги примирились с нею, поняв, что характер человека — в его костях и крови, вспомнив, что даже святые не всегда умели побеждать себя.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Петӗре вӗлерсех пӑрахрӗҫ!..

— Петруху — насмерть!..

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Пурте аллисене сарса пӑрахрӗҫ, анчах кая пулчӗ: шампа самантрах умран ҫухалчӗ.

Все растопыривают руки, но уже поздно; налим — поминай как звали.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Вӗсем ешӗл купӑста пуҫӗсене ҫатӑртаттарса тата-тата илчӗҫ, тутисемпе хӗрлӗ кишӗрсене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларчӗҫ, хӑярӗсене ҫырта-ҫырта пӑрахрӗҫ, помидорсене шӑршла-шӑршла пӑхрӗҫ.

Они с хрустом разгрызали зеленые вилки капусты, губами выдергивали за ботву розовые хвостики моркови, надкусывали огурцы, недоверчиво обнюхивали помидоры.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех