Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытанчӗ (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел шевли кӑвак сӑрӑллӑ пӳрт ҫумнелле йӑпшӑна-йапшӑна пычӗ те куҫ хупса иличчен кантӑк витӗр шала тарса пытанчӗ.

Лучик солнца медленно двигаясь по голубому фасаду дома в мгновенье ока шмыгнула через окно во внутрь.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Лере, кӳлӗ ҫинче, пӗтӗм тавришӗпе капӑрлатнӑччӗ ӗнтӗ вӑл, халӗ, сар хӗр пек кулса, пирӗн ҫине пӑхма пуҫларӗ, каҫхи тӗтре юхса вӑрманти пӗчӗк чӑрӑшсен хушшине кӗрсе пытанчӗ.

Там, на озере, оно уже сделало всё великолепным и теперь, царственно раскинувшись, наступало на нас, и белый ночной парок поспешно-испуганно таял, запутавшись в лесу среди маленьких елей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйӑх пӗлӗт хыҫне пытанчӗ.

Луна зашла за облако.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр хӗрлӗ кушак ҫури ҫеҫ тумтир ҫакмалли ҫӗртен сиксе тухрӗ те ман ҫине хӑраса пӑхса илчӗ, унтан тарса пытанчӗ.

Только маленький рыжий котёнок выскочил из-под вешалки, испуганно посмотрел на меня и удрал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ таҫта катараччӗ, ҫывӑхра хӑй паллакан кавалерсенчен пӗри те ҫукчӗ: пӗр адьютант ҫаксене йӑлтах курчӗ пулас та, анчах ҫак историе хутшӑнас мар тесе, ҫынсен хыҫне пытанчӗ.

Увы! ее мать была далеко, и возле никого из знакомых ей кавалеров не было; один адьютант, кажется, все это видел, да спрятался за толпой, чтоб не быть замешану в историю.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ту хушшине ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ ҫил Хурах Шӑпчӑк пек улать, шӑхӑрать, часах акӑ чул хӗрес те хӗвелтухӑҫ енчен капланса килекен ҫӑра тӗтре хумӗсен ӑшне пытанчӗ

ветер, врываясь в ущелья, ревел, свистал, как Соловей-разбойник, и скоро каменный крест скрылся в тумане, которого волны, одна другой гуще и теснее, набегали с востока…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пупа тӗл пулни ырра пӗлтермест тенине астуса илчӗ те вӑл, ирӗксӗрех пӑрӑнса, йывӑҫ хыҫне пытанчӗ.

Мысль о несчастливом предзнаменовании пришла ему в голову, он невольно пошел стороною и скрылся за деревом.

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан хӗвел Бубурханӑн шӗвӗр тӑрри хыҫне кӗрсе пытанчӗ, унччен те пулмарӗ лерен тӳпенелле сарӑ-вичкӗн пайӑркасен ярӑмӗ тапса хӑпарса кайрӗ.

Потом солнце совсем скрылось за острым хребтом Бубурхана, и тотчас оттуда вылетел в зеленоватое небо стремительный веер ярко-рыжих лучей.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Тӑшман ҫӗр тӗпне кӗрсе пытанчӗ.

Враг зарылся в землю.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Наукӑллӑ фантастикӑ жанрӗнче пӗр вунӑ ҫул каярах пӗртен-пӗр «чӗкеҫ» курӑннӑччӗ (эпир «Улшӑннӑ ҫанталӑк» тата «Аттестат» авторӗ Г. О. Ефремов ҫинчен калатпӑр), анчах вӑл та курӑнчӗ те — пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пилӗк-ултӑ минутран тӳпем урлӑ каҫса пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех