Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑҫемӗн (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамара ӳссе пынӑҫемӗн сахалрах та сахалрах ҫӳрерӗ, паллах, амӑшӗ вара тӑван килне пӑрахмарӗ.

Потом девушка всё реже и реже ездила, а мама до самой смерти не бросила свой родимый дом.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Больница патнелле ҫывхарса пынӑҫемӗн пӑшӑрханнӑҫемӗн пӑшӑрханма, сехӗрленнӗҫемӗн сехӗрленме тытӑнчӗ Еххӗм.

Чем ближе подходил Ефим к больнице, тем больше беспокоился и трусил.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Хуллен аяларах та аяларах анса пынӑҫемӗн, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пӗвӗпе авкаланчӗ, ҫӳлелле тапаланчӗ, чӗрнисемпе кантрана ярса тытма хӑтланчӗ, анчах вӑл сывлӑша ҫеҫ тытрӗ.

Медленно спускаясь, кошка изгибалась то вверх, то вниз, хватая когтями то веревку, то воздух.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пурӑнаҫҫӗ вара карчӑкпа старик: кун иртет те каҫ иртет, ҫулсем хутшӑнса пынӑҫемӗн чирчӗр те ҫыпӑҫсах тӑрать.

И живут старик со старухой: день проходит и ночь проходит, годы уходят, сменяясь, и липнут болячки.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Калав хыҫҫӑн калав вуласа пынӑҫемӗн эпир тухтӑрсемпе чирлисен кулленхи пурнӑҫне тӗрлӗ лару-тӑрура куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Мероприяти пынӑҫемӗн хӗрарӑмсем хушма хуҫалӑхра туса илнӗ таварсене хастар сутрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

5. Пире Христоса асаплантарнӑ пек асаплантарни ӳссех пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ илекен лӑпланӑҫ та ӳссех пырать.

5. Ибо по мере, как умножаются в нас страдания Христовы, умножается Христом и утешение наше.

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иисус Христос чури, Унӑн апостолӗ Симон Петр — хамӑр Туррӑмӑрпа Ҫӑлакан Иисус Христосӑн тӳрӗлӗхӗ урлӑ пирӗн пекех хаклӑ тӗне кӗнисене: 2. Турра тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сирӗн тивлетпе канӑҫлӑхӑр ӳссех пытӑр.

1. Симон Петр, раб и Апостол Иисуса Христа, принявшим с нами равно драгоценную веру по правде Бога нашего и Спасителя Иисуса Христа: 2. благодать и мир вам да умножится в познании Бога и Христа Иисуса, Господа нашего.

2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Павелпа пирӗн хыҫҫӑн утса пынӑҫемӗн вӑл кӑшкӑрса пычӗ: ку ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулне пӗлтереҫҫӗ, терӗ.

17. Идя за Павлом и за нами, она кричала, говоря: сии человеки - рабы Бога Всевышнего, которые возвещают нам путь спасения.

Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Акӑ Ҫӳлхуҫа аякран килет, Унӑн ҫилли хыпса ҫунать, ҫулӑмӗ хӑватлӑ, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче — тарӑху, Унӑн чӗлхи — тӗппипе пӗтерекен вут-ҫулӑм, 28. Вӑл сывлани вара — халӑхсене вилӗм алипе алламашкӑн сарӑлса пынӑҫемӗн мӑй таран хӑпаракан шыв пек; вӑл — халӑхсене йӑнӑш ҫул ҫине илсе каякан ҫӑварлӑх пек.

27. Вот, имя Господа идет издали, горит гнев Его, и пламя его сильно, уста Его исполнены негодования, и язык Его, как огонь поедающий, 28. и дыхание Его, как разлившийся поток, который поднимается даже до шеи, чтобы развеять народы до истощания; и будет в челюстях народов узда, направляющая к заблуждению.

Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Уйӑх та хӑй вӑхӑтӗнче тухать, вӑхӑта кӑтартса тӑрать, вӑл — ӗмӗр палли: 7. уйӑх хӑҫан уяв ҫитессине пӗлтерет; тулса ҫитсессӗн, вӑл чакма пуҫлать; 8. ҫулталӑкри уйӑха унӑн ятне панӑ; хушӑнса пынӑҫемӗн вӑл туп-тулли тулса ларать; 9. уйӑх — ҫӳлти ҫутӑсенчен пӗри; вӑл тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫуталса тӑрать; 10. вӑл — тӳпе илемӗ, ҫӑлтӑрсенӗн мухтавӗ, Ҫӳлхуҫа тӳпинчи йӑлтӑркка эреш!

6. И луна всем в свое время служит указанием времен и знамением века: 7. от луны - указание праздника; свет ее умаляется по достижении ею полноты; 8. месяц называется по имени ее; она дивно возрастает в своем изменении; 9. это - глава вышних строев; она сияет на тверди небесной; 10. красота неба, слава звезд, блестящее украшение, владыка на высотах!

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать.

18. Стезя праведных - как светило лучезарное, которое более и более светлеет до полного дня.

Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех