Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулланса пынӑҫемӗн, вӑл, хӑй асӑрхаман ҫӗртенех, ашшӗ ҫине сиввӗн тата ӗненмесӗр пӑхассине улӑштарнӑ.Становясь старше, она незаметно для себя изменяла недоверчивое и холодное отношение к старику.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Фома, тинкерӳллӗн сӑнаса пынӑҫемӗн, вӗсен ахлатӑвне, вӗсем пурнӑҫ ҫине ӳпкелешнине питех шанма кирлӗ маррине туя пуҫланӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Буратино шкулалла ҫывхарса пынӑҫемӗн Вӑтаҫӗр тинӗс хӗрринче, инҫе те мар, савӑнӑҫлӑ музӑк хытӑран та хытӑ янраса илтӗнсе кайрӗ.
Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Шухӑшпа хӗвӗшсе пынӑҫемӗн ҫул катӑлни те сисӗнмест: ҫуна йӗрӗ, лапамран паҫӑрах иртсе, сӑрт тӳпине хӑларчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗрхи ҫумӑр пӗлӗчӗсем чарӑна пӗлмесӗр вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхтерсе тӑратчӗҫ, ҫав ҫын тӑваткӑл йӑрӑмлӑ тутӑрпа пичӗ ҫинчен тарне шӑлса илсен, ҫумӑр хуллентерех ҫунӑ пек, ҫын каллех тарласа пынӑҫемӗн ҫумӑрӗ те вӑйлансарах кайнӑ пек туйӑнатчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӳлелле хӑпарса пынӑҫемӗн савӑнӑҫлӑ хӗвелӗ ҫаралса кайнӑ шӑннӑ ҫӗре пиллесе ӑшӑтать, ҫӗрӗ кӗрхи тутлӑ шӑршӑсем кӑларса тӑрать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сала патне ҫывӑхрах ҫитсе пынӑҫемӗн партизансем майӗпенрех утма пуҫларӗҫ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах шухӑшсем шанчӑксӑрланса пынӑҫемӗн вӑл сахалтарах хӑракан пулчӗ, унӑн чунӗнче пӗчӗккӗнех темскерле ҫивчӗ, лӑпкӑ та ҫилӗллӗ тарӑху ӳссе пычӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Аллисем ывӑнса пынӑҫемӗн тата вӑйсӑрланнӑ ӳт-пӗвӗ йывӑрланнӑҫемӗн вӑл ытларах та ытларах хӑрама пуҫларӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Уча кӑвайтсем хушшинчи пушӑ вырӑн патнелле ҫывхарса пынӑҫемӗн ун пуҫне хытӑрах та хытӑрах: «Акӑ халех!.. акӑ халех!» — текен шухӑш пӑралама пуҫларӗ.
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл вӗриленсе пынӑҫемӗн ман чӗре лӑпланса пычӗ.Чем больше она горячилась, тем спокойнее становилось у меня на душе.
5 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑйӑ кӗвви-илемле манӑҫа кӑларса пынӑҫемӗн, савӑнма — юрӑ юрлама тӑватӑ ял лапамне пухӑнма кӑна мар, кӑнтӑр ҫутипе Анат Сӑрмӑшла Тури Сӑрмӑш пӗрлешнӗ хушша та тухма пӑрахнӑ ял яш-кӗрӗмӗ питрав кунӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фронт тӑван ҫӗршывран инҫете куҫса пынӑҫемӗн тивӗҫлипе тавӑрас ӗмӗт ытларах янӑрарӗ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Тусен хушшине шаларах кӗрсе пынӑҫемӗн унӑн шавӗ хытӑрах та хытӑрах илтӗнсе тӑрать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗрсем совет ҫарӗсем ҫывхарса пынӑҫемӗн бюргерсен мӑнтӑр арӑмӗсем ырӑланни ҫинчен каласа параҫҫӗ.Девчата рассказывали, как добрели толстые бюргерши по мере приближения советских войск.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӳлелле улӑхса пынӑҫемӗн тавралӑх ҫуталса пырать.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах вӗсем юрлӑ ту тӳписем патне ҫывхарса пынӑҫемӗн Артур темӗнле тарӑн шухӑша кайса савӑнчӗ, Монтанеллишӗн ҫавӑн пек савӑнса шухӑшлани ӑнланмалла мар пулнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах эрне хыҫҫӑн эрне иртсе пынӑҫемӗн шыв айӗнчи буровойӑн конструкторӗ ӑна пысӑк ӗҫсемпе хӑй патне хӑнӑхтарса ҫитерчӗ те, халӗ Саидӑшӑн Васильевӑн шыв айӗнчи установки валли локаторсем тӑвассисӗр пуҫне ҫӗр ҫинче урӑх нимӗнле паха ӗҫ те ҫук пек туйӑнать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫывхарса пынӑҫемӗн утрав ҫыранӗсем чӑнкӑланаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Алексейӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче — шӑратса сыпас ӗҫ типҫӗр ҫинелле шалалла кӗрсе пынӑҫемӗн час-часах улшӑнаканскерӗнче — Карпов Умара Магомет тата Грубский прораб лараҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.