Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыни (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Ҫакӑ ӗнтӗ — ҫут тӗнчере пурте ҫапла пулса пыни, пурне те пӗр шӑпа кӗтни — пур тӗлӗшпе те япӑх.

3. Это-то и худо во всем, что делается под солнцем, что одна участь всем,

Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ.

18. Хорошо, если ты будешь держаться одного и не отнимать руки от другого; потому что кто боится Бога, тот избежит всего того.

Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Израиль ывӑлӗсем Массифа хулине пыни ҫинчен Вениамин ывӑлӗсем те илтнӗ.

3. И сыны Вениаминовы услышали, что сыны Израилевы пришли в Массифу.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Участокра ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ, анчах хут ӗҫӗ ҫулран-ҫул нумайланса пыни вӗчӗрхентерме тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Мана сӗт хакӗ канӑҫ памасть. Кӑҫал вӑл уйрӑмах чакса пыни хӑратать. Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш тӑрӑхӗнче ҫынсенчен 1 литрне 15-16 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Капла пулсан ҫулла вӑл миҫене ҫитӗ-ши?» - пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан туйӑм кунсерен вӑйланса пыни иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Петр Киргизова ҫуртсем хупӑнса, ял пушанса пыни сӗре кулянтарать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ашшӗ-амӑшӗ, Ольга Семеновнӑпа Юрий Николаевич Любимовсем, хӗрачана яланах хавхалантарса пыни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Лару-тӑрӑва ҫынсен сывлӑхне сиен кӳрекен психотроплӑ хутӑшсен ҫӗнӗ хӑрушӑ тӗсӗсем вӑй илсе пыни йывӑрлатать.

Ситуация осложняется тем, что появляются новые виды крайне опасных психоактивных веществ, наносящих ущерб здоровью людей.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Вырӑнти организаци ертӳҫине куҫ курман ҫынсене пӗрлештерекен производство тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен йышӗ чакса пыни уйрӑмах пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нимӗн те мар, тӗнче пӑсӑлса пыни пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, канӑҫ памасть мана.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ольга Юрьевна пӗрлӗх опычӗпе паллаштарнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ «Кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта - ҫемье», «Чӑваш Ен - халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн вӑйӗ» проектсене епле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Культура вучахӗ юхӑнса пыни – заведующийӗн тепӗр пӑшӑрханӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Музей директорӗ Александр Майоров районти таврапӗлӳҫӗсен канашне ертсе пыни те ҫак тытӑма лайӑх витӗм кӳни куҫкӗретех.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланса пыни пирки каланӑ май, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫак ӗҫре физкультурӑпа спорт ҫине тимлӗ пӑхни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Говоря об улучшении демографической ситуации, Президент Российской Федерации также отметил, что не последнюю роль в этом играет внимание к спорту и физической культуре.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак ҫулсем хушшинче ҫын вӑй-хӑватне аталантарас ӗҫе инвестицисем хывассине тӗллевлӗн пурнӑҫласа пыни хӑйӗн уссине кӳчӗ.

Все эти годы целенаправленно осуществлялись инвестиции в развитие человеческого потенциала, которые с лихвой себя оправдали.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех