Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыни (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр чухне урока хӗрӗнкӗ пыни те пулкалать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Килти хуҫалӑха тытса пыни паян предпринимательлӗх ӗҫӗ шутланмасть».

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Утнӑ май шӑнкӑртатса пыни те ҫак куна илем, хавхалану кӳрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Вулакан сахалланса пыни те, патшалӑх власть органӗсем ҫителӗклӗ тимлӗх уйӑрманни те хумхантарать.

Волнует и спад читателей, и недостаточное внимание органами государственной власти.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Коллектива ертсе пыни, йывӑрлӑхсене татса пани — чӑнласах та паха опыт-ҫке.

Руководство коллективом, разрешение трудных проблем — это же действительный неоценимый опыт.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

- Паян хушма хуҫалӑх тытса пыни предпринимательлӗх ӗҫӗ-хӗлӗ шутланмасть, уншӑн налук хывмаҫҫӗ, - тенӗ вӑл граждансен иккӗленчӗклӗ шухӑшӗсене сирсе.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вячеслав Викторович та ҫемьен обществӑри вырӑнне палӑртса хӑварнӑ май ҫапла каларӗ: «Ҫитӗннисемшӗн те, уйрӑмах ачасемшӗн, ҫемье туслӑ, ҫирӗп пулни, унта пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пыни пӗлтерӗшлӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Паллах, пурте вӑйӑ-ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем пулаймӑпӑр, анчах та сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни, тӗрлӗ хускану туни шӑм-шакшӑн усӑллӑ пулнине чухлатпӑр.

Конечно, не все можем стать победителями игр-соревнований, но понимаем, что введение здорового образа жизни, выполнение разных движений полезны для организма.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Пил паракана е ыйткалакана, кӗлӗ сӑмахӗсенчи пек, ӗҫе ӑнлантарса пыни кирлӗ пулман.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Социологсем гражданла мӑшӑрланусен шутне хальлӗхе пӗтӗмлетсе калаймаҫҫӗ пулсан та, вӗсем ҫулсерен ӳссе пыни куҫкӗрет.

Хотя социологи и не могут конкретно сказать сколько ныне гражданских браков, но на лицо, что численность их с каждым годом растет.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Социологсем гражданла мӑшӑрланусен шутне хальлӗхе пӗтӗмлетсе калаймаҫҫӗ пулсан та, вӗсем ҫулсерен ӳссе пыни куҫкӗрет.

Хотя социологи не могут определённо назвать количество гражданских браков, но явно, что численность их с каждым годом растет.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен ачасем хӑйсенчен аслӑраххисенчен вӗренсе пыни, ырӑ ӗҫсем тума васкани, вӗсен Михаил Петрович пек ертӳҫӗ пулни те питӗ савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫак йыш ҫӳллен хушӑнса, республика туссемпе пуянланса пыни пире савӑнтарать ҫеҫ мар, республика ятне-сумне те ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чи пахи – артистсен пултарулӑхӗ ҫултан ҫул ӳссе пыни.

Самое главное - рост мастерства артистов из года в год.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ӑна пӗр тӗрлӗ апат /кефир е хуратул пӑтти, е пӗҫернӗ чӑх какайӗ/ диетине кӑна тытса пыни уйрӑмах вӑйлӑ аркатать.

Особенно сильно его разрушает следование однообразной диете / кефир или гречневая каша, или варёное куриное мясо.

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

— Ҫак ӗҫре шкул директорӗ Альберт Петрович Кондратьев ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пыни, учительсен хастарлӑхӗ, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн пултарулӑхӗ тапса тӑни сисӗнчӗ, — кӑмӑллӑн аса илчӗ иртнӗ уява Вера Петровна.

- В этом деле чувствовалось умелое руководство директора школы Альберта Петровича Кондратьева, предприимчивость учителей, активность детей и родителей, - с удовольствием вспомнила о прошедшем мероприятии Вера Петровна.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Михаил Васильевич регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне вӑй паракан уйрӑмлӑхсемпе паллаштарнӑ, Чӑваш Ен Правительстви экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫ производстви тӗлӗшпе Японипе пӗрешкел политика тытса пыни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ултав тӗслӗхӗсем нумайлансах пыни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Юрьева майӗпен-майӗпен манӑҫа кӑларса пыни ҫинчен Культура министерстви пӗлмест те-ши?

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пархатарлӑ ӗҫе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫынсем хушӑнса пыни те пире хавхалантарать.

В благодатной работе прибавление новых людей нас воодушевляет.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех