Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыни (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ-амӑшӗ ҫемьере сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни ачисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Очень большое значение для детей в семье имеет соблюдение родителями здорового образа жизни.

Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s

- Пирӗн йыш юлса пыни пулман.

- Не было такого чтобы наше число уменьшалось.

«Эпир почтӑра ҫитӗннӗ» // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/%C2%ABepir-pochta ... C2%BB.html

Ҫӳп-ҫап полигонӗсем тулса пыни те шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Тулли кӑмӑлпа ҫакна палӑртатӑп: 2012 ҫулта, юлашки 20 ҫулта пӗрремӗш хут, халӑх хӑй халлӗн чакса пыни ӳсӗмпе ылмашӑнчӗ.

С глубоким удовлетворением отмечаю, что в 2012 году, впервые за последние 20 лет, естественная убыль населения сменилась приростом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫавна пула пӗлтӗр пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗсенчен кӗрекен налук укҫи-тенки калӑпӑшӗ кал-кал хушӑнса пыни палӑрчӗ тата вӑл 1,9 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашрӗ (2011 ҫулта – 1,5 миллиард тенке яхӑн).

В результате налоговые поступления от субъектов малого и среднего бизнеса в прошлом году продемонстрировали существенную положительную динамику и составили 1,9 млрд. рублей (в 2011 году – около 1,5 млрд. рублей).

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫакна тума конкурентлӑха вӑйлатма пулӑшакан тата хаксене сӑлтавсӑр ӳсме ирӗк паман политикӑна йӗркеллӗ тытса пыни май панӑ.

Это стало возможным благодаря последовательной политике, направленной на усиление конкуренции и недопущение необоснованного роста цен.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пост авторӗ ҫакӑнта тӗп кӑлтӑка асӑрханӑ: «чӑваш эстрадин тӗп проблеми — «типшӗм», анчах та хавхалануллӑ, мал ӗмӗтлӗ, пултаруллӑ яшсемпе хӗрсем майӗпен «мӑнтӑра» тухса пыни».

Здесь автор поста предупредил об основном недостатке: "главная проблема чувашской эстрады - постепенное превращение из "худых", но вдохновленных, исполненных надежд, способных юношей и девушек "растолстевших".

«Тамада тыткӑнӗнчи» чӑваш эстради... // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20795.html

Ҫапах та малтанхи палӑрӑмсӑрах мар темелле пулӗ: ҫын лутраланса пыни, пӗкӗрӗлсе ҫӳреме тытӑнни сисчӗвлентермелле.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Ҫирӗп шайри финанс политики, бюджет пурнӑҫ чӑнлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни, унӑн шайлашулӑхӗ, патшалӑх парӑмӗ йӗркеллӗн чакса пыни – социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫлассине ҫирӗплетекен шанчӑклӑ паллӑ, граждансем тата бизнес-пӗрлӗхӗ влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ тӗлӗшпе палӑртакан шанӑҫ никӗсӗ, лайӑх шайри ӗҫлӗ климата сыхласа хӑвармалли тӗп услови.

Устойчивая финансовая политика, максимальное приближение бюджета к реалиям жизни, его сбалансированность, поступательное снижение государственного долга – это залог выполнения социальных обязательств, основа доверия граждан и бизнес-сообщества к деятельности органов власти, главное условие сохранения благоприятного делового климата.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Общество укҫи-тенкине тухӑҫлӑ тытса пыни пире республика бюджечӗн ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварма май пачӗ.

Эффективное управление общественными финансами позволило нам сохранить устойчивость бюджета республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхне тухӑҫлӑ тытса пыни кӑна республика бюджетне налукран кӗмен тупӑшсем йӗркеллӗн пырса тӑмалли лайӑх малашлӑх хывать.

Только эффективное управление государственным и муниципальным имуществом открывает перспективы для дальнейшего обеспечения поступлений неналоговых доходов в бюджет республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Калӑр-ха, пирӗн районта ялта ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ ӳссе пыни сисӗнет-и?

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсене юсас ӗҫ еплерех пыни ҫинчен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Резников пӗлтерчӗ.

Как идет реставрация дворов жилых домов сообщил министр дорожно-транспортного парка ЧР Михаил Резников.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Старостӑсемпе депутатсем умӗнче ялсемпе экономика обӑекчӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхне йӗркелессипе ял активӗпе пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки патшалӑх пушар хуралӗн районти уйрӑмӗн тата Красноармейскинчи 32-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗсем Б. Н. Федотовпа М. Н. Арсентьев, Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Указӗ хамӑр тӑрӑхра епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Экономика аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ А. Михайлова вара пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли районти программа мӗнле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ҫавӑн пекех унта вӗренекенсем ҫар службине хӑнӑхса пыни, спорт ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрни те куҫ кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Коммуналлӑ хуҫалӑх ҫеҫ айӑплӑ теместӗп-ха, ҫынсем тирпейсӗр пурӑнма хӑнӑхса пыни чуна ыраттарать.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Шупашкарта артиста вӗренме илесси пирки конкурс пыни ҫинчен ӑнсӑртран пӗлтӗм.

О том что в Чебоксарах идет конкурс на прием учиться на артиста узнал случайно.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ял улшӑнса, ҫӗнелсе пыни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чи юратнӑ предмечӗсене ҫакӑн пек вӗрентекен илсе пыни ӑна тарӑхтарсах ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех