Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ

Автор: Юрий МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хушнӑ: 2016.08.02 17:53

Пуплевӗш: 48; Сӑмах: 631

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, районсемпе хуласен ертӳҫисемпе планерка ирттерчӗ.

ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Виталий Емельянов кӑҫалхи ҫур ҫулта патшалӑх тата муниципалитет саккасӗсене еплерех пурнӑҫлани, ҫирӗплетнӗ контрактсене мӗнлерех ӗҫе кӗртни ҫинчен доклад турӗ.

— Чӑваш Ен федераци субъекчӗсен хушшинче пӗлтӗр асӑннӑ саккассен тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, — терӗ. — Кӑҫалхи тӗллев — вӗсене усӑллӑ вырнаҫтарассишӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫлесси.

2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта саккассем патшалӑхӑн — 4,3 миллиард, муниципалитетсен 3,6 миллиард тенкӗлӗх.

Тавар туянма, тӗрлӗ ӗҫ тума тата пулӑшу ӗҫӗсене пурнӑҫлама патшалӑх туянӑвне йӗр-келенӗ чухне саккас илес текенсен хушшинчи конкуренци малтанхи пекех: кашни процедура пуҫне хаклашӑва 2,7 хутшӑнакан. Муниципалитетсен шайӗнче вӑл кӑштах йӑшни сисӗнет: кашни процедура пуҫне малтан 3,8 саккасҫӑ пулнӑ, кӑҫалхи ҫур ҫулта — 2,8. Ҫав хушӑра пӗчӗк предпринимательсем, социаллӑ тӗллевлӗ, коммерциллӗ мар организацисем 1,2 миллиард тенкӗлӗх саккас панӑ.

Хальхи вӑхӑтра республика тата муниципалитетсен саккасӗсене вырнаҫтарас текенсен ҫӗнӗ йӗркепе 2017 ҫулта ирттерекен тавар, тӗрлӗ ӗҫ тата пулӑшу ӗҫӗсен туянӑвӗн планӗсене хатӗрлес тӗлӗшпе тӑрӑшмалла. Экономика аталанӑвӗн министерстви вӗсемпе 6 семинар-канашлу йӗркеленӗ, унта 274 саккасҫӑ хутшӑннӑ.

2013 ҫултан пуҫласа халичченхи саккассене контрактсенче пӑхнӑ вӑхӑтра пурнӑҫламан пирки республикӑпа муниципалитетсем предприяти-организацирен нумай миллион тенкӗ парӑма шыраттараҫҫӗ. Пӗр пайне бюджета куҫарттарма май килнӗ. Кунпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ЧР Арбитраж сучӗ тишкерет. Халӗ вӑл 16 миллион тенкӗлӗх тавӑҫсене тӗпчет.

Михаил Игнатьев хысна умӗнчи парӑмҫӑсене пайӑррӑн пӗлесшӗн пулчӗ. «Чӑвашавтодорӑн» — 2,3 миллион, «Гарантӑн» — 2 миллион, «СУ- 7» АОн — 522 пин, «Стройкомплектӑн» 433 пин тенкӗ», — хуравларӗ В.Емельянов. «Вӗсемпе ҫыхӑннӑ саккассемшӗн хӑш министерствӑсем яваплӑ?» — кӑсӑкланчӗ республика Пуҫлӑхӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлакан ыйтӑва хуравлаймарӗ, кайран пӗлтерме пулчӗ.

Доклада сӳтсе явма ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина хутшӑнчӗ, хӑй ертсе пыракан Финанс министерстви асӑннӑ саккассене пурнӑҫланӑ чухне укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ енӗпе ҫитменлӗх чылай тупса палӑртнине пӗлтерчӗ.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта «СВС-СТРОЙ» тата «Пластик» обществӑсен Ҫӗрпӳ районӗн хысни умӗнчи парӑмӗ 10 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Александр Казаков ӑна бюджета куҫарттарассишӗн асӑннӑ предприятисене суда парса кӗмӗл шыраттарнине пӗлтерчӗ. Малтан Канашри налук инспекцийӗнче шута илтернӗ, халӗ Пермь хулинче шутланакан «СВС-СТРОЙ» район бюджетне темиҫе ҫул 6 миллион тенкӗ ытла куҫармасть. «Пластик» парӑмӗ — 3,9 миллион тенкӗ. Вӑл хыснана кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче куҫарма шантарать.

ЧР Пуҫлӑхӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе усӑ курнӑшӑн, пурлӑхшӑн тытакан налук енӗпе пысӑк парӑма кӗнисемпе тунӑ килӗшӳсене татас ыйтӑва ҫивӗч лартмалла терӗ.

— «СВС-СТРОЙ» тата «Пластик» обществӑсемпе мӗншӗн вӑхӑтра татман? — кӑсӑкланчӗ вӑл. — Райадминистрацин ҫав укҫана маларах шыраттармалла пулнӑ. Пурлӑхне арестлеттерсен ҫеҫ шанӑҫ пур. Пӗрле тӗл пулса парӑмсене татмалли график ҫирӗплетӗр.

Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин 2016 ҫулхи ҫур ҫулта строительство, ЖКХ, вӑрман касас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланӑ, патшалӑх тата муниципалитетсем саккас панӑ чухне саккунсене пӑхӑнман пирки 11 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнине, хӑшпӗр тӗслӗхре капитал республикӑран тулаша куҫнине палӑртрӗ, патшалӑхпа муниципалитет органӗсене йӗркене пӑхӑнман тӗслӗхсене асӑрхасанах Шалти ӗҫсен министерствинчен пулӑшу ыйтма чӗнсе каларӗ.

Федерацин налук службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Петрова пӗлтернӗ тӑрӑх — «СВС-СТРОЙ» ытти организацисемпе пӗрле 7 предприяти йӗркелеме хутшӑннӑ, 13 организацин ертсе пыракан компанийӗ шутланать. Пурлӑх никӗсӗ пӗрин те ҫук, ӗҫлекенсен йышӗ пӗчӗк, налук сахал куҫараҫҫӗ. «СВС-СТРОЙ» учредителӗ — «Армстрой» ООО. Ӑна йӗркеленӗ организацисен икӗ ертӳҫин квалификацийӗ тивӗҫтермест тесе хак панӑ. Унӑн виҫҫӗмӗш организацийӗ — 60 ытла предприяти учредителӗ. «Хӑвӑрах ӑнланатӑр: «СВС-СТРОЙпа» питӗ тимлӗ пулмалла», — терӗ вӑл.

ЧР Пуҫлӑхӗ В.Емельянова ҫак предприятие республикӑри шанчӑксӑр организацисен йышне кӗртме сӗнчӗ.

Пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсене юсас ӗҫ еплерех пыни ҫинчен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Резников пӗлтерчӗ.

Ҫак ӗҫе Шупашкарта еплерех йӗркелени ҫинчен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каласа пачӗ. ЧР Пуҫлӑхӗ кӑҫалхи тӗллевсене мӗнлерех пурнӑҫлассипе кӑсӑкланчӗ. «Ҫул- йӗр фондӗнчен тата хула хыснинчен уйӑракан укҫана туллин ӗҫе кӗртетпӗр», — хуравларӗ администраци пуҫлӑхӗ. М.Игнатьев доклада пӗтӗмлетсе аукционсене ҫывӑх вӑхӑтрах ирттерме, юсав ӗҫӗсене хура кӗркуннеччен вӗҫлеме хушрӗ.

Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче комиссие ЧР Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш суйлавӗн депутачӗсене суйлама тӑратнӑ кандидатсене регистрацилемелли документсем тӑратмашкӑн вӑхӑт вӗҫленнине пӗлтерчӗ. Пурӗ 10 парти суйлава хутшӑнасси ҫинчен заявлени тунӑ.

— Тӗп суйлав комиссийӗн тӗллевӗсенчен пӗри — влаҫа криминал лекесрен ҫине тӑрасси, — терӗ Александр Иванович. — «Единая Россия» тата ЛДПР кандидачӗсен хушшинче судпа айӑпланнисем ҫук. Ытти партисен докуменчӗсене право йӗркине сыхлакан органсем пулӑшнипе тӗрӗслетпӗр. Судпа айӑпланнине тупса палӑртсан вӑл е ку кандидата парти списокӗнчен кӑларттарассишӗн ыйту ҫӗклетпӗр. Парламент партийӗсен хӑйсен списокне пысӑк яваплӑха туйса ҫирӗплетмелле.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех