Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ

Автор: Н.АРХИПОВА

Ҫӑлкуҫ: «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хушнӑ: 2016.03.12 17:46

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 374

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать. Ара, унта пурнӑҫ «вӗрет», пурӑнма интереслӗрех те. Чӑн та, кама мӗнле пулӗ, паллах. Хӑшӗ-пӗри пачах унта талпӑнмасть, тӑван тӑрӑха таврӑнать, ӗҫ вырӑнӗ тупса ялтах тӑрӑшать.

Вӗсенчен пӗри - Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Екатерина Антонова. Катя ашшӗпе-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн мухтав. Мӗн пӗчӗкренех тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ хӗр вӗсене савӑнтарать. Екатерина пуҫласа аллине киҫтӗк тытсанах дизайнер-художник пулма ӗмӗтленнӗ. Ӳкерме хӑнӑхнӑ, ӑсталӑхне районти искусство шкулӗнче туптанӑ. 2011 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелти вӑтам шкула пӗтерсенех вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне ҫул тытнӑ. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ панӑ хӗр студент пулса тӑнӑ. Ҫамрӑк хӗр университетра пушӑ ларман, активлӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннӑ. Ӳнер, сӑнӳкерчӗксен фестиваль-конкурсӗсене, наукӑпа практика конференцийӗсене хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче те пӗрре кӑна мар пулнӑ. Сӑмахран, Екатерина диплом ӗҫӗ валли 5 тумран тӑракан коллекци хатӗрленӗ. Халӗ те вӑл хӑйне валли ҫеҫ мар, ҫывӑх тӑванӗсемпе юлташӗсем валли тӗрлӗ кӗпе хатӗрлесе ҫӗлеме ӗлкӗрет.

Ҫамрӑк хӗрӗн тепӗр таланчӗ - тӗрлӗ сӑнарсене шурӑ хут ҫине куҫарасси. Катя час-часах юханшыв хӗрринче алла кӑранташпа хут тытса ӳкерет. Таврари ҫутҫанталӑк темрен ҫывӑх пулсассӑн та, ҫамрӑк ӳнерҫӗ ҫынсене, вӗсен ӗҫне хут ҫинче ҫутатса пама ытларах кӑмӑллать.

2015 ҫулта вӗрентекен дипломне алла илсен Екатерина тӑван яла таврӑннӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче технологипе рисовани предмечӗсене вӗрентме тытӑннӑ. Ҫур ҫул хушшинче Екатерина Васильевна вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата регионти конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑннӑ. Акӑ, нумаях пулмасть 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан хӗрсем районти наукӑпа практика конференцийӗ валли чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, эрешӗсене тӗпе хурса ҫӗленӗ кӗпепе 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫак кӗпене хӗрсем хӑйсемех шутласа кӑларса, ятарлӑ эскизсемпе ҫӗленӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшнӑ.

Екатерина Васильевна каланӑ тӑрӑх, шкулта вӑл уйрӑмах 7-мӗш класри пултаруллӑ ачасемпе ӗҫлеме юратать.

- Акӑ, Есения Любимова ҫав тери маттур. Вӑл ытти ачасем пек компьютер, планшет умӗнче вӑхӑта ирттермест, ӳкерме, ҫыхма юратать. Ашшӗ-амӑшӗ, Ольга Семеновнӑпа Юрий Николаевич Любимовсем, хӗрачана яланах хавхалантарса пыни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, ҫӗлеме, ҫыхма вӗрентеҫҫӗ, - терӗ Екатерина Васильевна хӗрпе паллаштарса.

Есения тантӑшӗ Вероника та шурӑ хутпа киҫтӗк алӑра чухне тулли кӑмӑлтан ӳкерет. Пушӑ вӑхӑтра амӑшӗпе пӗрле фортепианопа калама вӗренет.

Екатерина Васильевна, Есения тата Вероника ҫак ӗҫе куллен аталантарса, пӗлӗвне ӳстерсе пыма ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмахран, апрель уйӑхӗнче республикӑри наукӑпа практика конференцине хутшӑнасшӑн, этностиле тӗпе хурса кӗпесен коллекцине хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

Екатерина Васильевна вара яла таврӑннишӗн пӗрре те ӳкӗнмест. Вӗренекенсем конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнни ҫамрӑк вӗрентекене ӗҫлеме хавхалантарать.

Екатерина пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех