Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Эпӗ сана пулӑшма Хамӑн чурамсене Исаийӑпа Иеремийӑна ярӑп, вӗсен канашӗпе Эпӗ сан валли тӗрлӗрен ҫимӗҫ йӑтса ларакан вуникӗ йывӑҫа тасалӑх тивлечӗ кӳрсе хатӗрлерӗм, 19. ҫавӑн чухлех сӗтпе пыл юхакан ҫӑлкуҫ тата розӑпа лили ӳсекен ҫичӗ пысӑк ту хатӗрлерӗм, санӑн ывӑлусене ҫавсемпе савӑнтарӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иудейӑпа Израиль ҫӗрӗ санпа суту-илӳ тӑватчӗ; санӑн таварушӑн Минниф тулли, пылак ҫимӗҫ тата пыл та, йывӑҫ ҫӑвӗ те, бальзам та парса тӳлетчӗ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ те, пушхирте вӗсене хирӗҫ аллӑма ҫӗклесе, тупа турӑм, вӗсене Хам палӑртса хунӑ ҫӗре, — унта сӗтпе пыл юхса выртать, пӗтӗм ҫӗр илемӗ вӑл, — кӗртместӗп тесе тупа турӑм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ ҫапла ылтӑн-кӗмӗлпе капӑрлантӑн, туму та санӑн виссон та пурҫӑнччӗ, тӗрӗллӗ кӗпеччӗ; ҫиессе те эсӗ чи паха тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, пыл тата ҫу ҫиеттӗн, эсӗ ытармалла мар хӳхӗмччӗ, эсӗ патша пек чаплӑ пулса ҫитнӗччӗ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана ҫыру чӗркемӗ паратӑп, хырӑмна ҫакӑнпа тӑрантар, ӑшна ҫакӑнпа тултар, терӗ; эпӗ вара ҫисе ятӑм, манӑн тута-ҫӑварӑмшӑн вӑл пыл пекех пылак пулчӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире, паянхи пек, инкекпе ылхан ҫитрӗ; хамӑра сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре парас тесе аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунах Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Моисей чури умӗнче ҫакӑн пирки каласа хунӑччӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав сакӑрвунӑ ҫынран вуннӑшӗ Исмаила тархасланӑ: пире ан вӗлер, хирте пирӗн тулӑпа урпа, ҫупа пыл пытарнӑ кӗлетсем пур, тенӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тупа тунине вырӑна килтертӗм — вӗсене сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр патӑм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх асӗнче Иосия — фимиам пек, мирӑ шӑратаканӗ ӑстайлӑн тунӑ фимиам пек: 2. кирек кам чӗлхи ҫине килсессӗн те унӑн ячӗ пыл пек тутлӑ пулӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗре янӑракан юрӑ-кӗвӗ пек кӑмӑллӑ пулӗ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӑха еткерлӗх ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе ҫитермешкӗн пушхирте ҫӳренӗ ултҫӗр пин ҫынран вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Этеме пурӑнан пурӑнӑҫра чи кирли — шыв, вут, тимӗр, тӑвар, тулӑ ҫӑнӑхӗ, пыл, сӗт, иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗ, ҫу тата кӗпе-тумтир: 33. таса пурӑнакансемшӗн ҫак япаласем пурте усӑллӑ, ҫылӑхлӑ ҫынна вара ҫавӑ сиен кӳме пултарать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗҫен-ҫӳрен хушшинче пыл хурчӗ пӗчӗккӗ ҫеҫ, ҫимӗҫӗ вара — тутлӑран та тутлӑ.3. Мала пчела между летающими, но плод ее - лучший из сластей.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана вӗрентӗттӗн, эпӗ сана техӗмлӗ сим пыл, нар улмийӗн сӗткенне ӗҫтерӗттӗм.Ты учил бы меня, а я поила бы тебя ароматным вином, соком гранатовых яблоков моих.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тутӑ ҫын пыл карасне те таптать, выҫӑ ҫынна вара йӳҫҫи те пылаккӑн туйӑнать.7. Сытая душа попирает и сот, а голодной душе все горькое сладко.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ пыл тупрӑн — тӑраниччен ҫи, ытлашши ҫисе хӑсса кӑлармалла ан пултӑр.16. Нашел ты мед, - ешь, сколько тебе потребно, чтобы не пресытиться им и не изблевать его.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пыл ҫи, ывӑлӑм: вӑл тутлӑ, пыллӑ карас пырушӑн кӑмӑллӑ; 14. ӑслӑлӑха пӗлни те санӑн чунушӑн — ҫавӑн пекех.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫепӗҫ чӗлхе вӑл — караслӑ пыл: вӑл чуншӑн та пылак, шӑмшакшӑн та сиплӗ.24. Приятная речь - сотовый мед, сладка для души и целебна для костей.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:] 3. ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех; 4. анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать; 5. урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.